YouVersion Logo
Search Icon

Фессалоника ҫыннисене 1-мӗш ҫыру 5

5
1Эй тӑвансем, вӑхӑчӗ ҫинчен, хӑҫан пуласси ҫинчен сирӗн пата ҫырса яма кирлӗ те мар: 2Ҫӳлхуҫа килес кун ҫӗрлехи вӑрӑ пек ҫитессине эсир хӑвӑр та лайӑх пӗлсе тӑратӑр. 3«Халӗ тӑнӑҫлӑ, хӑрамалли ҫук» тесе тӑнӑ вӑхӑтрах вӗсем пӗтесси сасартӑк — ҫийӗнче пур арӑмӑн ача ҫуратас умӗн пилӗкӗ сасартӑк касса кайнӑ пек — персе ҫитӗ; вӗсем ӗнтӗ хӑтӑлаймӗҫ. 4Эй тӑвансем, эсир сӗмлӗхре мар, сирӗншӗн ҫав кун вӑрӑ пек килсе ҫитмӗ. 5Эсир пурсӑр та — ҫутӑ ывӑлӗсем, кун ывӑлӗсем; эпир — каҫ ывӑлӗсем мар, сӗмлӗх ывӑлӗсем мар. 6Ҫавӑнпа ӗнтӗ ыттисем пек ҫывӑрар мар, сыхӑ, урӑ пуҫлӑ тӑрар: 7ҫывӑракансем ҫӗрле ҫывӑраҫҫӗ, ӳсӗрӗлекенӗсем те ҫӗрле ӳсӗрӗлеҫҫӗ. 8Эпир ӗнтӗ, кун ывӑлӗсем, ӗненӳпе юратӑвӑн ҫапса витерейми тумтирне тӑхӑнса, ҫӑлӑнас ӗмӗтӗн нимӗн витейми калпакне тӑхӑнса урӑ пуҫпа тӑрар — 9-10Турӑ пире ҫилӗ курмалла туман, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр урлӑ — эпир чӗррисем те, вилнисем те Хӑйӗнпе пӗрле пулччӑр тесе, пирӗншӗн вилнӗ Ҫӳлхуҫамӑр урлӑ — ҫӑлӑнӑҫ илмелле тунӑ. 11Ҫавӑнпа эсир пӗр-пӗрне пулӑшса тӑрӑр, пӗр-пӗрне ӑс парӑр, эсир ӗнтӗ халӗ те ҫапла тӑватӑр-ха.
12Эй тӑвансем, эпир тата ҫакна тума ыйтатпӑр: хӑвӑрӑн ӗненекен ушкӑнӑршӑн Ҫӳлхуҫа умӗнче яваплӑ ҫынсене, хӑвӑр хушшӑрта тӑрӑшса ӗҫлекенсене, хӑвӑра ӑс паракансене хисеплӗр, 13вӗсене эсир пуринчен ытла ӗҫӗсемшӗн юратса хисеплӗр; пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнӑр. 14Эй тӑвансем, сире тата тархаслатпӑр: йӗркерен тухакансене ӑса кӗртӗр, хуйха ӳкнисене лӑплантарӑр, вӑйсӑррисене пулӑшӑр, пур ҫыншӑн та вӑрах тӳсӗмлӗ пулӑр. 15Астӑвӑр, кам та пулин усалшӑн усалпа ан тавӑртӑр; пӗрне-пӗри те, пур ҫынна та ялан ырӑ тума хатӗр пулӑр. 16Ялан савӑнӑр. 17Чарӑнмасӑр кӗлтӑвӑр. 18Пуриншӗн те тав тӑвӑр: Христос Иисус урлӑ Турӑ сире ҫапла тума хушать. 19Сывлӑшӑр хӑватне ан сӳнтерӗр. 20Пророк хастарне ан хурлӑр. 21Пурне те сӑнаса пӑхӑр, ыррине тытса тӑрӑр. 22Хӑвӑра хӑвӑр пур усалтан та чарса тӑрӑр. 23Канӑҫлӑх паракан Турӑ Хӑй сире пӗтӗмпех тасаттӑр; Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр килнӗ тӗле сирӗн сывлӑшӑр та, чунӑр та, ӳтӗр те пӗтӗмпе тӗрӗс-тӗкел, пӗр айӑпсӑр упранса тӑтӑр. 24Сире Чӗнсе Илекенӗ шанчӑклӑ, Вӑл ҫавна тӑвӗ. 25Эй тӑвансем, пирӗншӗн кӗлтӑвӑр!
26Пур тӑванӑмӑра та ырӑ кӑмӑлпа чуптуса салам калӑр. 27Ҫӳлхуҫамӑр ячӗпе эпӗ сире ҫак ҫырӑва мӗнпур сӑваплӑ тӑванӑмӑра вуласа пама хушатӑп.
28Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр тивлечӗ сирӗнпе пӗрле пултӑр. Аминь.

Highlight

Copy

Compare

Share

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in