Ездрӑн 3-мӗш кӗнеки 13
13
1Ку ҫичӗ кун хыҫҫӑн пулчӗ, эпӗ ҫӗрле тӗлӗк куртӑм: 2акӑ тинӗсрен ҫил ҫӗкленчӗ, унӑн хумӗсене пӑлхатма пуҫларӗ. 3Эпӗ ҫакна куртӑм: акӑ ӗнтӗ ҫав ҫиле пула тинӗсрен этем евӗрлӗскерӗ тухрӗ. Эпӗ ҫав этем тӳпе пӗлӗчӗсемпе вӗҫнине куртӑм; пӑхса илме пуҫне ӑҫталла пӑрсан та, ун айӗнче мӗн курӑнни пурте чӗтӗресе тӑрать; 4вӑл каланӑ чухне унӑн сассине илтекенсем пурте вут ӑшшине туйса илнӗ ӑвӑс ирӗлме тытӑннӑ пекех ҫунма пуҫлаҫҫӗ. 5Кун хыҫҫӑн эпӗ тата ҫакна куртӑм: ҫак ара, тинӗсрен ҫӗкленнӗскере, хирӗҫ ҫапӑҫма тӗнченӗн тӑватӑ енчен те имсӗр-сумсӑр ҫын пуҫтарӑнчӗ. 6Куртӑм эпӗ: акӑ вӑл хӑйне валли ҫӳллӗ ту катса кӑларчӗ те ун ҫине вӗҫсе хӑпарчӗ. 7Эпӗ ҫак тӑва хӑш ҫӗршывран е хӑш вырӑнтан катса кӑларнине курма тӑрӑшрӑм, анчах кураймарӑм. 8Ҫакӑн хыҫҫӑн эпӗ ӑна хирӗҫ ҫапӑҫма пухӑннисем пурте питӗ хӑраса ӳкнине, ҫапах та ҫапӑҫма хӑюлӑх ҫитернине куртӑм. 9Вӑл вара, йышлӑ халӑх талпӑнса пынине курсассӑн, аллине те ҫӗклемерӗ, сӑнӑ та, нимӗнле вӑрҫӑ кӑралӗ те тытмарӗ; 10эпӗ ҫакна ҫеҫ куртӑм: мана вӑл хӑйӗн ҫӑварӗнчен — вут варкӑшӗ, тутинчен — ыткӑнакан ҫулӑм, чӗлхинчен хӗм тата ҫил-тӑвӑл кӑларса тӑнӑн туйӑнчӗ; ҫакӑ — вут варкӑшӗ, ыткӑнакан ҫулӑм, вӑйлӑ ҫил-тӑвӑл — пӗтӗмпе пӗрле пӑтранатчӗ. 11Ҫапӑҫма хатӗрленсе тӑнӑ йышлӑ халӑх ҫине ҫакӑ вут-ҫулӑм ҫӗмрен пек ыткӑнса тапӑнчӗ, пурне те ҫунтарса ячӗ, имсӗр-сумсӑр йышран кӗлсӗр пуҫне нимӗн те юлмарӗ, тӗтӗм шӑрши ҫеҫ сарӑлчӗ; ҫакна куртӑм та — сехӗрленсе ӳкрӗм. 12Кун хыҫҫӑн эпӗ ҫак ар ту ҫинчен аннине, вӑл хӑй патне тепӗр пысӑк йыша — тӑнӑҫлӑ халӑха — чӗнсе илнине куртӑм. 13Нумайӑшӗ ун патне пыра пуҫларӗ, хӑшӗсем хаваслӑ сӑнлӑ, хӑшӗсем салху сӑнлӑ, хӑшӗсен алли-урине ҫыхса лартнӑ, хӑшӗсене илсе пычӗҫ — эпӗ питех те хӑранипе вӑранса кайрӑм, вӑрантӑм та 14Ҫӳлти Туррӑма ҫапла каларӑм: Эсӗ малтан Хӑвӑн чуруна хӑватсем кӑтартрӑн, манӑн кӗллӗме йышӑнтӑн, эпӗ ҫакна тивӗҫлӗ тесе шутларӑн; 15апла ҫак тӗлӗк тупсӑмне те уҫса парсамччӗ мана, 16мӗншӗн тесессӗн, эпӗ хам ӑсӑмпа ӑнланнӑ тӑрӑх, ҫав кунсенче чӗрӗ юлнисене хуйхӑ ҫитӗ, вилнисене тата пысӑкрах хуйхӑ ҫитӗ: 17-18ҫав кунсемччен чӗрӗ хӑварманнисем юлашки кунсенче мӗн пуласса, анчах хӑйсем ҫавӑнта хутшӑнайманнине ӑнланса хурланӗҫ. 