YouVersion Logo
Search Icon

Маккавейсен 3-мӗш кӗнеки 3

3
1Ҫакӑн ҫинчен пӗлсессӗн, йӗркесӗр патша урсах кайнӑ, Александрия хулинче пурӑннӑ иудейсене анчах мар тулхӑрнӑ, пӗтӗм ҫӗршывӗпех пурӑнакан иудейсене те хӑрушла курайманнине кӑтартса, вӑл пӗр тӑхтаса тӑмасӑр вӗсене пурне те пӗрле пухса мӑшкӑлтан та мӑшкӑл вилӗм аллине пама хушнӑ. 2Ку ӗҫе хатӗрленнӗ чухне, патша ҫапла хушнине кура, усал тума хӗтӗртекенсем иудей халӑхне хирӗҫле хаяр элек сарнӑ: вӗсем патша саккунне пурӑнӑҫлассинчен пӑрӑнса пурӑнаҫҫӗ, тенӗ. 3Чӑннипе вара, иудейсем патшасене ырӑ кӑмӑлпа йышӑннӑ, вӗсемшӗн яланах шанчӑклӑ тӑнӑ; анчах вӗсем Турра хисепленӗ, Унӑн саккунӗпе пурӑннӑ, ҫавӑнпа хӑш чухне вӗсенӗн пӗр-пӗр йӗркерен пӑрӑнни те, ӑна пачах пӑрахӑҫлани те пулкаланӑ. Ҫакна пула ӗнтӗ вӗсем хӑшӗсемшӗн тӑшман пек туйӑннӑ; ыттисем вара вӗсене, мӗн тӗрӗссине ырӑпа тунӑран, пурте кӑмӑлланӑ. 4Ҫак халӑхӑн пурӑнӑҫ йӗрки ырӑ пулнипе палӑрса тӑнӑ пулин те, ют йӑх ҫыннисем ҫакна нимӗн вырӑнне те хуман. Вӗсем ӗнтӗ уйрӑмлӑхне ҫеҫ — иудейсем Турра урӑхла хисепленине, ӗҫме-ҫиме тӗлӗшӗнчен урӑхла пулнине — асӑрханӑ: ку ҫынсем патшана та, патша лартнӑ пуҫлӑхсене те пӑхӑнмаҫҫӗ, вӗсем — кӗвӗҫ ҫынсем, патшалӑхӑн пысӑк тӑшманӗсем тесе, вӗсене юриех хурласа ҫӳренӗ. 5Хулара пурӑннӑ эллинсем, нихӑҫан та хӑйсене иудейсем кӳрентернине курманскерсем, ҫак ҫынсене хирӗҫ кӗтмен ҫӗртен пӑлхав ҫӗкленнине, вӗсене хирӗҫ сасартӑках темӗн чухлӗ халӑх пуҫтарӑннине курсассӑн, патша хушнине хирӗҫ каяйманнипе иудейсене пулӑшма пултарайман пулсассӑн та, вӗсене лӑплантарнӑ, вӗсемшӗн пӑшӑрханнӑ, ӗҫ-пуҫ улӑшӑнасса шанса тӑнӑ: 6ара, ҫавӑн чухлӗ халӑха, пӗр айӑпсӑр халӑха, нимӗн вырӑнне те хумасӑр тӑма юрамастех-ҫке. 7Ҫав хушӑрах иудейсен хӑш-пӗр кӳршисемпе тусӗсем тата вӗсемпе суту-илӳ тӑвакансем, вӗсене хӑшӗсене хӑйсем патне пытарса, вӗсене пулӑшма, мӗн май килнӗ таран хӳтӗлеме пулнӑ. 8Филопатор вара, вӑхӑтлӑх ӑнӑҫупа мӑнаҫланса кайса, аслӑран та аслӑ Туррӑн ирӗкӗ ҫинчен шухӑшлама пӗлмесӗр, малтанхи шухӑшӗнчен чакма шутламан, ҫапла тумах шухӑшланӑ, вӑл иудейсене хирӗҫ ҫакӑн пек ҫыру ҫырнӑ: 9«Птоломей Филопатор патша Египетра пурӑнакансене, вырӑнти ҫарпуҫсене тата ҫар ҫыннисене савӑнӑҫпа сывлӑх сунать. Эпӗ хам вара сывах, ӗҫсем те пирӗн ӑнса пыраҫҫӗ. 10Хамӑр пуҫарнипе Азие кайса ҫӳренӗ хыҫҫӑн, — кӗтмен ҫӗртен турӑсем пулӑшнипе тата хамӑрӑн вӑя кура ҫав ҫулҫӳрев, хамӑр шутланӑ пекех, телейлӗн вӗҫленнине эсир хӑвӑрах пӗлетӗр ӗнтӗ, — эпир Келе-Сирипе Финикийӑра пурӑнакан халӑхсене кӑрал вӑйӗпе мар, хӗрхенсе те чун-чӗререн юратса тытса тӑма шухӑшларӑмӑр. 11Ҫул ҫинчи хуласенче чӳк керменӗсене парне тулӑххӑн хыва-хыва, эпир Иерусалима ҫитрӗмӗр, хӑйсен ӑссӑрлӑхне нихӑҫан та пӑрахман ҫак юрӑхсӑр ҫынсен сӑваплӑ Ҫуртне те хисеп тӑвас терӗмӗр. 