Варух 2
2
1Ӗнтӗ Ҫӳлхуҫамӑр пире хирӗҫ, Израиле сут туса тӑнӑ пирӗн тӳресене хирӗҫ, пирӗн патшамӑрсене хирӗҫ, пирӗн пуҫлӑхсене хирӗҫ, израильсемпе иудейсене хирӗҫ каласа хунӑ Хӑйӗн сӑмахне вырӑна килтерчӗ: 2Вӑл пирӗн ҫине халиччен тӳпе айӗнче пулман хӗн-хур, Моисей саккунӗнче ҫырни тӑрӑх, Хӑй Иерусалима кӑтартнӑ пек пысӑк хӗн-хур, ярӗ, 3эпир ӗнтӗ пӗри ывӑлӗн ӳтне, тепӗри хӗрӗн ӳтне ҫийӗпӗр. 4Вӑл ӗнтӗ вӗсене хамӑр таврари патшалӑхсене пӑхӑнтарчӗ, Ҫӳлхуҫа вӗсене таврари халӑхсен хушшине салатса ячӗ те ҫавсен мӑшкӑлӗ турӗ, вӗсене ҫавсем ҫаратса-тустарса тухрӗҫ. 5Ҫиелте мар, аялта пултӑмӑр эпир, мӗншӗн тесессӗн эпир Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр умӗнче ҫылӑха кӗтӗмӗр, Унӑн сӑмахне итлемерӗмӗр. 6Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑрта — тӳрӗлӗх, пирӗн пит-куҫӑмӑр, аттемӗрсен пит-куҫӗ вара, паянхи пек, намӑспа хупланнӑ. 7Пире хамӑр тӗлӗшӗнчен Ҫӳлхуҫа палӑртса хунӑ хӗн-хур ҫитрӗ. 8Эпир Ҫӳлхуҫа умӗнче кӗлтумарӑмӑр, Ӑна хамӑрӑн усал чӗрери шухӑш-кӑмӑлтан пӑрса яма тархасламарӑмӑр. 9Ҫӳлхуҫа ҫав инкексене сӑнасах тӑнӑ, вӗсене пирӗн ҫине янӑ, мӗншӗн тесессӗн Унӑн пире панӑ пур йӗрки те тӳрӗ. 10Анчах эпир Унӑн сӑмахне итлемерӗмӗр, Ҫӳлхуҫа хушнӑ пек пурӑнас темерӗмӗр. 11Эй Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, Эсӗ Хӑвӑн халӑхна Египет ҫӗрӗнчен тӗреклӗ аллупа, паллӑсем кӑтартса, хӑватсем туса, пысӑк вӑюпа, аслӑ хӑватупа илсе тухнӑ, паянхи пекех, Хӑвӑн ятна чапа кӑларнӑ; 12эй Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр! эпир ҫылӑха кӗтӗмӗр, усал ӗҫ турӑмӑр, Эсӗ панӑ пур йӗркене те хирӗҫле тӳрӗ мар ӗҫ турӑмӑр. 13Санӑн хаярлӑху пирӗн ҫинчен сирӗлтӗрехчӗ, эпир ӗнтӗ Эсӗ салатса янӑ халӑхсем хушшинче сахаллӑн тӑрса юлтӑмӑр. 14Эй Ҫӳлхуҫамӑр, пирӗн кӗлле, эпир йӑлӑннине илтсемччӗ, пире Хӑвӑншӑн хӑтарсамччӗ, хамӑра куҫарса кайнӑ ҫынсем умӗнче хӗрхенсемччӗ пире, 15пӗтӗм ҫӗр Эсӗ пирӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр пулнине пӗлтӗр: Санӑн ятна Израиле, унӑн йӑхне панӑ. 16Эй Ҫӳлхуҫа, пӑхсамччӗ Хӑвӑн сӑваплӑ Ҫуртӑнтан, пире асна илсемччӗ, эй Ҫӳлхуҫамӑр, тайсамччӗ хӑлхуна, илтсемччӗ! 17Куҫна уҫса пӑхсамччӗ — вилнисем, ҫӗр тӗпӗнчисем, ӑшӗнчен чӗмне кӑларса илнисем, мухтамӗҫ Ҫӳлхуҫана, 18пысӑк хӗн-хур ҫитнӗшӗн хуйхӑракан ҫын, пуҫне чиксе салхуллӑ ҫӳрекенскер, тӗксӗмленнӗ куҫлӑскер, касӑлнӑ чунлӑскер, мухтавлӗ, аслӑлӗ Сана, Ҫӳлхуҫамӑр! 