Ездрӑн 3-мӗш кӗнеки 12
12
1Арӑслан ӑмӑрткайӑка ҫак сӑмахсене каланӑ чухне эпӗ акӑ мӗн куртӑм: 2ӑмӑрткайӑкӑн чӗрӗ юлнӑ пуҫӗ урӑх курӑнмарӗ, ӗнтӗ ун патне куҫнӑ икӗ пӗчӗк ҫунат патшана ларасшӑн ҫӗкленчӗҫ, анчах вӗсен патшалӑхӗсем вӑйсӑр пулчӗҫ, унта пӗр вӗҫӗмсӗр пӑлхавсем пула-пула иртрӗҫ. 3Тата ҫакна та куртӑм: акӑ вӗсем ҫухалчӗҫ, ӑмӑрткайӑк кӳлепи йӑлтах ҫунса кайрӗ — пӗтӗм ҫӗр сехӗрленсе ӳкрӗ, эпӗ те ӑшчик хускалнине, ӑс пӑтраннине тата хытӑ хӑранине пула вӑранса кайрӑм та хама хам каларӑм: 4эпӗ Ҫӳлти Туррӑн ҫулӗсене тишкересшӗнччӗ, ҫавӑнпа манӑн ҫакна курмалла пулчӗ, терӗм. 5Акӑ ӗнтӗ ӑстӑнӑм пӑтранать, чун хавалӗ шалтӑрах кайрӗ, ҫакӑ каҫ хытӑ хӑранипе манӑн чӗптӗм вӑй та юлмарӗ. 6Эпӗ халӗ Ҫӳлти Турра хама вӗҫне ҫитиччен тӗреклӗ тӑма вӑй-хал патӑр тесе кӗлтӑвӑп, терӗм. 7Вара каларӑм эпӗ: эй Ҫӳлхуҫа Патша! эхер те эпӗ Санӑн умӑнта тивлет илтӗм пулсассӑн, Эсӗ мана ыттисенчен тӳрӗрех тесе шутлатӑн пулсассӑн, манӑн кӗллӗм Сан патна ҫитрӗ пулсассӑн, 8мана тӗреклӗх пар, мана, Хӑвӑн чуруна, ҫак хӑрушӑ курӑнӑвӑн тупсӑмне кӑтарт, ҫапла манӑн чунӑма пӗтӗмпех лӑплантар, 9мӗншӗн тесессӗн Эсӗ мана юлашки вӑхӑта кӑтартма тивӗҫлӗ тесе шутларӑн, терӗм. Вӑл каларӗ мана: 10ку курӑнӑвӑн тупсӑмӗ ҫапла: 11тинӗсрен ҫӗкленсе хӑпарнӑ ӑмӑрткайӑк, эсӗ курнӑскер, — хӑвӑн Даниил тӑванна кӑтартнӑ тӑваттӑмӗш патшалӑх вӑл, 12анчах ӑна халӗ Эпӗ сана ӑнлантарса панӑ пек ӑнлантарман. 13Акӑ ҫӗр ҫинче унччен пулнӑ мӗнпур патшалӑхран хӑрушӑрах патшалӑх пулса тӑрас кунсем ҫывӑхарса килеҫҫӗ. 14Унта пӗрин хыҫҫӑн тепӗри вуникӗ патша пуҫ пулать. 15Вӗсенчен иккӗмӗшӗ пуҫ пулма тытӑнать те патшалӑха ыттисенчен пуринчен те ытларах вӑхӑт хушши тытса тӑрать. 16Ҫакна пӗлтерет те эсӗ курнӑ вуникӗ ҫунат. 17Эсӗ илтнӗ сасӑ вара — ӑмӑрткайӑк пуҫӗсенчен мар, ун кӳлепи варринчен тухнӑ сасӑ — 18ҫав патшалӑх хыҫҫӑн пысӑк хирӗҫӳсем пулса иртессе, патшалӑх саланса каяс хӑрушлӑх пуласса пӗлтерет; анчах вӑл ун чухне саланса каймасть, тӗреклӗленсе унчченхи пекех пулать. 