YouVersion Logo
Search Icon

Маккавейсен 1-мӗш кӗнеки 16

16
1Иоанн Газара хулинчен таврӑннӑ та Кендевей мӗн туни ҫинчен Симона, хӑйӗн ашшӗне, каласа кӑтартнӑ. 2Вара Симон хӑйӗн икӗ аслӑ ывӑлне, Иудӑпа Иоана, чӗнсе илнӗ те вӗсене ҫапла каланӑ: эпӗ хам та, манӑн тӑванӑмсем те, манӑн аттемӗн килӗ те мӗн ҫамрӑкран паянхи кунчченех Израиль тӑшманӗсене хирӗҫ вӑрҫнӑ, хамӑр алӑпа Израиль халӑхне нумай хутчен ӑнӑҫлӑн ҫӑлса хӑварнӑ. 3Анчах акӑ эпӗ ватӑлса ҫитрӗм ӗнтӗ, эсир вара, Турӑ ырӑлӑхӗпе, шӑпах вӑйпитти ҫынсем-ха: шӑллӑмпа ман вырӑна халӗ эсир йышӑнӑр, хамӑр халӑхӑмӑршӑн эсир кайса ҫапӑҫӑр, Ҫӳлти Туррӑмӑр пулӑшса пытӑр сире, тенӗ. 4Вара вӗсем тӑван ҫӗрӗнчен ҫирӗм пин ҫар ҫыннипе юланутҫӑ суйласа илнӗ те Кендевее хирӗҫ тухса кайнӑ, ҫапла Модина хулине ҫитсе ҫӗр выртнӑ. 5Вӗсем ирхине ирех тӑнӑ та тӳремлӗхе тухнӑ, акӑ ӗнтӗ вӗсене хирӗҫ пысӑк йышлӑ ҫар килет — ҫураннисем те, утлисем те; вӗсем хушшинче шыв юхса выртать. 6Иоанн хӑйӗн халӑхӗпе пӗрле тӑшмана хирӗҫ хускалнӑ; халӑхӗ шыв урлӑ каҫма шикленсе тӑнине курса, чӑн малтан вӑл хӑй каҫса кайнӑ, ун хыҫҫӑн вара ыттисем те каҫнӑ. 7Халӑхне вӑл икӗ пая уйӑрнӑ та ут утланнисене ҫураннисем хушшине тӑратнӑ; тӑшманӑн утлӑ ҫарӗ шутсӑр пысӑк пулнӑ. 8Ӗнтӗ трупасемпе кӑшкӑртса янӑ; ҫакна илтсессӗн Кендевей хӑй те, унӑн ҫарӗ те каялла тарма пикеннӗ, вӗсенӗн аманнисем темӗн чухлӗ выртса юлнӑ, ыттисем кереме тарса кайнӑ. 9Ҫавӑн чухне Иуда, Иоанн тӑванӗ, аманнӑ; анчах Иоанн тӑшмансене Кендевей тунӑ Кедрона ҫитичченех хӑваланӑ. 10Лешӗсем ӗнтӗ Азот ҫӗрӗнчи пашнесене тарса кӗнӗ, анчах Иоанн вӗсене вут тӗртсе ҫунтарса янӑ, ҫавӑнта икӗ пине яхӑн ҫын пӗтнӗ; Иоанн Иудея ҫӗрне ыррӑн-сыввӑн таврӑннӑ.
11Птоломее, Авув ывӑлне, Иерихон тӳремлӗхӗнчи ҫарпуҫне лартнӑ пулнӑ, унӑн ылтӑн-кӗмӗл нумай пулнӑ: 12вӑл аслӑ священник кӗрӳшӗ пулнӑ. 13Ҫав Птоломей мӑнаҫланса кайнӑ та пӗтӗм Иудея ҫӗрне хӑй аллине илме шухӑш тытнӑ, вӑл ӗнтӗ Симонпа унӑн ывӑлӗсене пӗтерме ултавлӑ мелсем шыранӑ. 14Ҫав хушӑра, халӑха мӗн кирлипе тивӗҫтерес тӗллевпе ҫӗршыври хуласем тӑрӑх ҫӳренӗ май, Симон хӑйӗн икӗ ывӑлӗпе — Маттафийӑпа тата Иудӑпа — Иерихон хулине ҫитнӗ, ку вӑл ҫӗр ҫитмӗл ҫиччӗмӗш ҫулӑн вунпӗрмӗш уйӑхӗнче, сават уйӑхӗнче, пулнӑ. 15Авув ывӑлӗ, усал шухӑш тытнӑскер, вӗсене хапӑлласа йышӑннӑ пек пулса хӑй ларттарнӑ пысӑках мар Док ятлӑ кереме илсе кӗнӗ, унта вӗсем валли пысӑк ӗҫкӗ тунӑ, ҫавӑнтах хӑйӗн ҫыннисене пытарса лартнӑ. 16Симонпа ывӑлӗсем ӳсӗрӗлсе ҫитсессӗн, Птоломейпе унӑн ҫыннисем, кӑрал тытса, Симон патне ӗҫкӗ ӗҫнӗ ҫӗре кӗнӗ, вара ӑна хӑйне те, унӑн икӗ ывӑлне те, ун патӗнче ӗҫлекенсене те хӑшне-пӗрне вӗлерсе пӑрахнӑ. 17Ҫапла ултавлӑ тискер ӗҫ тунӑ вӑл, ырӑшӑн усалпа тавӑрнӑ. 18Птоломей ҫакӑн ҫинчен патша патне ҫырса янӑ, хӑйне пулӑшмашкӑн ҫар ярса пама ыйтнӑ, вара Иудея ҫӗршывӗпе хулисене унӑн аллине пама пулнӑ. 19Вӑл темиҫе ҫынна Газара хулине Иоана вӗлерме янӑ, пинпӳсене хӑй патне пыма чӗнсе ҫырусем янӑ, вӗсене ылтӑнпа кӗмӗл, парнесем пама пулнӑ; 20ыттисене Иерусалим хулипе сӑваплӑ Ҫурт сӑртне туртса илме янӑ. 21Анчах пӗри Газара хулине Иоанн патне маларах пырса ҫитнӗ те унӑн ашшӗпе тӑванӗсене вӗлерни ҫинчен, Птоломей ӑна хӑйне те вӗлерме ҫынсем яни ҫинчен пӗлтернӗ. 22Ҫакӑн ҫинчен илтсессӗн, Иоанн пӑлханса-тарӑхса кайнӑ, вара хӑйне тӗп тума пынӑ ҫынсене ярса тытнӑ, вӗсене вӗлернӗ, мӗншӗн тесессӗн вӑл ӗнтӗ ҫавсем хӑйне пӗтерме килнине пӗлнӗ.
23Иоанӑн ытти ӗҫне — унӑн вӑрҫисене, унӑн хастаррӑн тунӑ паттӑрла ӗҫӗсене, вӑл епле хӳмесем лартнине тата ытти тӗрлӗ ӗҫне — 24вӑл аслӑ священникра ларнӑ кунсенӗн кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ, ӑна хӑйӗн ашшӗ хыҫҫӑн аслӑ священник пулса тӑнӑ кунран пуҫласах ҫырса пынӑ.

Highlight

Copy

Compare

Share

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in