YouVersion Logo
Search Icon

Тимофей патне 1-мӗш ҫыру 1

1
1Павел — хамӑра Ҫӑлакан Турӑ тата пире шанчӑк паракан Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр хушнипе Иисус Христос апостолӗ пулнӑскер — 2ӗненсе чӑн ывӑлӑм пулнӑ Тимофее: Атте Туррӑмӑртан тата Христос Иисус Ҫӳлхуҫамӑртан тивлет, ырӑлӑх, канӑҫлӑх пултӑр.
3Македоние кайнӑ чухне эпӗ сана Эфеса юлса хӑш-пӗрисене вӗсем урӑхла вӗрентме чарӑнччӑр, халапсемпе, 4вӗҫне-хӗрне тупма ҫук йӑх-кӑк тымарӗпе ан аппаланччӑр тесе хистесех калама хушса хӑварсаттӑм — ун пекки вӑл Турра ӗненме вӗрентес вырӑнне тавлашу ҫеҫ кӑларать. 5Ҫав хистевӗн тӗллевӗ — таса чӗререн юратма вӗрентесси, ырӑ кӑмӑлтан, чӑннипе ӗненсе юратма вӗрентесси. 6Хӑшӗ-пӗрисем ҫапла вӗрентессинчен пӑрӑнчӗҫ те пуш сӑмах енне сулӑнчӗҫ: 7вӗсем саккун вӗрентекенсем пуласшӑн, анчах хӑйсем мӗн ҫинчен каланине, мӗне вӗрентесшӗн тӑрӑшнине хӑйсем те ӑнланмаҫҫӗ. 8Эпир ҫакна пӗлетпӗр: саккунпа тӗрӗс усӑ курсассӑн, вӑл ырӑ; 9ҫакна пӗлмелле: саккуна тӳрӗ ҫынсем валли кӑларман, ӑна йӗркесӗррисемпе пӑхӑнманнисемшӗн, усаллисемпе ҫылӑхлисемшӗн, Турра хисеплеменшӗн, Ӑна халалланине ирсӗрлетекенсемшӗн, ашшӗ-амӑшне вӗлерекенсемшӗн, ҫынвӗлеренсемшӗн, 10аскӑнланса пурӑнакансемшӗн, арпа ар асакансемшӗн, ҫынна чуралӑха сутма вӑрлакансемшӗн, элекҫӗсемшӗн, выльӑхпа асакансемшӗн, суеҫӗсемшӗн, тупа тунине пӑсакансемшӗн, тӗрӗс вӗрентӗве хирӗҫ пыракансемшӗн кӑларнӑ. 11Тӗрӗс вӗрентни вӑл — мухтавлӑ Туррӑн мана шанса сарма хушнӑ Ырӑ Хыпарӗ.
12Тавах хама вӑй панӑ Христос Иисус Ҫӳлхуҫамӑра: Вӑл мана шанчӑклӑ ҫын вырӑнне хурса Хӑйне ӗҫлесе тӑраканӗ турӗ. 13Эпӗ унччен хурлакан, хӗсӗрлекен усал ҫынччӗ; эпӗ пӗлменнипе, ӗненменнипе ҫапла тунӑ, ҫавӑнпа Вӑл мана каҫарчӗ. 14Мана Ҫӳлхуҫамӑрӑн виҫесӗр тивлечӗ ҫитрӗ те, эпӗ Христос Иисус урлӑ юратупа ӗненӳ тупрӑм. 15Акӑ тӗрӗс сӑмах, ӑна кирек кам та йышӑнмалла: Христос Иисус тӗнчене ҫылӑхлӑ ҫынсене ҫӑлма килнӗ, ҫав ҫылӑхлисенчен чи айӑпли — эпӗ. 16Мана — чи ҫылӑхлӑ ҫынна — каҫарса, Иисус Христос Хӑй мӗн тери вӑрах тӳсӗмлӗ пулнине кӑтартса пачӗ, ку ӗнтӗ Хӑйне ӗненес, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ тупас ҫынсене тӗслӗх кӑтартниех пулнӑ. 17Ӗмӗрсенӗн вилӗмсӗр, курӑнми Патшине, пӗртен-пӗр аслӑ Турра ӗмӗр-ӗмӗрех хисеплемелле, мухтамалла пултӑр. Аминь.
18Эй Тимофей ывӑлӑм, тахӑҫан сан ҫинчен пророкла каланипе килӗшӳллӗн, сана ҫапла канаш паратӑп: эсӗ ҫав сӑмахсемпе шайлашуллӑн хастар ҫар ҫынни пек кӗреш, 19хӑв ӗненни тата таса чун-чӗреллӗ пулни пулӑшса пытӑр сана, хӑшӗсем таса чун-чӗререн пӑрӑнчӗҫ те, вӗсен ӗненесси те арканчӗ; 20Именейпе Александр ҫапла пулчӗҫ. Турра хурлама пӑрахчӑр тесе, эпӗ вӗсене шуйттан аллине патӑм.

Highlight

Copy

Compare

Share

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in

Videos for Тимофей патне 1-мӗш ҫыру 1