Маккавейсен 3-мӗш кӗнеки 2
2
1Аслӑ священник Симон вара Турӑ Ҫурчӗ еннелле чӗркуҫленсе, аллисене ҫӳлелле ҫӗклесе, пӗтӗм чун-чӗререн йӑлӑнса ҫапла кӗлтунӑ: 2«Эй Ҫӳлхуҫамӑр, Ҫӳлхуҫамӑр, ҫӳлти Патшамӑр, мӗн пултарнийӗн Хуҫи, сӑваплисенчен Сӑвапли, пӗччен пуҫ пулса Пурне те Тытса Тӑракан! Пирӗн ҫине пӑхсамччӗ: пире Турра ӗненмен усал ҫын, хӑйӗн чӑрсӑрлӑхӗпе, вӑйӗпе мӑнаҫланаканскер, пусмӑрлать. 3Эсӗ пурне те пултарнӑ, пурне те йӗркелесе тӑратӑн, Эсӗ — тӳрӗ Патша: чӑрсӑрланса та хӑйне асла хурса мӗн те пулин тӑвакансене Эсӗ сут тӑватӑн. 4Тахӑҫан Эсӗ йӗркесӗр ӗҫ тӑвакансене пӗтернӗ, вӗсем хушшинче вӑйпа чӑрсӑрлӑха шанса тӑнӑ улӑпсем те пулнӑ, Эсӗ вӗсем ҫине виҫесӗр нумай шыв янӑ. 5Эсӗ Содом ҫыннисене — мӑнаҫланса пурӑннӑскерсене, куҫ кӗретӗнех усал туса тӑнӑскерсене — вутпа та кӳкӗртпе ҫунтарса янӑ, ҫакна пулас ӑрусем пӗлсе тӑмалла тунӑ. 6Чӑрсӑр фараона, Хӑвӑн сӑваплӑ халӑхна Израиле чуралантарнӑскере, Эсӗ нумай та тӗрлӗрен асап кӑтартса Хӑвӑн ирӗкне, Хӑвӑн аслӑ хӑватна кӑтартнӑ. 7Халӑхна фараон хыҫалтан хӑваласа кайсассӑн, Эсӗ ӑна ҫар ураписемпе, йышлӑ халӑхӗпе пӗрле тарӑн тинӗсе путарнӑ, Хӑвна — мӗн пултарнийӗн Патшине — шанса тӑнисене вара Эсӗ тӗрӗс-тӗкел илсе каҫнӑ, вӗсем ӗнтӗ Санӑн аллун ӗҫӗсене курса Сана, Пурне те Тытса Тӑракана, мухтавланӑ. 8Эсӗ — вӗҫсӗр-хӗрсӗр, виҫсе тухма ҫук ҫӗре пултарнӑ Патша, нимӗн ҫитменнине те пӗлменскерӗ — ҫакӑ хулана суйласа илнӗ, Хӑвӑн мухтавушӑн ҫакӑ вырӑна тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ, ҫавӑнта тӗлӗнмелле чаплӑн курӑнса, Эсӗ ӑна мухтава кӑларнӑ, ҫапла Хӑвӑн аслӑ та хисепе тивӗҫлӗ ятна мухтавлӑ тунӑ. 9Эпир хамӑра инкек килсе ҫапас пулсан, пусмӑр хупӑрлас пулсан ҫак вырӑна килсе кӗлтусассӑн, Эсӗ Израиль килне юратнӑран пирӗн кӗлле илтме сӑмах панӑ. 10Эсӗ шанчӑклӑ, Эсӗ тӳрӗ, пирӗн аттемӗрсем йывӑрлӑха кӗрсе ӳксен, Эсӗ вӗсене хӗн-асап тӳснӗ чухне нумай хутчен пулӑшнӑ, вӗсене пысӑк хӑрушлӑхсенчен хӑтарнӑ. 11Эй Сӑваплӑ Патшамӑр, эпир те акӑ хамӑрӑн нумай та пысӑк ҫылӑхӑмӑрсемшӗн хӗн куратпӑр, эпир — хамӑр тӑшман аллинче, ӗнтӗ асап курса халтан кайрӑмӑр. 12Эпир ҫапла пӗтсе ҫитнӗ вӑхӑтра ҫак пуҫтах усал ҫын ҫӗр ҫинче Санӑн мухтавлӑ ятна халалланӑ ҫак сӑваплӑ вырӑна мӑшкӑллама сӗмсӗрленет. 13Санӑн килӳ, тӳпенӗн тӳпи, ҫынсем ҫитейми ҫӳлте, Эсӗ вара Хӑвӑн халӑхна, Израиле, Хӑвӑн мухтавна кӑтартма кӑмӑл туса ҫак вырӑна тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ. 14Пире вӗсен тасамарлӑхӗшӗн ан тавӑрсамччӗ, пире вӗсен ирсӗрлӗхӗ урлӑ хаса ан парсамччӗ: йӗркесӗр ҫынсем хӑйсен ӑшӗнче ан мухтанайччӑр, хӑйсен чӗлхине каппайчӑклӑн ирӗке ярса, эпир сӑваплӑ Ҫурта ирсӗрлӗх ҫурчӗсене таптанӑ пекех таптарӑмӑр тесе хӗпӗртесе ан савӑнайччӑр. 15Пирӗн ҫылӑхӑмӑрсене ҫӗтерсемччӗ, пирӗн тӗрӗс мар ӗҫӗмӗрсене каҫарсамччӗ, ҫак сехетре Хӑвӑн ырӑлӑхна кӑтартсамччӗ — Санӑн ырӑлӑхусем хӑвӑртрах ҫитӗҫинччӗҫ. Хавшаса ӳкнисем, хуйхӑллӑ чӗреллисем ҫӗкленччӗр те ҫакӑншӑн Сана мухтаччӑр, тенӗ Симон. 16Вара пурне те курса тӑракан Турӑ, сӑваплисенчен пуринчен те Сӑваплӑраххи, йӑвашлӑх кӗллине илтсе, вӑйӗпе те чӑрсӑрлӑхӗпе мӑнаҫланакана пырса ҫапнӑ: хӑмӑша ҫил суллантарнӑ пек, ӑна унталла-кунталла силленӗ, ҫапла лешӗ, алли-ури вӑйӗ пӗтсе килнӗскер, ҫӗр ҫинче пӗр хускалмасӑр выртаканскер, хӑйне тӳрӗ сут ҫитнипе сасӑ пама та пултарайман. 17Вара унӑн тусӗсемпе сыхлавҫисем, кӗтмен ҫӗртен килсе ҫапнӑ йывӑр асапа курса тата вӑл вилсе каясран та шикленсе, хӑйсем те ҫав тери хӑраса ӳкнӗскерсем, ӑна унтан васкасах йӑтса тухнӑ. 18Кӑштах вӑхӑт иртнӗ хыҫҫӑн, хаса тӳссе тӑна кӗрсессӗн, вӑл пӗрех нимӗн чухлӗ те ӳкӗнмен, хаяррӑн юнаса тухса кайнӑ.
19Египета таврӑнсассӑн, усаллӑхӗн ӗҫне татах нумайлатса, маларах асӑннӑ ҫынсемпе, хӑйпе пӗрле ӗҫкӗ-ҫикӗне хутшӑнакансемпе, тата тӗрӗслӗхе пуҫӗпех маннӑ тусӗсемпе пӗрле пӗр вӗҫӗм ӗҫкӗре чарусӑр асни-иртӗнни анчах мар, виҫесӗр чӑрсӑрланса ҫитсе, вӑл унта иудейсене ылханса пӗтернӗ; патшине кура тусӗсем те чылайӑшӗ унӑн еккине килтерсе пынӑ. 20Юлашкинчен вӑл иудейсене пӗтӗм халӑх умӗнче мӑшкӑл кӑтартма шухӑш тунӑ, вара хӑй керменӗн пашнине чул кӗртсе лартнӑ, чулӗ ҫине ҫапла ҫыртарнӑ: «кам парне илсе килмест, ҫавӑн хӑйсен сӑваплӑ вырӑнӗсене кӗме юрамасть; иудейсене вара пурне те хура халӑх йышне кӗртсе ҫырса тухмалла, вӗсене чура шутне кӗртмелле; хирӗҫ тӑракансене вара пусахласах тытса вилӗм аллине памалла; 21шута илсе тухнисенне ӳчӗ ҫине Дионис паллине — сырлан хӑва ҫулҫине — ӗнтсе тӑмха ҫапмалла, вара вӗсене, прависене хӗссе, вӗсем валли палӑртса хунӑ вырӑна ямалла» тенӗ. 22Анчах патша, пурте курайман ҫын пулас марччӗ тесе, ҫырни ҫумне ҫапла хушса хунӑ: вӗсенчен кам та кам вырӑнти тӗн йӑлипе пурӑнас тет, ҫавна Александрия ҫыннийӗсемпе тан права памалла, тенӗ. 23Ҫавӑнпа хӑшӗ-пӗри, Александрия ҫыннисемпе тан пулас тесе, ашшӗсен Туррине юрӑхлӑн пурӑнас йӗркене пӑрахнӑ, патшапа хутшӑнса ӳлӗмрен аслӑ мухтава тивӗҫес пек, васкасах ют йӑла-йӗркене йышӑннӑ. 24Анчах та ытларахӑшӗ, чун-чӗрине ҫирӗплетсе, Турра юрӑхлӑн пурӑнас йӗркерен хӑпман; пулӑшу ҫитессе ырӑпа ӗмӗтленсе, вӗсем хӑйсен пурӑнӑҫӗшӗн укҫа панӑ, хӑйсене шута илсе ҫырассинчен пӗр шикленмесӗр хӑтӑлма тӑрӑшнӑ, хӑпса кайнисенчен пӑрӑннӑ, вӗсене хӑйсен халӑхӗн тӑшманӗ вырӑнне хунӑ, вӗсемпе пачах та хутшӑнмасӑр, туслӑ ҫыхӑну тытмасӑр пурӑннӑ.
Currently Selected:
Маккавейсен 3-мӗш кӗнеки 2: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.