19Хальхи тӗлӗксем кӑтартнӑ пек, ҫав вӑхӑта чӗрӗ юлнисене вара хуйхӑ ҫитӗ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем пысӑк хӑрушлӑхсемпе пысӑк йывӑрлӑх курӗҫ. 20Анчах ку тӗнчерен пӗлӗт пек ҫухаличчен, юлашки вӑхӑтра мӗн пулассине курмасӑр юличчен хӑрушлӑхсене тӳссе юлашки вӑхӑта курни лайӑхрах, терӗм. Вӑл мана хуравласа каларӗ: 21курӑну тупсӑмне калӑп сана, ху мӗн ыйтнине те уҫса парӑп. 22Эсӗ чӗрӗ хӑварнисем пирки каларӑн, ҫавна акӑ мӗнле ӑнланмалла: 23хӑрушлӑха кӗрсе ӳкнисене — Пурне те Пултаракан Турра ӗненекенсене, Унӑн ӗҫне туса тӑракансене — ҫав вӑхӑтра хӑрушлӑх Яраканскерех сыхласа хӑварӗ. 24Ҫапла вара пӗл: чӗрӗ хӑварнисем вилнисенчен телейлӗрех. 25Курӑнӑва ҫапла ӑнланмалла: эсӗ тинӗс варринчен ҫӗкленсе тухакан ара курнӑ, 26ӑна Ҫӳлти Турӑ нумай вӑхӑт астуса тӑрать, Вӑл Хӑй мӗн пултарнине ун урлӑ хӑтарӗ: чӗрӗ хӑварнисен шӑпине ҫавӑ татса парӗ. 27Эсӗ ун ҫӑварӗнчен тухакан ҫиле, вут-ҫулӑма, тӑвӑла курнӑ, 28ун аллинче сӑнӑ та, ытти вӑрҫӑ кӑралӗ те пулман, анчах вӑл хӑйне хирӗҫ ҫапӑҫма тесе пынӑ пысӑк йыша пӗтерсе пӑрахнӑ, — ӑна ҫапла ӑнланмалла: 29акӑ Ҫӳлти Турӑ ҫӗр ҫинче пурӑнакансене хӑтарас кунсем ҫитсе пыраҫҫӗ, 30ҫакӑ вӑл ҫӗр ҫинче пурӑнакансене хӑратса пӑрахӗ, — 31ӗнтӗ пӗрисем теприсене хирӗҫ, хула хулана хирӗҫ, пӗр вырӑн тепӗрне хирӗҫ, халӑх халӑха хирӗҫ, патшалӑх патшалӑха хирӗҫ вӑрҫӑпа тухӗ. 32Ҫавӑн чухне Эпӗ сана маларах кӑтартнӑ паллӑсем пулӗҫ, вара эсӗ тинӗсрен ҫӗкленекен ар пек курнӑ Манӑн Ывӑлӑм тухӗ. 33Вара, халӑхсем пурте Унӑн сассине илтсен, кашниех хӑйӗн ҫӗршывӗнче пӗр-пӗрин хушшинче пыракан вӑрҫа пӑрахса хӑварӗ те, 34имсӗр-сумсӑр йыш пӗр ушкӑна пуҫтарӑнӗ — пурте пӗрле кайса, Ӑна ҫӗнтерес тейӗҫ. 35Вӑл вара Сион тӑвӗ тӑррине улӑхса тӑрӗ. 36Сана этем алли касмасӑрах пулнӑ ту курӑннӑ пек, пурне те ӗнтӗ пӗтӗмпех туса ҫитернӗ Сион курӑнӗ. 37Манӑн Ывӑлӑм вара ҫак пуҫтарӑннӑ халӑхсене, вӗсен усал ӗҫӗсене тӑрӑ шыв ҫине кӑларӗ — эсӗ курнӑ ҫил-тӑвӑл ҫакна пӗлтерет. Вӑл вӗсене хӑйсен усал шухӑшӗсемшӗн питлӗ, вӗсене хӑйсене асаплантарас асапсене кӑтартӗ — ыткӑнакан ҫулӑм ҫакна пӗлтерет. 38Вӑл вӗсене ҫӑмӑллӑнах саккунпа пӗтерӗ — вут-ҫулӑм ҫакна пӗлтерет. 39Вӑл Хӑй патне урӑх ҫынсене — тӑнӑҫлӑ халӑха — пуҫтарнине курнӑ эсӗ, 40ку вӑл — Осия патша вӑхӑтӗнче хӑйсен ҫӗрӗнчен тыткӑна илсе кайнӑ вунӑ йӑх, вӗсене, Осия патшапа пӗрлех, Ассири патши Салманассар юханшыв леш енне ют ҫӗр ҫине куҫарса кайнӑ. 41Вӗсем вара, суя тӗнлисен ҫӗршывӗнчен тухса кайса, инҫерехри ҫӗршыва, нихӑҫан та ҫын пурӑнман ҫӗре, куҫса кайма шухӑш тытнӑ, 42вӗсем унта хӑйсен ҫӗршывӗнче уяман саккунӗсене уяса пурӑнма шутланӑ. 43Хӗсӗк те кансӗр ҫулпа кайса, вӗсем Евфрат юханшывӗ урлӑ каҫнӑ, 44Ҫӳлти Турӑ ун чухне вӗсем валли кӗтретсем пултарнӑ, вӗсем каҫса пынӑ чухне шыв ҫулӗсене чарса лартнӑ, 45ӗнтӗ ку ҫӗршывпа вӗсем чылайччен, ҫулталӑк ҫурӑ, утнӑ пулнӑ; ҫав ҫӗршыва Арсареф теҫҫӗ. 46Унта вӗсем юлашки вӑхӑтченех пурӑннӑ. Халӗ вара, вӗсем таврӑнма тытӑнсан, 47Ҫӳлти Турӑ, вӗсем каҫса кайччӑр тесе, каллех шыв ҫулӗсене чарса лартӗ; ҫавӑнпа та эсӗ тӑнӑҫлӑ ҫынсен йышлӑ ушкӑнне курнӑ. 48Манӑн халӑхӑмран хӑшӗсем Манӑн сӑваплӑ ҫӗрӗм ҫинче юлаҫҫӗ, ҫавсем упранса юлӗҫ. 49Пӗрле йышлӑн пуҫтарӑннӑ халӑхсене пӗтерме тытӑнсан, Вӑл Хӑйӗн чӗрӗ сыхланса юлнӑ халӑхне хӳтӗлӗ. 50Ҫавӑн чухне вӗсене темӗн чухлӗ хӑват кӑтартӗ, терӗ Ангел. 51Эпӗ каларӑм: эй Ҫӳлхуҫа Патша! эпӗ тинӗс варринчен ҫӗкленсе тухакан ара мӗншӗн курнине ӑнлантарса парсамччӗ мана, терӗм. 52Вӑл мана каларӗ: эсӗ тарӑн тинӗсре мӗн пуррине тӗпчесе пӗлме пултарайман пекех, ҫӗр ҫинче Ман Ывӑлӑма, Унпа пӗрле пуррисене те Унӑн кунӗ ҫитмесӗр никам та курма пултараймасть. 53Эсӗ курнӑ тӗлӗкӗн тупсӑмӗ ҫакӑн пек ӗнтӗ, ӑна пӗртен-пӗр эсӗ анчах пӗлетӗн. 54Эсӗ, хӑвӑн ӗҫӳсене пӑрахсах, Манӑн саккуна пӗлесшӗн пултӑн, 55хӑвӑн пурӑнӑҫна эсӗ ӑслӑн йӗркелесе ятӑн, шухӑшлама пӗлнине хӑвӑн аннӳ вырӑнне хутӑн. 56Ҫавӑнпа сана Ҫӳлти Турӑ ҫавӑн пек ырӑлӑх пачӗ, виҫӗ кунран Вӑл сана урӑххи кӑтартӗ, тата пысӑкрах вӑрттӑнлӑхсене уҫса парӗ, терӗ. 57-58Вара эпӗ, кайнӑ майӑн, Ҫӳлти Турра вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе туса кӑтартнӑ хӑватсемшӗн тата вӑхӑта, ҫав вӑхӑтра мӗн пулассине тытса тӑнӑшӑн чунтан мухтаса, тав туса хире тухрӑм — хирте эпӗ виҫӗ кун лартӑм.
Currently Selected:
Ездрӑн 3-мӗш кӗнеки 13: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.