Маккавейсен 1-мӗш кӗнеки 15
15
1Антиох — Димитрий патша ывӑлӗ, — ҫав вӑхӑтра тинӗс утравӗсем ҫинче пулнӑскер, Иудея халӑхне пӑхса тӑракан аслӑ священник Симон патне, пӗтӗм Иудея халӑхӗ патне ҫыру ҫырса янӑ. 2Ҫырӑвӗнче ҫапла ҫырнӑ пулнӑ: «Антиох патша Иудея халӑхне тытса тӑракан аслӑ священника Симона тата Иудея халӑхне савӑнӑҫ сунать. 3Усал шухӑшлӑ ҫынсем аттемӗрсен патшалӑхне ярса илчӗҫ, эпӗ вара патшалӑха ура ҫине тӑратса ӗлӗкхи шая ҫитерме каялла тавӑрас тетӗп. Эпӗ ӗнтӗ йышлӑ ҫар пухса ҫитертӗм, ҫар карапӗсем хатӗрлесе тӑратрӑм; 4эпӗ пирӗн ҫӗре ҫаратса тухнисене, патшалӑхри нумай хулана аркатса хӑварнисене тавӑрмашкӑн хамӑр ҫӗр тӑрӑх каяс тетӗп. 5Эпӗ хам умӗнхи патшасем сана мӗн тӗрлӗ хырҫӑран хӑтарнине, мӗн тӗрлӗ парнесем парассинчен хӑтарнине пурне те ҫаплипех, хӑтарнӑ халлӗнех, хӑваратӑп; 6сана хӑвӑн ҫӗрӳнте хӑвӑн укҫуна ҫапма ирӗк паратӑп. 7Иерусалим хулипе Турӑ Ҫурчӗ ирӗклӗ тӑтӑр; эсӗ хатӗрлесе хунӑ пӗтӗм кӑрал, эсӗ тутарнӑ, халӗ ху тытса тӑракан керемсем те сан аллунтах юлччӑр. 8Санӑн патша умӗнчи пур парӑму та, пулас парӑмусем те паянтан пуҫласа яланлӑхах каҫарӑннӑ пулччӑр. 9Эпир хамӑр патшалӑхӑмӑра хамӑр аллӑмӑра илсессӗн, сирӗн мухтавӑр пӗтӗм тӗнчипех сарӑлтӑр тесе, сана хӑвна та, санӑн халӑхна та, сирӗн сӑваплӑ Ҫуртӑра та чаплӑн чыслӑпӑр» тенӗ ҫав ҫырура.
10Ҫӗр ҫитмӗл тӑваттӑмӗш ҫулта Антиох хӑйсен ашшӗсен ҫӗрне пырса кӗнӗ те, ун патне пӗтӗм ҫар пухӑннӑ, ҫапла вара Трифонпа пӗрле юлнисем нумаях пулман. 11Антиох ӑна хӑвалама пуҫланӑ, лешӗ тинӗс хӗрринчи Дора хулине тарнӑ; 12вӑл ӗнтӗ хӑй ҫине инкек йӑтӑнса аннине, хӑйне ҫарӗ те пӑрахса кайнине курнӑ. 13Антиох Дора хули патне ҫӗр ҫирӗм пин ҫар ҫыннипе сакӑр пин юланутҫӑ ертсе пынӑ та 14хулана ҫавӑрса илнӗ, тинӗс енчен унӑн карапӗсем пырса ҫитнӗ, ҫапла вӑл хулана пур енчен те хӗссе тӑнӑ, никама та тухма-кӗме паман.
15Ҫавӑн чухне Римран Нуминипе унӑн юлташӗсем патшасемпе ҫӗршывсем валли ҫырусем илсе пынӑ, ҫырӑвӗсенче ҫакӑн пек ҫырнӑ пулнӑ: 16«Левкий — Рим консулӗ — Птоломей патшана савӑнӑҫ сунать. 17Пирӗн патӑмӑра аслӑ священник Симонпа Иудея халӑхӗ янӑ элчӗсем, пирӗн туссем, пӗр канашлӑ ҫынсем, хамӑрӑн тахҫанхи туслӑхпа килӗшӗве ҫӗнетсе ҫирӗплетме килчӗҫ, 18пин мина таякан ылтӑн хулкан илсе килчӗҫ. 19Ҫапла вара эпир патшасемпе халӑхсене вӗсем Иудея халӑхне усал ан туччӑр, вӗсене хирӗҫ, вӗсен хулисемпе вӗсен ҫӗршывне хирӗҫ вӑрҫӑ ан вӑрҫчӑр, вӗсемпе вӑрҫакансене ан пулӑшчӑр тесе ҫырса яни вырӑнлӑ пулӗ терӗмӗр. 20Эпир вӗсен хулканне илме пултӑмӑр. 21Вӗсен ҫӗрӗнчен сирӗн патӑра мӗнле те пулин усал шухӑшлӑ ҫынсем тарса пынӑ пулсассӑн, вӗсене эсир аслӑ священника Симона тытса парӑр — вӑл вӗсене хӑйсен саккунӗпе хаса патӑр» тенӗ ҫав ҫырура. 22Левкий консул Димитрий патша патне те, Аттал патне те, Ариарафа патне те, Арсак патне те ҫапла ҫырнӑ, 23тата пур халӑх ҫӗрӗсене те: Сампсамӑна та, Спарта халӑхне те, Делоса та, Минда та, Сикиона та, Карийӑна та, Самоса та, Памфилие те, Ликийӑна та, Галикарнаса та, Родоса та, Фасилидӑна та, Коса та, Сидӑна та, Арада та, Гортинӑна та, Книда та, Кипра та, Киринийӑна та ҫавнах ҫырса янӑ. 24Аслӑ священника Симона ҫав ҫырусенчен ҫырса илнине ярса панӑ.
