Маккавейсен 1-мӗш кӗнеки 1
1
1Филипп ывӑлӗ Александр — Македони ҫынни, Киттим ҫӗрӗнчен тухнӑскер, унчченех Эллада патши пулнӑскер — Персипе Миди патшине Дарие ҫӗнтернӗ те ун вырӑнне патшана ларнӑ; унччен маларах ӑна Эллада патшине те лартнӑ пулнӑ; 2пайтах вӑрҫӑ кӑларнӑ вӑл, ҫирӗплетсе тӗреклӗлетнӗ вырӑнсене чылайӑшне яра-яра илнӗ, ҫав ҫӗрсен патшисене вӗлернӗ. 3Ҫӗрӗн вӗҫӗ-хӗррине ҫитсе нумай-нумай халӑхӑн пурлӑхне туртса илнӗ; ун умӗнче пӗтӗм тӗнче шӑп пулнӑ, хӑй ӗнтӗ ҫӗкленсе кайса чапа тухнӑ, чӗри мӑнаҫланнӑ. 4Питех те вӑйлӑ ҫар пухса, ҫӗрсене, халӑхсене тата патшасене пӑхӑнтарса тӑнӑ, лешӗсем ӑна хырҫӑ тӳлесе пурӑннӑ. 5Ҫавӑнтан кайран вӑл чирлесе ураран ӳкнӗ те, вилессе сиссе, 6хӑйӗн чи ятлӑ-сумлӑ ҫарпуҫӗсене, мӗн ачаран пӗрле вӗренсе ӳснӗскерсене, чӗнтерсе илнӗ те патшалӑхне хӑй пурӑннӑ чухнех вӗсене пайласа панӑ.
7Александр вуникӗ ҫул патшара ларнӑ хыҫҫӑн вилнӗ. 8Унӑн ҫарпуҫӗсем вара кашнийӗ хӑйӗн вырӑнӗнче пуҫ пулса тӑнӑ. 9Вӑл вилсессӗн вӗсем пурте пуҫкӑшӑль тӑхӑннӑ, вӗсем хыҫҫӑн ывӑлӗсем те нумай-нумай ҫул хушши патша пулса пурӑннӑ, ҫавсенчен пӗтӗм тӗнчене усаллӑх сарӑлнӑ. 10Вӗсен йӑхӗнчен ҫылӑх хунавӗ — Антиох патшанӑн ывӑлӗ Антиох Епифан — шӑтса тухнӑ. Епифан Римра салукра пурӑннӑ пулнӑ, вӑл Эллада патшалӑхӗ пуҫланса кайни ҫӗр вӑтӑр ҫичӗ ҫул ҫитнӗ чухне патшана ларнӑ.
11Ҫав вӑхӑтра Израиль халӑхӗ хушшинче Турӑ саккунне уяман ҫынсем палӑрса тухнӑ; вӗсем нумайӑшне: «атьӑр, каяр та хамӑр таврари халӑхсемпе килӗшӳ тӑвар: вӗсенчен уйӑрӑлнӑранпа эпир темӗн чухлӗ инкек курса пӗтрӗмӗр» тесе хӗтӗртнӗ. 12Ҫак сӑмах нумайӑшне килӗшнӗ. 13Халӑх хушшинчен хӑшӗ-хӑшӗ ҫав сӑмаха итлесе патша патне кайнӑ; вӑл вӗсене суя тӗнлӗ халӑхсен йӑли-йӗркипе пурӑнма ирӗк панӑ. 14Кусем вара суя тӗнлисен йӑли-йӗркине сарма Иерусалимра вӗренӳ ҫурчӗ туса лартнӑ; 15хӑйсем хушшинче ӳт кастарас йӗркене пӑрахса, сӑваплӑ халалран пӑрӑннӑ, ҫапла суя тӗнлисемпе пӗрлешсе, усал туса пурӑнмашкӑн сутӑннӑ.
16Патшалӑхӗ тӗреклӗленсе ҫитнине курсассӑн, Антиох, Египет ҫӗрне те алла илсе, икӗ патшалӑха тытса тӑракан патша пулма шухӑш тытнӑ, 17вара вӑл Египета вӑйлӑ ҫарпа, вӑрҫӑ ураписемпе, сӑлансемпе, юланутсемпе, нумай-нумай караппа пырса кӗнӗ те 18Птоломейпа, Египет патшипе, вӑрҫӑ пуҫланӑ; Птоломей унран хӑраса ӳксе каялла тарнӑ, аманнисем нумаййӑн тӑкӑнса юлнӑ. 19Египет ҫӗрӗн тӗреклӗлетнӗ хулисене хӑй аллине ӳкерсе, Антиох Египет ҫӗрӗнчен пысӑк тупӑш илсе тухнӑ.
