YouVersion Logo
Search Icon

Маккавейсен 1-мӗш кӗнеки 2

2
1Ҫав вӑхӑтра Маттафия — Симеон ывӑлӗн Иоанӑн ывӑлӗ, Иерусалимри Иоарив йӑхӗнчен тухнӑ священник — хирӗҫ ҫӗкленнӗ; вӑл Модин хулинче пурӑннӑ. 2Унӑн пилӗк ывӑл пулнӑ: Иоанн, Гаддис тесе чӗннӗскер, 3Симон, Фасси тесе ят панӑскер, 4Иуда, Маккавей тесе чӗннӗскер, 5Елеазар, Аваран тесе чӗннӗскер, Ионафан, Апфус тесе чӗннӗскер. 6Иудейӑпа Иерусалимра Турра епле мӑшкӑлланине курса, 7Маттафия каланӑ: хуйхӑм ҫитрӗ! мӗн-ма ҫуралнӑ-ши эпӗ — халӑхӑма ҫаратнине, сӑваплӑ хулана ҫаратнине курма-и? ӑна тӑшмансен аллине ӳкернине курах, сӑваплӑ Ҫурта ют ҫынсен аллине панине курах ҫакӑнта пурӑнма-и? 8Турӑ Ҫурчӗ чысран тухнӑ ар пек пулса юлчӗ, 9унӑн хаклӑ савӑтне-хатӗрне тыткӑна илсе кайрӗҫ, пӗчӗк ачасене урамра вӗлерсе тӑкрӗҫ, яш ачасем тӑшман хӗҫӗ айӗнче тӗп пулчӗҫ. 10Ҫак патшалӑха мӗнле кӑна халӑх пырса кӗмен-ши, унӑн ҫӗрне кам кӑна туртса илмен-ши? 11Унӑн пӗтӗм илемне туртса илнӗ; ирӗклӗскер, вӑл чура пулса тӑчӗ. 12Пирӗн Ҫурт, унӑн илемӗ, унӑн мухтавӗ мӑшкӑла юлчӗ, суя тӗнлисем ирсӗрлерӗҫ ӑна. 13Пирӗн ӗнтӗ мӗн-ма пурӑнмалла? тенӗ.
14Вара Маттафия хӑй те, ывӑлӗсем те ҫири тумне туртса ҫурнӑ та хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑнса янӑ, чунтан хурланса йӗнӗ. 15Ҫавӑн чухне патша патӗнчен Модин хулине Израиль халӑхне хӑйӗн тӗнне пӑрахма хистекенсем чӳк тума пынӑ. 16Израиль ҫыннисенчен нумайӑшӗ вӗсем ҫумне хутшӑннӑ; Маттафийӑпа унӑн ывӑлӗсем вара хӑйсен тӗнӗнчен чакман. 17Патша янипе килнисем Маттафийӑна каланӑ: ку хулара эсӗ ҫулпуҫ, эсӗ мухтавлӑ та аслӑ ҫын, ывӑлусемпе тӑванусем — санӑн тӗрекӳ. 18Ҫапла вара чи малтан тытӑнса, ытти халӑхсем тунӑ пек, Иудея ҫыннисем те, Иерусалимра юлнисем те тунӑ пек, патша хушнине ту, вара ху та, санӑн пур тӑвану та патша тусӗсен шутӗнче пулӑр, хӑвна та, ывӑлусене те ылтӑн, кӗмӗл тата нумай-нумай парне парса чыс тӑвӗҫ, тенӗ. 19Маттафия хыттӑн хуравласа каланӑ: патша ҫӗрӗнчи халӑхсем пурте ӑна итлесессӗн те, кашнийӗ Турра хӑйсен ашшӗсен йӑлипе кӗлтуса тӑма пӑрахсассӑн та, патша мӗн хушнипе килӗшсессӗн те, 20эпир вара — эпӗ хам та, ывӑлӑмсем те, тӑванӑмсем те — хамӑрӑн аттемӗрсен халалӗпех пурӑнӑпӑр. 21Хамӑр саккуна, хамӑр йӑласене пӑрахасран Турӑ сыхлатӑрах пире! 22Эпир патша сӑмахне итлемӗпӗр, Туррӑмӑра кӗлтумалли йӗркерен сылтӑмалла та, сулахаялла та пӑрӑнмӑпӑр, тенӗ. 23Вӑл калама чарӑнсассӑн, пӗр иудей ҫынни пӗтӗм халӑх умӗнче Модинри чӳк вырӑнӗ патне патша хушнӑ пек чӳк тума пырса тӑнӑ. 24Ҫакна курсассӑн, Маттафия тарӑхса кайнӑ, унӑн пӗтӗм ӑшчикӗ хыпӑнса ӳкнӗ, саккуншӑн пӑшӑрханнипе унӑн ҫилли те ҫулӑмла хыпса илнӗ, вӑл вара чупса пынӑ та ҫав ҫынна чӳк вырӑнӗ умӗнчех вӗлерсе пӑрахнӑ. 