19Эсӗ курнӑ сакӑр пӗчӗк ҫунат — пысӑк ҫунатсем айне вырӑнаҫнӑскерсем, вӗсемпе пӗрлешнӗскерсем — акӑ мӗне пӗлтереҫҫӗ: 20патшалӑхра сакӑр патша ҫӗкленсе тухать, вӗсем патшара нумайччен лараймӗҫ, вӗсенӗн ҫулӗсем вӗҫсе иртсе кайӗҫ. 21Пӗр патши каяс, тепӗр патши ларас хушӑра икӗ патши пуҫ хурӗ. Тӑваттӑшӗ ҫав вӑхӑт вӗҫленсе пыричченех сыхланса юлӗ, иккӗшӗ вара вӗҫне ҫитичченех сыхланса юлӗ. 22Эсӗ курнӑ тӳлеклӗ виҫӗ пуҫ вара ҫакна пӗлтерет: 23патшалӑхӑн чи юлашки кунӗсенче Ҫӳлти Турӑ виҫӗ патша ҫӗклентерӗ, нумай патшалӑха вӗсен аллине парӗ — кусем вара ҫӗре, ун ҫинче пурӑнакансене пӑхӑнтарса тӑрӗҫ, 24вӗсем унччен пулнӑ мӗнпур патшаран хытӑрах хӗсӗрлӗҫ; ҫавӑнпа вӗсене ӑмӑрткайӑк пуҫӗсем тенӗ, 25шӑпах ҫавсем ӗнтӗ ӑмӑрткайӑкӑн усал ӗҫӗсен виҫине тултарӗҫ. 26Ӑмӑрткайӑкӑн пысӑк пуҫӗ урӑх курӑнманни патшасенчен пӗри хӑйӗн выртан вырӑнӗ ҫинчех, анчах асапланса вилессе пӗлтерет, 27тепӗр иккӗшне хӗҫ тӗп тӑвӗ: 28пӗрин хӗҫӗ хӑй ҫумӗнчинех, тепӗрне, тӗп тӑвать, анчах юлашки ӗмӗр вӗҫӗнче хӑй те хӗҫренех вилӗ. 29Эсӗ пысӑк ҫунат айӗнчи икӗ пӗчӗк ҫунат сылтӑм енчи пуҫ патне куҫнине курнӑ, ку ҫакна пӗлтерет: 30ҫав икӗ пӗчӗк ҫунат — Ҫӳлти Турӑ патшалӑх пӗтнӗ тӗле сыхласа хӑварнӑ икӗ патша, куртӑн ӗнтӗ — вӗсен патшалӑхӗ вӑйсӑр пулнӑ, унта пӗр вӗҫӗмсӗр пӑлхав пула-пула иртнӗ. 31Эсӗ тата вӑрмантан ӳхӗрсе тухнӑ арӑслана курнӑ, вӑл ӑмӑрткайӑка пӗтӗм тӗрӗсмарлӑхӗшӗн, усал сӑмахӗсемшӗн питленине илтнӗ, 32ку вӑл — Ҫу Сӗрнӗскерӗ, Ҫӳлти Турӑ Ӑна, Давид йӑхӗнчен тухасскерне, тӗнче пӗтнӗ тӗле ҫав патшасене, вӗсенӗн усал ӗҫӗсене хирӗҫ тӑма палӑртса хунӑ, Вӑл вӗсене питлӗ, хӑйсем мӗнле хӗсӗрленине хӑйсенех кӑтартӗ. 33Вӑл вӗсене чӗррисен сучӗ умне тӑратӗ, питленӗ хыҫҫӑн хаса парӗ. 34Хӑйӗн ырӑ кӑмӑлӗпе Вӑл Манӑн йӑлкӑма, Манӑн ҫӗрӗмсенче сыхланса юлнисене, ҫӑлӗ, вӗсене Вӑл вӗҫӗ ҫитичченех — Эпӗ сана пуҫламӑшӗнчех каланӑ сут кунӗ ҫитичченех — савӑнтарса тӑрӗ. 35Ҫакӑн пек эсӗ курнӑ тӗлӗк, ҫакӑн пек унӑн тупсӑмӗ. 