YouVersion Logo
Search Icon

Ӳлӗмхи 12:14-16

Ӳлӗмхи 12:14-16 CHB

Ҫӗленрен тарса пушхире, хӑй валли хатӗрленӗ вырӑна, вӗҫсе кайтӑр тесе, пӗр вӑхӑт, икӗ вӑхӑт тата ҫур вӑхӑт иртиччен ҫавӑнта тӑранса пурӑнтӑр тесе арӑма пысӑк ӑмӑрткайӑкӑн икӗ ҫунатне пачӗҫ. Арӑма шывпа юхтарса ярасшӑн ҫӗлен ун хыҫҫӑн хӑйӗн ҫӑварӗнчен ҫырма пек шыв пӗрӗхтерсе кӑларчӗ. Анчах арӑма ҫӗр пулӑшрӗ: вӑл ҫӑварне уҫрӗ те аҫтаха хӑй ҫӑварӗнчен пӗрӗхтерсе кӑларнӑ шыва ҫӑтса ячӗ.