YouVersion Logo
Search Icon

Тимофей патне 2-мӗш ҫыру 4

4
1Ҫапла ӗнтӗ сана Турӑ умӗнче тата вилнисене те, чӗррисене те сут тума Патша пек килес Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр умӗнче хистесе калатӑп: 2Турӑ Сӑмахне нихӑҫан та нихӑш вӑхӑтра та вӗрентме ан чарӑн: питле, асӑрхаттар, тем тӗрлӗ вӑрах тӳсӗмлӗ пулса ӳкӗтле. 3Вӑхӑт ҫитӗ: ҫынсем тӗрӗс вӗрентнине йышӑнми пулӗҫ, хӑйсенӗн еккипе, хӑйсем валли йӑпӑлти вӗрентекенсене суйласа илӗҫ, 4чӑнлӑха тӑнламӗҫ, халапсен енне сулӑнӗҫ. 5Эсӗ пур тӗлӗшпе те сыхӑ пул, хӗн-хура тӳс, Ырӑ Хыпара сараканӑн ӗҫне малаллах ту, хӑвӑн ӗҫне туллин тусах пыр.
6Ӗнтӗ манӑн пурӑнӑҫӑм — Турра кӳрекен парне, манӑн каяс вӑхӑт ҫитрӗ. 7Эпӗ тӑрӑшса ырӑ ӗҫ туса пурӑнтӑм, пурӑнӑҫ чуппине вӗҫлерӗм, чӑн тӗне пӑрахмарӑм. 8Халӗ ӗнтӗ ман валли тӳрӗлӗх пуҫкӑшӑльне хатӗрлеҫҫӗ — ӑна мана Ҫӳлхуҫа, тӗрӗс Тӳре, Хӑй килес кун парӗ; мана анчах мар, Хӑй килессе юратса тӑракансене те пурне те парӗ.
9Часрах ман патӑма килме тӑрӑш. 10Димас хальхи тӗнчене юратнипе мана пӑрахса Фессалоникӑна кайрӗ, Крискент — Галатие, Тит Далматие кайрӗ; манпа пӗрле пӗр Лука ҫеҫ юлчӗ. 11Марка хӑвпа пӗрле илсе кил: вӑл мана ӗҫ тума кирлӗ. 12Тихика эпӗ Эфеса ятӑм. 13Килнӗ чухне манӑн фелоне илсе кил — эпӗ ӑна Троадӑра Карп патне хӑвартӑм; тата кӗнекесене, пуринчен ытла сӑран ҫине ҫырнисене, илсе кил. 14Александр пӑхӑрҫӑ мана нумай усал турӗ. Ӗҫне кура Ҫӳлхуҫа тавӑртӑрах ӑна! 15Унран эсӗ те сыхлан: вӑл пирӗн сӑмаха хирӗҫ вирлӗн тӑчӗ.
16Сутра пӗрремӗш хут пулнӑ чухне манпа пӗрле никам та пулмарӗ — мана пурте пӑрахрӗҫ. Вӗсем уншӑн айӑпа ан юлччӑрччӗ! 17Ырӑ Хыпар ман урлӑ тӗреклӗленсе ҫиттӗр, ӑна суя тӗнлисем пурте илтчӗр тесе, мана Ҫӳлхуҫа килсе тӗрек пачӗ; эпӗ вара арӑслан ҫӑварӗнчен хӑтӑлтӑм. 18Ҫӳлхуҫа мана пур усал ӗҫрен те хӑтарӗ, Хӑйӗн Ҫӳлти Патшалӑхне кӗртме упраса хӑварӗ. Ӑна ӗмӗр-ӗмӗрех мухтав пултӑр. Аминь.
19Прискиллӑпа Акилӑна тата Онисифор кил-йышне салам кала. 20Ераст Коринфа юлчӗ; чирлесе ӳкнӗ Трофима эпӗ Милитра хӑвартӑм. 21Эсӗ хӗле кӗриччен килме тӑрӑш. Сана Еввул та, Пуд та, Лин та, Клавдия та, пур тӑван та салам яраҫҫӗ.
22Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр санӑн сывлӑшупа пӗрле пултӑр. Сире тивлет пултӑр. Аминь.

Highlight

Copy

Compare

Share

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in