12Вӗсем пире сӑмахпа хаваслансах йышӑнчӗҫ, чӑннипе вара улталарӗҫ: эпир Турӑ Ҫуртне кӗме, ӑна хӑйне тивӗҫлӗ чи паха парнесемпе чыс тума тӑрсассӑн, вӗсем, хӑйсенӗн авалтанхи мӑнаҫлӑхӗпе каппайланса, пире кӗме чарчӗҫ, эпир вара пур ҫынна та юратнӑран вӗсене ирӗксӗрлемерӗмӗр. 13Пире епле курайманнине куҫкӗретех кӑтартса, ытти халӑхсем хушшинчен пӗр вӗсем анчах патшасене, хӑйсене ырӑ тӑвакансене ҫине тӑрсах хирӗҫ тӑраҫҫӗ, пӗр тӗрӗс ӗҫ те тӑвасшӑн мар. 14Эпир вара хамӑр ҫӗнтерсе таврӑннӑ чухне те, кунта Египетра та вӗсен ӑссӑрлӑхне каҫарса, халӑхсене пурне те ҫынна юратакан кӑмӑлпа хапӑл туса, мӗн тумаллине кирлӗ пек турӑмӑр. 15Эпир ӗнтӗ вӗсен йӑхташӗсем усал тунине асра тытмасӑр, ҫакӑн ҫинчен пурне те пӗлтерсе, улӑшӑнусем тума шухӑш тытрӑмӑр: вӗсем вӑрҫӑра пирӗншӗн хӗсметре тӑнӑран тата хамӑрӑн ҫемҫе кӑмӑлӑмӑра кура хӑйсене ӗлӗкех шанса панӑ питех те нумай ӗҫре ӗҫленӗрен эпир вӗсене Александрия ҫыннисен прависене те парасшӑнччӗ, яланхи чӳк йӑли-йӗркине те хутшӑнтарасшӑнччӗ. 16Вӗсем вара, ҫакна хӑйсемшӗн ирсӗрлӗх вырӑнне хурса, тата ҫуралассах усал кӑмӑллӑ ҫуралнипе ыррине йышӑнмасӑр, ялан начарри енне туртӑннӑран граждан правине, хаклӑран та хаклӑскерне, тиркерӗҫ анчах мар, пире таса чӗререн кӑмӑллакан йӑхташӗсенчен кӗретӗнех те, куҫ хыҫӗнче те йӗрӗнеҫҫӗ, вӗсем, тӑрлавсӑр пурӑнӑҫпа пурӑнакансем, яланах эпир хамӑр хунӑ йӗркесене кӗҫех пӑрахӑҫласса ӗмӗтленсе тӑраҫҫӗ. 17Ҫавӑнпа та эпир, вӗсем кирек хӑш самантра та пире хирӗҫ усал шухӑш тытнине пӗлсе ҫитсе, ҫапла хӑҫан та пулин хамӑра хирӗҫ сасартӑк пӑлхав ҫӗкленсессӗн, ҫак усал ҫынсем пире сутакансем, хаяр тӑшманӑмӑрсем пуласса малтанах курса тӑрса, 18ҫапла хушатпӑр: ҫак ҫырӑва илнӗ-илменех эпир асӑннӑ ҫынсене пур ҫӗртен те арӑмӗсемпе, ачисемпе пӗрле вӑйпах, асаплантара-асаплантарах, тимӗрлесе пирӗн патӑмӑра вӗлерме ӑсатмалла: вӗсем пек усал шухӑшлӑ ҫынсем пӗр шелсӗр те мӑшкӑл вилӗме тивӗҫлӗ. 19Вӗсене ҫапла пӗрре хаса парсассӑн, эпир шансах тӑратпӑр: пулас вӑхӑтра пирӗн патшалӑх ӗҫӗсем пӗтӗмпех майлашӑнса ҫитӗҫ, пирӗн чи лайӑх йӗрке пулӗ. 20Кам та кам иудейсене хӑшне те пулин — ваттине-и, вӗттине-и, кӑкӑр ачисем таранах — пытарса усрать, ҫавна пӗтӗм килӗпех пӗр хӗрхенмесӗр пӗтермелле. 21Кам та кам хӑшне те пулин тупса парать, ҫавӑ айӑплин еткер мулне тата патша хыснинчен икӗ пин драхма илет, ирӗке тухать, хисепре пулать. 22Пытанса пурӑнакан иудее тытнӑ кирек хӑш вырӑна та пуш-пушӑ туса хӑвармалла, ҫунтарса ямалла — ҫав вырӑн такамшӑн та ӗмӗр-ӗмӗрех ниме юрӑхсӑр пулмалла» тенӗ. Ҫыру шухӑшӗ ҫакӑн пек пулнӑ.

Highlight

Copy

Compare

Share

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in