20Египет ҫӗрне парӑнтарсассӑн, ҫӗр хӗрӗх виҫҫӗмӗш ҫулта вӑл каялла таврӑннӑ та, Израиль халӑхне хирӗҫ кайса, Иерусалима вӑйлӑ ҫарпа пырса кӗнӗ; 21мӑнаҫланса, мӑшкӑлласа, вӑл Турӑ Ҫуртнех кӗнӗ, ылтӑнран тунӑ парне вырӑнне, ҫутаткӑҫпа унӑн пӗтӗм савӑтне, 22парне ҫӑкӑрӗ хумалли сӗтеле, ылтӑн куркасене, чашӑксене, ылтӑн тӗтӗркӗчсене, чаршава, ылтӑн кӑшӑлсене, Ҫурт тулашӗнчи ылтӑн эрешсене илнӗ, пӗтӗмпех ҫаратса тухнӑ. 23Ылтӑнне те, кӗмӗлне те, хаклӑ йышши савӑтсене те, пытарса хунӑ мула та мӗн шыраса тупнине пуҫтарса тухнӑ. 24Пӗтӗмпех илсе тухса хӑйӗн ҫӗрне таврӑннӑ; темӗн чухлӗ ҫынна вӗлернӗ, питех те мӑнаҫлӑн калаҫнӑ. 25Ҫавӑнпа Израиль ҫӗрӗнче, унӑн мӗнпур кӗтесӗнче кӑшкӑрса йӗни илтӗнсе тӑнӑ. 26Пуҫлӑхсемпе аслӑ ҫынсем те макӑрнӑ, хӗрсемпе ачасем те йӗрсе халтан кайнӑ, хӗрарӑм илемӗ те сӳннӗ. 27Пур кӗрӳ каччӑ та макӑрнӑ, ҫураҫнӑ хӗр те хуйхӑрса йӗрсе ларнӑ. 28Ҫӗр ҫинче пурӑнакансемшӗн ҫӗр вӑйӑрханнӑ, Иаковӑн пӗтӗм килӗ мӑшкӑл айне пулнӑ.
29Икӗ ҫул иртсессӗн, Антиох патша Иуда хулисене хырҫӑ пуҫтаракансен пуҫлӑхне янӑ; ҫавӑскер Иерусалима пысӑк ушкӑнпа пырса кӗнӗ; 30чееленсе, вӗсене тӑнӑҫлӑх суннӑ пек калаҫнӑ, лешӗсем ӑна ӗненнӗ; анчах вӑл кӗтмен ҫӗртен тапӑнса хулана пӗтӗмпех ҫӗмӗрсе тӑкнӑ, Израиль халӑхне питӗ нумай пӗтернӗ; 31хулана, ҫаратса тухса, вут тӗртсе янӑ, унӑн килӗ-ҫурчӗпе хӳмисене йӗри-таврипех ишсе хӑварнӑ; 32хӗрарӑмӗсемпе ачисене тыткӑна илнӗ, выльӑх-чӗрлӗхне хӑваласа кайнӑ. 33Давид хули тавра ҫӳллӗ те тӗреклӗ хӳме хӳсе ҫавӑрнӑ, тӗреклӗ пашне тӑва-тӑва лартнӑ, ҫапла вӗсем хӑйсем валли тӗреклӗ хула туса хунӑ. 34Унта вӗсем суя тӗнлӗ халӑха, Турӑ саккунне уяман ҫынсене вырӑнаҫтарнӑ, вӗсем вара ҫавӑнта тӗпленсе ларнӑ; 35кӑрал тата апат-ҫимӗҫ хатӗрлесе хунӑ, Иерусалимран илсе тухнӑ тупӑша ҫавӑнта пуҫтарса хунӑ: халӑхшӑн ҫапла пысӑк таната пулса тӑнӑ. 36Ҫакӑ вӑл Турӑ Ҫурчӗшӗн яланхи хӑрушлӑх, Израильшӗн хаяр тӑшман пулнӑ. 37Вӗсем Турӑ Ҫурчӗ таврашӗнче айӑпсӑр юн тӑкнӑ, ҫапла сӑваплӑ Ҫурта ирсӗрлесе тӑнӑ. 38Иерусалимра пурӑнакансем вӗсене пулах тарса пӗтнӗ, вара ҫак хула ют ҫынсем пурӑнмалли вырӑн пулса тӑнӑ, хӑйӗн халӑхӗшӗн юта тухнӑ, ҫавӑнпа унӑн ачисем ӑна пӑрахса кайнӑ. 39Иерусалимӑн сӑваплӑ Ҫурчӗ пушхир пек пушанса юлнӑ, унӑн уявӗсем — куҫҫуль, унӑн шӑматкунӗсем — мӑшкӑл кунӗ, унӑн чысӗ хурлӑх пулса тӑнӑ. 40Унччен унӑн чапӗ мӗнле аслӑ пулнӑ, халӗ ӗнтӗ вӑл куракан мӑшкӑл ҫапла пулнӑ, унӑн аслӑлӑхӗ хурлӑха ҫаврӑннӑ.
41-42Антиох патша хӑйӗн патшалӑхӗ валли ҫыру кӑларнӑ: халӑхсем хӑйсен саккунне пӑрахчӑр та пурте пӗр халӑх пулччӑр, тенӗ. Патша сӑмахӗпе вара пур тӗрлӗ халӑх та килӗшнӗ. 43Израиль ҫыннисенчен нумайӑшӗ вара патша сӗннӗ суя тӗне йышӑннӑ, йӗрӗхсене пуҫҫапса чӳк тума пуҫланӑ, шӑматкуна ирсӗрленӗ. 44Патша, ҫак ҫӗршӗн ют йӗркесене пӑхӑнса пурӑнма хушса, Иерусалима тата Иудея хулисене хыпарҫӑсем урлӑ хут янӑ: 45пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парне кӳме те, ытти тӗрлӗ парне кӳме те, эрех, ҫу юхтарса парне кӳме те чарнӑ, шӑматкунсемпе уявсене мӑшкӑл тума, 46Турӑ Ҫуртне, сӑваплӑ ҫынсене ирсӗрлеме хушнӑ, 47чӳк вырӑнӗсем, йӗрӗх ҫурчӗсемпе йӗрӗх лартмалли вырӑнсем тума, сысна ашӗпе, таса мар выльӑх ашӗпе чӳк туса тӑма, 48-49саккуна манччӑр, Турӑ хунӑ мӗнпур йӗркене пӑрахчӑр тесе, ывӑл ачасене ӳт кастармасӑр ӳстерме, вӗсенӗн чунне тӗрлӗрен тасамарлӑхпа, йӗрӗнчӗкпе ирсӗрлеме хушнӑ. 50Патша хушнӑ пек туманнисене вилӗм аллине памалла тунӑ. 51Антиох пӗтӗм патшалӑхӗпе ҫавӑн ҫинчен ҫырса пӗлтернӗ, пӗтӗм халӑха сӑнаса тӑма пӑхавҫӑсем лартнӑ, пӗтӗм Иудея хулинче чӳк туса тӑма хушнӑ. 52Вара ҫав пӑхавҫӑсем ҫумне халӑх хушшинчен нумайӑшӗ, саккуна пӑрахнисем, хутшӑннӑ, — ҫав ҫӗр ҫинче ҫапларах усал ӗҫ тунӑ; 53Израилӗн ӗнтӗ пытанса пурӑнмалли ҫеҫ юлнӑ.
54Ҫӗр хӗрӗх пиллӗкӗмӗш ҫулхине хаслев уйӑхӗн вунпиллӗкӗмӗш кунӗнче Туррӑн парне вырӑнӗ ҫине йӗрӗнчӗк лартса хунӑ, Иудея хулисем тавра чӳк вырӑнӗ тунӑ, 55алӑк умӗнче, урамра тӗтӗрнӗ, 56Турӑ саккунӗн кӗнекисене мӗн тупнине ҫура-ҫура тӑкса вута пӑрахса ҫунтарнӑ; 57кам та кам патӗнче халал кӗнекине тупсассӑн, кам та кам саккуна уяса пурӑннӑ пулсассӑн, патша хушнипеле ҫав ҫынна вилӗм аллине панӑ. 58Хулара тӗл пулакан израильсене вӗсем кашни уйӑхрах пӗр шелсӗр пусмӑрласа тӑнӑ. 59Ҫав уйӑхӑн ҫирӗм пиллӗкӗмӗш кунӗнче вара Турра парне кӳрекен вырӑн ҫинех лартнӑ чӳк вырӑнӗнче парнесем кӳрсе, 60хӑйсене мӗн хушнине итлесе, ачисен ӳтне кастарнӑ арӑмсене вӗлерсе тухнӑ, 61ачисене вара амӑшӗн мӑйӗнчен ҫакнӑ, вӗсенӗн кил-ҫуртне ҫаратнӑ, ача ӳтне касаканнисене вӗлерсе хӑварнӑ. 62Ҫапах та Израильре нумайӑшӗ ҫирӗп тӑнӑ, чакман, таса маррине ҫимен, 63таса мар ҫимӗҫпе вараланиччен, сӑваплӑ халала мӑшкӑл кӑтартиччен вилме хатӗр пулнӑ, вилнӗ те. 64Израиль ҫинче Туррӑн хӑватлӑ ҫилли тӑнӑ.
Currently Selected:
Маккавейсен 1-мӗш кӗнеки 1: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.

: