1
Фессалоника ҫыннисене 1-мӗш ҫыру 5:16-18
БИБЛИ
CHB
Ялан савӑнӑр. Чарӑнмасӑр кӗлтӑвӑр. Пуриншӗн те тав тӑвӑр: Христос Иисус урлӑ Турӑ сире ҫапла тума хушать.
Compare
Explore Фессалоника ҫыннисене 1-мӗш ҫыру 5:16-18
2
Фессалоника ҫыннисене 1-мӗш ҫыру 5:23-24
Канӑҫлӑх паракан Турӑ Хӑй сире пӗтӗмпех тасаттӑр; Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр килнӗ тӗле сирӗн сывлӑшӑр та, чунӑр та, ӳтӗр те пӗтӗмпе тӗрӗс-тӗкел, пӗр айӑпсӑр упранса тӑтӑр. Сире Чӗнсе Илекенӗ шанчӑклӑ, Вӑл ҫавна тӑвӗ.
Explore Фессалоника ҫыннисене 1-мӗш ҫыру 5:23-24
3
Фессалоника ҫыннисене 1-мӗш ҫыру 5:15
Астӑвӑр, кам та пулин усалшӑн усалпа ан тавӑртӑр; пӗрне-пӗри те, пур ҫынна та ялан ырӑ тума хатӗр пулӑр.
Explore Фессалоника ҫыннисене 1-мӗш ҫыру 5:15
4
Фессалоника ҫыннисене 1-мӗш ҫыру 5:11
Ҫавӑнпа эсир пӗр-пӗрне пулӑшса тӑрӑр, пӗр-пӗрне ӑс парӑр, эсир ӗнтӗ халӗ те ҫапла тӑватӑр-ха.
Explore Фессалоника ҫыннисене 1-мӗш ҫыру 5:11
5
Фессалоника ҫыннисене 1-мӗш ҫыру 5:14
Эй тӑвансем, сире тата тархаслатпӑр: йӗркерен тухакансене ӑса кӗртӗр, хуйха ӳкнисене лӑплантарӑр, вӑйсӑррисене пулӑшӑр, пур ҫыншӑн та вӑрах тӳсӗмлӗ пулӑр.
Explore Фессалоника ҫыннисене 1-мӗш ҫыру 5:14
6
Фессалоника ҫыннисене 1-мӗш ҫыру 5:9-10
Турӑ пире ҫилӗ курмалла туман, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр урлӑ — эпир чӗррисем те, вилнисем те Хӑйӗнпе пӗрле пулччӑр тесе, пирӗншӗн вилнӗ Ҫӳлхуҫамӑр урлӑ — ҫӑлӑнӑҫ илмелле тунӑ.
Explore Фессалоника ҫыннисене 1-мӗш ҫыру 5:9-10
7
Фессалоника ҫыннисене 1-мӗш ҫыру 5:5
Эсир пурсӑр та — ҫутӑ ывӑлӗсем, кун ывӑлӗсем; эпир — каҫ ывӑлӗсем мар, сӗмлӗх ывӑлӗсем мар.
Explore Фессалоника ҫыннисене 1-мӗш ҫыру 5:5