25Ун хыҫҫӑнах тата патшанӑн ирӗксӗрлесех чӳк тутаракан ҫыннине те вӗлернӗ, чӳк вырӑнне ишсе антарнӑ. 26Ӗлӗк Финеес Салом ывӑлне Замврие ҫилленнӗ пек, вӑл ӗнтӗ Турӑ саккунӗшӗн вӗчӗрхеннӗ. 27Маттафия хула халӑхне хыттӑн кӑшкӑрса каланӑ: кам та кам саккуншӑн вӗчӗрхенет, кам Туррӑмӑрпа хывнӑ халалран пӑрӑнман, ҫавӑ ман хыҫран пытӑр! тенӗ. 28Вара хӑй те, ывӑлӗсем те, хулара хӑйсен мӗн пуррине пурне те пӑрахса хӑварса, тусем хушшине тарнӑ. 29Ҫавӑн чухне нумайӑшӗ, тӳрӗлӗхе те саккуна парӑннӑ ҫынсем, пушхире кайнӑ, 30вара хӑйсем те, вӗсенӗн ывӑлӗсем те, вӗсенӗн арӑмӗсем те, вӗсенӗн выльӑхӗ-чӗрлӗхӗ те ҫавӑнтах юлнӑ, мӗншӗн тесессӗн килӗнче пурӑнма вӗсене питӗ йывӑрланса ҫитнӗ. 31Вара патша ҫыннисене, Иерусалимра Давид хулинче тӑракан ҫар ушкӑнне евитленӗ: хӑш-хӑш ҫынсем, патша хушнине итлемесӗр, пушхирти улах вырӑнсене кайни ҫинчен пӗлтернӗ. 32Нумайӑшӗ ӗнтӗ тарнӑ ҫынсем хыҫҫӑн хӑваласа кайнӑ, хуса ҫитсессӗн, пуҫтарӑнса, вӗсене хирӗҫ ҫапӑҫӑва тухма йӗркеленсе тӑнӑ, ку шӑматкун пулнӑ; 33тарса кайнисене каланӑ: халӗ кая юлман-ха, тухӑр та патша хушнӑ пек тӑвӑр, вара чӗрӗ юлайӑр, тенӗ. 34Анчах лешӗсем хуравласа каланӑ: тухмастпӑр, патша хушнӑ пек тумастпӑр, шӑматкуна ирсӗрлеместпӗр, тенӗ. 35Вара васкасах вӗсене хирӗҫ ҫапӑҫу пуҫласа янӑ. 36Анчах Израиль ҫыннисем вӗсене хирӗҫ алӑ та ҫӗклемен, чул та пулин тытса пемен, хӑйсем тарса пытаннӑ вӑрттӑн вырӑнӗсене те питӗрмен, 37вӗсем каланӑ: эпир пурте пӗр айӑпсӑр вилетпӗр, эсир пире айӑпсӑрах вӗлернине тӳпе те, ҫӗр те курса тӑрать, тенӗ. 38Вӗсене шӑматкунсерен пыра-пыра тапӑннӑ, ҫапла вӗсем, вӗсен арӑмӗсем, вӗсен ачисем — пин чуна яхӑн — выльӑхӗ-чӗрлӗхӗпе пӗрлех пӗтнӗ. 39Ҫавӑн ҫинчен пӗлсессӗн, Маттафийӑпа унӑн юлташӗсем вӗсемшӗн питӗ хурланса йӗнӗ; 40ӗнтӗ вӗсем пӗрне-пӗри каланӑ: эхер те эпир пурте ҫав тӑванӑмӑрсем пек пулса хамӑр пурӑнӑҫшӑн, хамӑр йӗркесемшӗн суя тӗнлисене хирӗҫ ҫапӑҫмастпӑр пулсассӑн, вӗсем пире пурсӑмӑра та часах ҫӗр ҫинчен пӗтерсе тӑкӗҫ, тенӗ. 41Ҫав кунах вӗсем сӑмах татса хунӑ: шӑматкун пире кирек кам тапӑнтӑр та, эпир вӗсене хирӗҫ ҫапӑҫӑпӑр — хамӑр тӑванӑмӑрсем улах вырӑнсенче вилсе пӗтнӗ пек вилес темесессӗн ҫапла тӑвас пулать пирӗн, тенӗ. 42Ҫавӑн чухне вӗсем патне темӗн чухлӗ иудей — Израиль ҫӗрӗн вӑйпитти ҫыннисем, саккуншӑн ҫирӗп тӑракансем — пуҫтарӑннӑ. 43Синкер-сехметрен тарса кайнисем те вӗсем ҫумне хутшӑннӑ, ку ӗнтӗ пулӑшу ҫитниех пулнӑ. 44Ҫапла вӗсем ҫар чухлех пуҫтарӑннӑ та питех те ҫилленсе-тарӑхса ҫитнӗскерсем йӗркерен тухнӑ, саккунран хӑпнӑ ҫынсене пӗтерсе ҫӳренӗ; чӗрӗ юлнисем, ҫӑлӑнса юлас тесе, суя тӗнлисем патне тарнӑ. 45Таврара ҫӳресе Маттафийӑпа унӑн юлташӗсем чӳк вырӑнӗсене аркатнӑ, 46Израиль ҫӗрӗнчи ӳт кастарман ачасене пӗр хӑрамасӑр ӳт касса ҫӳренӗ; 47мӑнаҫлӑх ывӑлӗсене йӗрленӗ, вӗсен ӗҫӗ ӑнса пынӑ. 48Суя тӗнлӗ халӑхсен аллинчен, патшасен аллинчен саккуна вӗсем ҫапла хӳтӗленӗ, ҫылӑхлӑ ҫынна ҫиеле тухма паман.
49Маттафийӑн вилес кунӗсем ҫывӑхарса ҫитнӗ, вӑл вара ывӑлӗсене каланӑ: ку чухне мӑнаҫланасси ӳссе кайрӗ, тӳсӗмлӗх ҫитерме йывӑр, халӗ — самана улшӑнас вӑхӑт, хаяр ҫилӗ вӑхӑчӗ. 50Ачамсем, саккуншӑн хытӑ тӑрӑр, аттемӗрсен халалӗшӗн хӑвӑр пурӑнӑҫӑра та ан хӗрхенӗр. 51Аттемӗрсен хӑйсем пурӑннӑ вӑхӑтра тунӑ ӗҫӗсене астуса тӑрӑр, вара хӑвӑр та аслӑ мухтав, ӗмӗрлӗх ят илӗр. 52Авраам тӳрӗлӗхӗ ӑна сӑнанӑ чухне палӑрманччӗ-и? ҫакна ӗнтӗ унӑн сӑваплӑхӗ вырӑнне хунӑ. 53Иосиф хӑйне йывӑр килнӗ вӑхӑтра та Турӗ ӳкӗчӗсене уяса пурӑннӑ, ҫапла Египет хуҫи пулса тӑнӑ. 54Финеес, пирӗн аттемӗр, саккуншӑн питӗ тимлесе тӑрӑшнӑшӑн ӗмӗрлӗх священник ятне илнӗ. 55Турӑ сӑмахне вырӑна кӳнӗшӗн Иисус Израиль тӳри пулса тӑнӑ. 56Халев халӑх умӗнче тӗрӗссине каласа кӑтартнӑшӑн еткер ҫӗр илнӗ. 57Ырӑ кӑмӑлпа пурӑннӑшӑн Давид ӗмӗрӗ-ӗмӗрӗпе патшара ларма тивӗҫнӗ. 58Илияна саккун тӗлӗшӗнчен тимлӗрен те тимлӗ пулнӑшӑн чӗрӗллех тӳпе ҫине илнӗ. 59Анания, Азария тата Мисаил хӑйсем ӗненнине пула вут-ҫулӑмран хӑтӑлнӑ. 60Хӑй айӑпсӑр пулнӑран Даниил арӑслансен ҫӑварӗнчен сыхланса юлнӑ. 61Ҫапла вара ӑруран ӑрӑва астутарсах тӑрӑр: Турра шанса пурӑнакансем ураран ӳкмӗҫ. 62Ҫылӑхлӑ ҫын сӑмахӗнчен ан хӑрӑр: унӑн мухтавӗ тислӗк ҫеҫ, ҫӗр хурчӗ ҫеҫ пулса юлӗ. 63Паян хӑпартланать-ха вӑл, ыранах унӑн тӗлне те тупаймӗҫ: ӗнтӗ вӑл тӑпра пулнӑ, унӑн ӗмӗчӗ-шухӑшӗ те пӗтнӗ. 64Эсир вара, ачамсем, тӳсӗмлӗ пулӑр, саккуншӑн хытӑ тӑрӑр: эсир ун урлӑ мухтава тухӑр. 65Акӑ Симон, сирӗн пӗртӑванӑр: пӗлетӗп, вӑл канаш паракан ҫын, яланах ӑна итлесе пурӑнӑр, вӑл сирӗншӗн аҫӑр вырӑнне пулӗ. 66Иуда Маккавей вара, мӗн ачаран патвар та вӑйлӑскер, сирӗн ҫарпуҫӗ пултӑр, халӑхсемпе вӑрҫӑ вӑрҫтӑр. 67Ҫапла вара саккуна тытса пыракансене хӑвӑр патӑра пуҫтарӑр та хӑвӑр халӑхӑра мӑшкӑл кӑтартнисене тавӑрӑр; 68суя тӗнлисене тивӗҫлипе тавӑрӑр, саккун мӗн хушнине тимлесе туса тӑрӑр, тенӗ. 69Маттафия ӗнтӗ ывӑлӗсене пиллӗх панӑ та хӑйӗн ашшӗсемпе пӗрлешнӗ. 70Вӑл ҫӗр те хӗрӗх ултӑ ҫула кайса вилнӗ; ывӑлӗсем ӑна Модин хулинче ашшӗсенӗн тупӑклӑхне пытарнӑ; уншӑн пӗтӗм Израиль халӑхӗ чунтан хурланса вӗри куҫҫульпе хӳхленӗ.

Highlight

Copy

Compare

Share

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in