19Эй Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр, хамӑр аттемӗрсемпе патшасен тӳрӗлӗхне шанса кӗлтумастпӑр эпир Сан умӑнта; 20Хӑвӑн чурусем, пророксем, урлӑ каланӑ пек, Эсӗ пирӗн ҫине Хӑвӑн ҫиллӳне, Хӑвӑн хаярлӑхна янӑ. 21Ҫӳлхуҫа ҫапла каланӑ: пилӗкӗре Вавилон патшишӗн ӗҫлеме авӑр, вара Эпӗ хӑвӑр аҫӑрсене панӑ ҫӗр ҫинче пурӑнатӑр, 22Ҫӳлхуҫа сӑмахне, Вавилон патшишӗн ӗҫлӗр тенине, итлеместӗр пулсассӑн, 23Эпӗ ҫапла тӑвӑп: Иудея хулисемпе Иерусалим таврашӗнче савӑнӑҫ сассипе хӗпӗртӳ сасси те, кӗрӳ каччӑ сассипе ҫураҫнӑ хӗр сасси те илтӗнмӗ, ҫак пӗтӗм ҫӗр ҫинче этем йӗрри те пулмӗ, тенӗ. 24Анчах эпир Санӑн сӑмахна итлемерӗмӗр, Вавилон патшишӗн ӗҫлес темерӗмӗр, Эсӗ вара Хӑвӑн пророк чурусем урлӑ каланӑ сӑмахна — пирӗн патшасенӗн шӑмми-шаккине, пирӗн аттемӗрсенӗн шӑмми-шаккине хӑйсен вырӑнӗнчен илсе тухасса каласа хунине — вырӑна кӳтӗн. 25Акӑ ӗнтӗ вӗсене кӑнтӑрлахи шӑрӑха, ҫӗрлехи сивве кӑларса пӑрахнӑ, вилессе те вӗсем усал чирсенчен, выҫлӑхран, хӗҫрен, килӗнчен хӑваласа янӑран вилнӗ. 26Израиль килӗпе Иудея килӗн усал ӗҫӗсемшӗн Эсӗ, паянхи пек, Хӑвӑн ятупа хисепленекен Ҫурта пӑрахса кайнӑ. 27Эй Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр, пире Моисей урлӑ каланӑ пек, Эсӗ пирӗн тӗлӗшрен питех те ырӑ кӑмӑллӑ пултӑн, пире питех те хӗрхентӗн, 28Хӑвӑн Моисей чуруна Израиль ывӑлӗсем валли Хӑвӑн саккунна ҫырма хушнӑ кун Эсӗ ун урлӑ ҫапла каланӑ: 29«Манӑн сӑмахӑма итлемесессӗн, Эпӗ вӗсене халӑхсем хушшине салатса ярӑп та, ҫак аслӑ та нумай йышлӑ халӑх вара вӗсем хушшинче кӗҫӗне юлӗ. 30Эпӗ вӗсем Мана итлемессе пӗлетӗп, мӗншӗн тесессӗн вӗсем — чурӑс халӑх; анчах хӑйсене куҫарса кайнӑ ҫӗр ҫинче вӗсем хӑйсен чӗрине тӑнлама пуҫлӗҫ, 31вара Эпӗ вӗсен Ҫӳлхуҫа Турри пулнине пӗлӗҫ. Эпӗ вӗсене чӗре парӑп та — ӑнланӗҫ, хӑлха парӑп та — илтӗҫ. 32Вара хӑйсене куҫарса кайнӑ ҫӗр ҫинче Мана аслӑлама тытӑнӗҫ, Манӑн ятӑма асӑнма пуҫлӗҫ, 33хӑйсен чурӑслӑхне, усал ӗҫӗсене пӑрахӗҫ: Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫылӑха кӗнӗ ашшӗсенӗн ҫулне аса илӗҫ. 34Вара Эпӗ вӗсенӗн ашшӗсене Авраама, Исаака, Иакова тупа туса хӑйсене пама пулнӑ ҫӗр ҫине тавӑрӑп та, вӗсем ӑна тытса тӑма тытӑнӗҫ; вӗсене йышлӑлантарӑп — ӗнтӗ сахалланмӗҫ. 35Эпӗ вӗсенӗн Турри пулӑп, вӗсем вара Манӑн халӑхӑм пулӗҫ тесе вӗсемпе ӗмӗрлӗхе халал хывӑп, Хамӑн Израиль халӑхне хӑйсене панӑ ҫӗршывран хӑваласа ямӑп» тенӗ.
Currently Selected:
Варух 2: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.

: