YouVersion Logo
Search Icon

Тимофей патне 2-мӗш ҫыру 3

3
1Пӗлсех тӑр: юлашки кунсенче йывӑр самана ҫитӗ: 2ҫынсем хӑйсене юратакан, укҫана хапсӑнакан, мӑнаҫланакан, хӑйсене пысӑка хуракан, хурласа калаҫакан пулӗҫ, ашшӗ-амӑшне пӑхӑнмӗҫ, пархатарсӑр, йӗркесӗр пулӗҫ, пӗр-пӗрне юратмӗҫ, 3килӗштереймӗҫ, элеклӗҫ, чарусӑр, хытӑ кӑмӑллӑ, ырра юратми пулӗҫ, 4сутӑнчӑкла хӑтланӗҫ, намӑса пӗлмӗҫ, каппайланӗҫ, Турра юратассинчен ытла киленӗҫе юратӗҫ, 5ҫиелтен пӑхма тӳрӗ ҫынсем пек курӑнӗҫ те — хӑйсем вара тӳрӗлӗхрен хӑпӗҫ. Ҫавӑн пеккисенчен пӑрӑн. 6Ун йышши ҫынсем тӗрлӗ ирсӗр шухӑш хыҫҫӑн кайса, ҫылӑх ӑшне путнӑ хӗрарӑмсенӗн килӗсене вӑрттӑн кӗрсе вӗсене улталаҫҫӗ — 7ҫав хӗрарӑмсем ӗнтӗ яланах вӗренеҫҫӗ, нихӑҫан та чӑнлӑха пӗлсе ҫитме пултараймаҫҫӗ. 8Ианний тата Иамврий Моисее хирӗҫ тӑнӑ пек, ҫав ҫынсем те чӑнлӑха хирӗҫ пыраҫҫӗ — ӗнтӗ вӗсенӗн ӑсӗ пӑсӑлнӑ, вӗсем чӑн тӗне пӗлмеҫҫӗ. 9Анчах вӗсенӗн ӗҫӗ нумайчченех ӑнса пыраймӗ: вӗсен ӑссӑрлӑхӗ те леш ҫынсенни пекех пурне те паллӑ пулӗ. 10Эсӗ вара вӗрентессӳпе те, пурӑнӑҫупа та, кӑмӑлупа та, ӗненӳпе те, ырӑ чунупа та, юратупа та, асапсене мӗнле тӳсесси тӗлӗшпе те ман пек пултӑн; 11Антиохире, Иконире тата Листрӑра мана епле хӗсӗрленине, асаплантарнине эсӗ пӗлетӗн — эпӗ ҫавна пурне те тӳссе ирттертӗм, Ҫӳлхуҫа мана пуринчен те хӑтарчӗ. 12Христос Иисуса ӗненсе, тӳрӗ пурӑнас теекенсене пурне те ҫавӑн пек хӗсӗрлӗҫ. 13Усал ҫынсемпе ултавҫӑсенӗн усал ӗҫӗсем ӑнса пырӗҫ, вӗсем аташса пурӑнӗҫ, ыттисене те аташтарӗҫ. 14Хӑвна кам вӗрентнине пӗлсе, хӑвна мӗн вӗрентнинчен, хӑвна мӗн шанса панинчен ан тух; 15тата эсӗ мӗн ачаранах Турӑ Ҫырӑвне пӗлсе тӑратӑн; Христос Иисуса ӗненсе ҫӑлӑнмашкӑн ҫав Ҫыру сана ӑслӑлантарса ҫитерӗ. 16Турӑ Ҫырӑвне пӗтӗмпех Турӑ Сывлӑшӗ пӗлтернипе ҫырнӑ; вӑл усӑллӑ: вӑл вӗрентет, питлет, тӳрлетет, тӳрӗ пурӑнма ӳкӗтлет, 17вара Турӑ ҫынни, пӗтӗмпех ырӑ пулса, кирек мӗнле ырӑ ӗҫ тума та хатӗрленсе ҫитет.

Highlight

Copy

Compare

Share

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in