25Антиох патша Дора хулине пур енчен те тапӑнса пырса, хӳме ҫӗмӗрмелли сӑпрайсем туса лартса тепӗр хут хупӑрласа илнӗ, ҫапла Трифона кӗрейми-тухайми хӗссе лартнӑ. 26Антиоха пулӑшмашкӑн Симон ун патне икӗ пин хастар ҫын, ылтӑн-кӗмӗл тата чылай апат-ҫимӗҫ ӑсатнӑ; 27анчах лешӗ ҫакна йышӑнма кӑмӑл туман, унччен сӑмах татнине пӑсса пӗтӗмпех сивӗннӗ унран. 28Вара Симон патне хӑйӗн пӗр тусне Афиновие унпа калаҫса илсе ҫапла калама хушса янӑ: «эсир манӑн патшалӑхӑмӑн хулисене Иоппипе Газарӑна тата Иерусалим керемне хӑвӑр аллӑрта тытса тӑратӑр; 29эсир вӗсен таврашӗнче йӑлт ҫаратса хӑварнӑ, ҫӗре пӗтӗмпе тустарса тухнӑ, манӑн патшалӑхӑмри нумай вырӑна ярса илнӗ. 30Ҫав хуласене халӗ каялла парӑр, Иудея чикки тулашӗнче хӑвӑр тытса тӑракан вырӑнсемшӗн хырҫӑ тӳлесе тӑрӑр. 31Апла тумастӑр пулсассӑн, вӗсемшӗн пилӗкҫӗр талант кӗмӗл парӑр тата хӑвӑр ҫаратса хӑварнӑшӑн, хуласенчен илсе тӑракан хырҫӑшӑн тепӗр пилӗкҫӗр талант тӳлӗр; памастӑр пулсассӑн, пыратпӑр та сирӗнпе вӑрҫӑ пуҫлатпӑр» тенӗ. 32Афиновий — патша тусӗ — Иерусалима ҫитнӗ те, Симон ҫав тӗрлӗ чаплӑ пурӑннине курса, ылтӑн-кӗмӗл савӑт-сапа управӑшне, йӗри-таврари илеме курса, тӗлӗнсех кайнӑ; унтан вӑл патша мӗн калама хушнине пӗлтернӗ. 33Симон ӑна хуравласа каланӑ: эпир ют халӑх ҫӗрне те илмен, ют пурлӑхпа та хуҫаланман, эпир аттемӗрсен еткерне тытса тӑратпӑр; ӑна пӗр хушӑ тӑшмансем тивӗҫсӗр йышӑнса тӑчӗҫ, 34эпир ӑна, майлӑ вӑхӑтпа усӑ курса, каллех хамӑр алла тавӑртӑмӑр. 35Эсӗ ыйтакан Иоппипе Газара пирки вара ҫакна каламалла: вӗсем хӑйсем пирӗн ҫӗршыв халӑхне нумай сӑтӑр турӗҫ; вӗсемшӗн эпир ҫӗр талант парӑпӑр, тенӗ. Ҫакна хирӗҫ Афиновий нимӗн те тавӑрса каламан; 36анчах вӑл патша патне питӗ кӑмӑлсӑр таврӑннӑ та ӑна Симон сӑмахне, вӑл мӗн тери чаплӑ пурӑннине, хӑй мӗн-мӗн курнине йӑлтах каласа панӑ, патша вара питӗ ҫилленсе кайнӑ. 37Трифон ҫавӑн чухне карап ҫине ларса Орфосиада хулине тарнӑ. 38Патша вара, Кендевее тинӗс хӗрринчи ҫӗршывӑн ҫарпуҫӗ туса, ӑна ҫуран ҫарпа утлӑ ҫар панӑ, 39ӑна Иудейӑна хирӗҫ вӑрҫӑпа кайма, Кедрон хули туса лартса ун хапхисене тӗреклетме хушнӑ, унтан Иудея халӑхӗпе мӗнле вӑрҫмаллине вӗрентсе хӑварнӑ та хӑй Трифон хыҫҫӑн хӑваласа кайнӑ. 40Кендевей ӗнтӗ Иамния хулине ҫитнӗ те халӑха вӑрҫа хӗтӗртсе тӑма тытӑннӑ, Иудея ҫӗрне тапӑна-тапӑна кӗрсе, нумайӑшне тыткӑна иле-иле кайса вӗлернӗ; 41Кедрон хулине те туса лартнӑ, хӑйне патша хушнӑ пек, утлӑ тата ҫуран ҫарне, вӗсем хуларан Иудея ҫулӗсем тӑрӑх кайса ҫӳреччӗр тесе, ҫавӑнта вырӑнаҫтарса тухнӑ.
Currently Selected:
Маккавейсен 1-мӗш кӗнеки 15: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.