Тимофей патне 2-мӗш ҫыру 1
1
1Павел, — Турӑ ирӗкӗпе Христос Иисус урлӑ пама пулнӑ пурӑнӑҫ ҫинчен вӗрентме Иисус Христос апостолӗ пулнӑскер, — 2савнӑ Тимофей ывӑлӑма: Атте Туррӑмӑртан тата Христос Иисус Ҫӳлхуҫамӑртан тивлет, ырӑлӑх, канӑҫлӑх пултӑр.
3Хамӑн кӗллӗмсенче яланах, — кӑнтӑрла та, ҫӗрле те, — сана аса илнӗ чухне Турра тав тӑватӑп, эпӗ Ӑна, аттемӗрсем пек, таса чун-чӗререн ӗҫлесе тӑратӑп, 4санӑн куҫҫульне аса илетӗп те — манӑн ҫав тери сана курас килет, вара темӗн тӗрлӗ савӑнӑттӑм. 5Эсӗ чунтан-вартан ӗненнине аса илетӗп, ӗлӗк санӑн асаннӳ Лоида тата санӑн аннӳ Евника ҫапла чунтан-вартан ӗненетчӗҫ; эсӗ те ҫаплах ӗненетӗн пулӗ тесе шанса тӑратӑп. 6Ҫавӑнпа эпӗ сана ҫакна астутарасшӑн: хам алӑ хунипе Турӑран илнӗ хастарӑн ҫулӑмне сӳнме ан пар. 7Турӑ пире хӑравҫӑлӑх сывлӑшне паман, вӑй-хӑват сывлӑшне, юрату тата ҫирӗп ӑстӑн сывлӑшне панӑ. 8Ҫавӑнпа ӗнтӗ Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр ҫинчен Ырӑ Хыпар пӗлтермешкӗн ан вӑтан: эпӗ, Унӑн ҫынни, тӗрмене ларнӑшӑн та ан вӑтан; ман пекех Турӑ вӑйне шанса, манпа пӗрле Ырӑ Хыпаршӑн асаплан. 9Турӑ пире ҫӑлнӑ, тасалма чӗннӗ, пирӗн ӗҫӗмӗрсене кура чӗнмен, Хӑй кӑмӑл тунипе тата ӗмӗрхи вӑхӑтсенчен малтанах пире Иисус Христос урлӑ панӑ тивлетне кура чӗннӗ. 10Халӗ ҫав тивлет Иисус Христос Ҫӑлаканӑмӑр килсен паллӑ пулчӗ: Вӑл вилӗме пӗтерчӗ, Ырӑ Хыпар урлӑ пурӑнӑҫпа вилӗмсӗрлӗх кӳчӗ; 11мана ҫав Ырӑ Хыпара пӗлтерекен апостол тунӑ, суя тӗнлисене вӗрентме хушнӑ. 12Эпӗ ҫавӑнпа ҫапла асапланатӑп та. Анчах эпӗ вӑтанмастӑп, мӗншӗн тесессӗн хам Кама ӗненнине пӗлетӗп; тата хама шанса панине Вӑл ҫав кун ҫитиччен шанчӑклӑ упрасса шансах тӑратӑп. 13Ху манран мӗн илтнине тӗрӗс вӗрентӗвӗн тӗслӗхӗ вырӑнне хурса, Христос Иисуса юрӑхлӑ ӗненсе, Ӑна юрӑхлӑ юратса ҫавӑн пек вӗрент. 14Хӑвна шанса панине хамӑр ӑшра пурӑнакан Таса Сывлӑш пулӑшнипе сыхӑ усра.
15Асийӑрисем мана пурте пӑрахнине эсӗ пӗлетӗн; Фигелпа Ермоген та ҫав йышрах. 16Онисифор килне Ҫӳлхуҫа ырӑлӑх патӑрах — вӑл мана темиҫе хут та лӑплантарчӗ; эпӗ тӗрмере ларнинчен вӑтанмарӗ. 17Рима пырсан, вӑл мана темӗн тӗрлӗ тӑрӑшса шыраса тупрӗ. 18Ҫӳлхуҫа Хӑй килес кун ӑна Хӑйӗн ырӑлӑхне патӑрччӗ; вӑл мана Эфесра мӗнле пулӑшса тӑнине эсӗ лайӑх пӗлетӗн.
Currently Selected:
Тимофей патне 2-мӗш ҫыру 1: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.

: