YouVersion Logo
Search Icon

Варух 5

5
1Эй Иерусалим! куҫҫулӗпе хурлӑх тумне хывса пӑрах та Турӑ ӗмӗрлӗхе мухтав панӑ ятпа чаплӑ тумтир тӑхӑн. 2Турӑ панӑ тӳрӗлӗх тумтирне тӑхӑн, пуҫна Ӗмӗрхи панӑ чаплӑ пуҫкӑшӑль тӑхӑн: 3Турӑ пӗтӗм тӗнчене санӑн мухтавна кӑтартӗ. 4Турӑ сана ӗмӗрлӗхе ҫапла ят парӗ: «чӑнлӑх кӳнӗ тӑнӑҫлӑх, тӳрӗлӗх панӑ мухтав». 5Эй Иерусалим, ҫӗклен, ҫӳле тӑр, тухӑҫ еннелле ҫаврӑн, ачусене кур: вӗсем Святой сӑмахӗпе анӑҫран пуҫласа тухӑҫа ҫити пуҫтарӑннӑ, вӗсем хӑйсене Турӑ аса илнишӗн савӑнаҫҫӗ. 6Вӗсем сан патӑнтан тӑшмансем хӳтернипе ҫуран тухса кайнӑччӗ, Турӑ вара вӗсене сан патна, патша ывӑлӗсем пек, мухтавлӑн илсе килӗ, 7мӗншӗн тесессӗн Турӑ ҫапла палӑртнӑ: Израиль ҫирӗппӗн, Турӑ мухтавлӑхӗпе пытӑр тесе, ҫӗре тикӗслетмешкӗн ҫӳллӗ тусемпе ӗмӗрхи сӑртсем лутраланччӑр, айлӑмсем хӑпарччӑр, 8вӑрмансем, ырӑ шӑршӑ саракан йывӑҫсем Турӑ хушнипе Израиле сулхӑн парса тӑччӑр. 9Турӑ Израиле Хӑйӗн мухтавлӑхӗн ҫутипе, Хӑйӗн ырӑлӑхӗпе, Хӑйӗн тӳрӗлӗхӗпе савӑнса ертсе пырӗ.

Currently Selected:

Варух 5: CHB

Highlight

Copy

Compare

Share

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in