YouVersion Logo
Search Icon

Фессалоника ҫыннисене 2-мӗш ҫыру 3

3
1Эй тӑвансем, ҫавӑнпа ӗнтӗ пирӗншӗн кӗлтӑвӑр: Ҫӳлхуҫа сӑмахӗ хӑвӑр патӑрти пекех сарӑлтӑр, мухтава тухтӑр; 2киревсӗр ҫынсенчен, усал ҫынсенчен пирӗн хӑтӑлмалла пултӑрччӗ, мӗншӗн тесессӗн пуртех ӗненмеҫҫӗ. 3Ҫӳлхуҫа шанчӑклӑ, Вӑл сире тӗреклӗ тӑвӗ, усалтан сыхлӗ. 4Эпир хӑвӑра мӗн хушнине эсир Ҫӳлхуҫа пулӑшнипе унччен мӗнле пурӑнӑҫласа пынӑ, малашне те ҫаплах пурӑнӑҫласса шансах тӑратпӑр. 5Ҫӳлхуҫа сирӗн чӗрӗре Турӑ юратӑвӗ енне, Христос тӳсӗмлӗхӗ енне ҫавӑртӑр.
6Эй тӑвансем, эпир сире Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр ячӗпе хистесех калатпӑр: вӑхӑтне ӗҫсӗр ирттерекен, эпир вӗрентнӗ пек пурӑнман тӑвансенчен аякра тӑрӑр. 7Эсир хӑвӑр та пӗлетӗр, сирӗн пирӗнтен тӗслӗх илмелле: эпир сирӗн патӑрта ӗҫсӗр пурӑнмарӑмӑр, 8никам патӗнче те ҫӑкӑр ахаль ҫимерӗмӗр; сире никама та йывӑрлӑх кӳрес марччӗ тесе, эпир кунӗн-ҫӗрӗн тӑрӑшса ӗҫлерӗмӗр — 9эпир ҫакна пирӗн сирӗнтен пулӑшу ыйтма тивӗҫ ҫуккипе туман, сире тӗслӗх кӑтартас тесе, пирӗнтен курса вӗренччӗр тесе тунӑ. 10Хӑвӑр патӑрта чухне эпир сире: «ӗҫлес мар теекен ан ҫитӗр те» теттӗмӗр. 11Эпир ӗнтӗ ҫакна илтрӗмӗр: ҫапах та сирӗн хушшӑрта хӑшӗ-пӗрисем йӗркесӗр пурӑнаҫҫӗ иккен, хӑйсем нимӗн те тумаҫҫӗ, хӑйсем пур ӗҫе те пуҫне чикеҫҫӗ тет. 12Ун пеккисене Иисус Христос Ҫӳлхуҫа ячӗпе ӳкӗтлесе, хытарсах калатпӑр: вӗсем пӗр шавламасӑр ӗҫлесе хӑйсен ҫӑкӑрне ҫиччӗр. 13Эй тӑвансем, эсир вара малашне те ӗшенме пӗлмесӗр ырӑ туса пурӑнӑр. 14Кам та пулин эпир ҫак ҫырура мӗн ҫырнине итлемесен, эсир ӑна астуса тӑрӑр та, ӑна вӑтантармашкӑн, унпа ан хутшӑнӑр; 15ҫавах та ӑна тӑшман вырӑнне ан хурӑр, ӑна тӑван вырӑнне хурса ӑса кӗртме тӑрӑшӑр. 16Канӑҫлӑх паракан Ҫӳлхуҫа кирек хӑҫан та, пур ӗҫре те сире Хӑй канӑҫлӑх патӑр. Сирӗнпе пуринпе те Ҫӳлхуҫа пултӑр!
17Эпӗ, Павел, сире хам аллӑмпа салам ҫырса яратӑп, манӑн пур ҫырӑвӑм та ҫавӑнтан паллӑ; эпӗ ҫапла ҫыратӑп: 18сире пурсӑра та Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр тивлечӗ пултӑр. Аминь.

Highlight

Copy

Compare

Share

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in

Video for Фессалоника ҫыннисене 2-мӗш ҫыру 3