36Ҫӳлти Туррӑн ҫак вӑрттӑнлӑхне пӗлме пӗртен-пӗр эсӗ тивӗҫрӗн. 37Ху курнине ҫакна пӗтӗмпех кӗнекене ҫырса хӑвар та шанчӑклӑ вырӑна хур; 38вара хӑвӑн халӑхун ӑслӑ ҫыннисене, вӗсен чӗри ҫак вӑрттӑнлӑхсене йышӑнма тата упрама пултарасса шанатӑн пулсассӑн, вӗрент ҫакна. 39Эсӗ ҫакӑнта тата ҫичӗ кун пул-ха: Ҫӳлти Турӑ сана Хӑй мӗн кӑтартас тенине кӑтартӗ, терӗ Ангел. Вара ман патӑмран пӑрӑнса кайрӗ.
40Ҫичӗ кун иртнӗ хыҫҫӑн, пӗтӗм халӑх эпӗ хулана таврӑнманни ҫинчен пӗлсен, пуҫлӑхсем те, ахаль халӑх та пурте пӗрле пуҫтарӑннӑ та — ман патӑма пычӗҫ, мана каларӗҫ: 41сана хирӗҫ мӗн туса ҫылӑха кӗтӗмӗр эпир? Пире пӑрахса хӑварсах ҫак вырӑнта лармалла мӗнпе кӳрентертӗмӗр сана? 42Иҫӗм ҫырли ҫупкӑмӗ пек, тӗттӗм ҫӗрти ҫутаткӑҫ пек, тӑвӑлтан ҫӑлӑннӑ карап пек, карапсем тӑмалли вырӑн пек, пророксенчен пӗр эсӗ ҫеҫ юлтӑн. 43Пирӗн тӗллӗн йӑтӑнса аннӑ инкек сахал-им? 44Эхер те эсӗ пире пӑрахсан, Сион ҫуннӑ чухне хамӑр та ҫунса кайни аванрах пулнӑ пулӗччӗ пирӗншӗн, 45мӗншӗн тесессӗн эпир унта вилнисенчен мала мар, терӗҫ. Вӗсем хыттӑн кӑшкӑрса йӗчӗҫ. Эпӗ вӗсене ҫапла хуравласа каларӑм: 46Израиль, ҫирӗп пул, Иаков килӗ, ан хуйхӑр: 47Ҫӳлти Турӑ сире асӗнче тытать, ҫак йывӑрлӑхра Тӗрекли сире манса кайман. 48Эпӗ те сире пӑрахман, сирӗн патӑртан кайман, ҫак вырӑна эпӗ тустарса хӑварнӑ Сионшӑн кӗлтума, мӑшкӑла хӑварнӑ сӑваплӑ вырӑнӑр валли ырӑлӑх ыйтма килтӗм. 49Халӗ кашниех хӑвӑр килӗре кайӑр, ҫак кунсем иртсессӗн, эпӗ те сирӗн пата пырӑп, терӗм. 50Халӑх, эпӗ каланӑ пек, хулана кайрӗ, 51эпӗ вара, хама хушнӑ пек, ҫичӗ кун хушши хиртех пурӑнтӑм, ҫав кунсенче хир чечекӗпе ҫеҫ тӑранса пурӑнтӑм, маншӑн курӑк апат пулчӗ.
Currently Selected:
Ездрӑн 3-мӗш кӗнеки 12: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.