YouVersion Logo
Search Icon

Тимофей патне 2-мӗш ҫыру 2

2
1Эй ывӑлӑм, ӗнтӗ Христос Иисус тивлечӗпе тӗреклӗленсе пыр. 2Ху манран нумай ҫын умӗнче илтнине шанчӑклӑ ҫынсене каласа пар, вӗсем ыттисене те вӗрентме пултарччӑр. 3Ҫапла ӗнтӗ Иисус Христосӑн шанчӑклӑ ҫар ҫынни пулса асапсене тӳс. 4Ҫар ҫынни, хӑйне ҫара чӗнсе илнӗскерне юрас тесессӗн, кулленхи ӗҫ-хӗлпе ҫыхланмасть. 5Кӗрешӳҫӗ, йӗркене пӑхӑнмасӑр кӗрешсессӗн, парне илеймӗ. 6Тӑрӑшса ҫӗр ӗҫлекен ҫын ӗнтӗ ҫитӗнтернӗ ҫимӗҫне чи малтан хӑй астивме тивӗҫлӗ. 7Эпӗ мӗн калани ҫинчен шухӑшла. Ҫӳлхуҫа сана пурне те ӑнланма пулӑштӑр.
8Давид йӑхӗнчен тухнӑ, вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ Иисус Христос Ҫӳлхуҫана яланах асӑнта тыт; эпӗ пӗлтерекен Ырӑ Хыпар ҫакӑ ӗнтӗ вӑл. 9Эпӗ уншӑн асап та тӳсетӗп: ӗнтӗ мана, усал тӑвакана асаплантарнӑ пек, тимӗрлесех лартаҫҫӗ; анчах Турӑ сӑмахне тимӗрлеме ҫук. 10Суйласа илнисемшӗн эпӗ ҫавӑнпа пурне те тӳсетӗп: вӗсем те Христос Иисус урлӑ ҫӑлӑнччӑр, ӗмӗрлӗх мухтав илччӗр тетӗп. 11Ҫакӑ тӗрӗс сӑмах: эпир Унпа пӗрле вилнӗ пулсассӑн — Унпа пӗрлех чӗрӗлсе тӑрӑпӑр; 12чӑтатпӑр пулсассӑн — Унпа пӗрлех патшара ларӑпӑр; эпир Унран тунсассӑн, Вӑл та пирӗнтен тунӗ; 13эпир шанчӑклӑ мар пулсан та, Вӑл — шанчӑклӑ: Вӑл Хӑйӗнчен Хӑй тунаймасть.
14Ӗненекенсене ҫакна астутар, вӗсене Ҫӳлхуҫа умӗнче тархасла: тавлашу ан хускатчӑр — вӑл пачах та усса пымасть, итлесе тӑракансене пӑсать ҫеҫ. 15Турӑ умӗнче юрӑхлӑ ҫын, хӑвӑн ӗҫӳнтен вӑтанмасӑр, чӑнлӑх сӑмахне тӗрӗс ӑнлантарса вӗрентекен пулма тӑрӑш. 16Юрӑхсӑр пушӑ сӑмах калаҫассинчен аякка тар; унсӑрӑн итлесе тӑракансем пӑсӑлнӑҫемӗн пӑсӑлса пырӗҫ, 17вӗсем вӗрентни ҫиен чир пек арасланса пырӗ. Именейпе Филит ҫавӑн пек ҫынсем: 18чӗрӗлсе тӑрасси пулса иртнӗ ӗнтӗ тесе, вӗсем чӑнлӑхран пӑрӑнчӗҫ, ҫапла хӑш-пӗр ҫынсенӗн ӗненнине пӗтереҫҫӗ. 19Турӑ хывнӑ никӗс пӗрех тӗреклӗ: вӑл ҫирӗп тӑрать, ун ҫине «Ҫӳлхуҫа Хӑйӗннисене пӗлет» тата «Ҫӳлхуҫа ятне асӑнакан кирек кам та мӗн усаллинчен аякра тӑтӑр» тесе пичет пуснӑ. 20Пысӑк ҫуртра ылтӑн савӑтсемпе кӗмӗл савӑтсем ҫеҫ пулмаҫҫӗ, йывӑҫ савӑтсемпе тӑм савӑтсем те пулаҫҫӗ; хӑшне чаплӑ ҫӗрте тыткалаҫҫӗ, хӑшне ӑҫта килчӗ унта тыткалаҫҫӗ. 21Ҫапла ӗнтӗ, кам таса пулӗ, ҫавӑ чаплӑ савӑт — кирлӗ вӑхӑтра Хуҫа тыткалакан таса савӑт, пур ырӑ ӗҫе те юрӑхлӑ савӑт — пулӗ. 22Ҫамрӑк кӑмӑл хыҫҫӑн каяссинчен пӑрӑн: Ҫӳлхуҫана таса чун-чӗрепе пуҫҫапакансемпе пӗрле тӳрӗлӗх, ӗненӳ, юрату, канӑҫлӑх шыра. 23Ухмахланса, пӗлмесӗр тавлашассинчен пӑрӑн, ку вӑл вӑрҫӑ кӑларать, ҫавна пӗлсех тӑр; 24Ҫӳлхуҫа чурийӗн хирӗҫес пулмасть, унӑн пуринпе те ӑшӑ кӑмӑллӑ пулмалла, унӑн чӑтӑмлӑн вӗрентме пӗлмелле, 25-26хирӗҫ пыракансене те йӑвашшӑн ӳкӗтлемелле — тен, Турӑ вӗсене ӳкӗнтерсе чӑнлӑха пӗлмелле тӑвӗ, вара вӗсем хӑйсене пӑхӑнтарнӑ шуйттан танатинчен хӑтӑлӗччӗҫ.

Highlight

Copy

Compare

Share

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in