1
Марк ҫырнӑ Евангели 13:13
БИБЛИ
CHB
Ман ятӑмшӑн сире пурте курайми пулӗҫ; вӗҫне ҫитичченех тӳсекенӗ ҫӑлӑнӗ.
Compare
Explore Марк ҫырнӑ Евангели 13:13
2
Марк ҫырнӑ Евангели 13:33
Астӑвӑр, сыхӑ тӑрӑр, кӗлтӑвӑр: ҫав вӑхӑт хӑҫан ҫитессине пӗлместӗр.
Explore Марк ҫырнӑ Евангели 13:33
3
Марк ҫырнӑ Евангели 13:11
Хӑвӑра сута пама тытса кайнӑ чухне эсир мӗн каласси пирки малтанах шухӑшласа ан хурӑр, ан пӑшӑрханӑр; ҫав сехетре хӑвӑра мӗн пӗлтернине калӑр: мӗншӗн тесессӗн эсир мар, Таса Сывлӑш каласа тӑрӗ.
Explore Марк ҫырнӑ Евангели 13:11
4
Марк ҫырнӑ Евангели 13:31
Тӳпепе ҫӗр те пӗтӗ, Манӑн сӑмахӑмсем вара нихӑҫан та ҫухалмӗҫ.
Explore Марк ҫырнӑ Евангели 13:31
5
Марк ҫырнӑ Евангели 13:32
Ҫав кун ҫинчен е ҫав сехет ҫинчен никам та пӗлмест, тӳпери ангелсем те пӗлмеҫҫӗ, Ывӑлӗ те пӗлмест, Аттем ҫеҫ пӗлет.
Explore Марк ҫырнӑ Евангели 13:32
6
Марк ҫырнӑ Евангели 13:7
Вӑрҫӑсем ҫинчен, вӑрҫӑ шӑв-шавӗ ҫинчен илтсессӗн ан сехӗрленӗр: ҫакӑ пӗтӗмпех пулмалла вӑл; анчах ку — вӗҫӗ мар-ха.
Explore Марк ҫырнӑ Евангели 13:7
7
Марк ҫырнӑ Евангели 13:35-37
Ҫапла ӗнтӗ сыхӑ пулӑр, мӗншӗн тесессӗн ҫурт хуҫи хӑҫан килессине — те каҫпа, те ҫӗр варринче, те автан авӑтнӑ вӑхӑтра, те ирхине — пӗлместӗр; вӑл, сасартӑк килсе, эсир ҫывӑрнӑ тӗле ан пултӑрччӗ. Сире каланине пуриншӗн те калатӑп: сыхӑ пулӑр, тенӗ.
Explore Марк ҫырнӑ Евангели 13:35-37
8
Марк ҫырнӑ Евангели 13:8
Халӑх ҫине — халӑх, патшалӑх ҫине патшалӑх тапӑнӗ; вырӑнӗ-вырӑнӗпе ҫӗр чӗтренӗ, выҫлӑх пулӗ, халӑхсем пӑлханӗҫ. Ку — асапсен пуҫламӑшӗ кӑна-ха.
Explore Марк ҫырнӑ Евангели 13:8
9
Марк ҫырнӑ Евангели 13:10
Анчах та малтан пур халӑхсен хушшине те Евангели сарӑлса ҫитмелле.
Explore Марк ҫырнӑ Евангели 13:10
10
Марк ҫырнӑ Евангели 13:6
нумайӑшӗ Ман ятӑмпа килӗ те: «Вӑл — эпӗ» тесе чылайӑшне илӗртсе улталӗ.
Explore Марк ҫырнӑ Евангели 13:6
11
Марк ҫырнӑ Евангели 13:9
Эсир вара сыхӑ пулӑр: сире сут тума тытса парӗҫ, синагогӑсенче хӗнӗҫ; Ман пирки сире тӳресемпе патшасен умне Ман ҫинчен вӗсен умӗнче кӳнтелеме тӑратӗҫ.
Explore Марк ҫырнӑ Евангели 13:9
12
Марк ҫырнӑ Евангели 13:22
Ӗнтӗ суя христоссем, суя пророксем килӗҫ, май пулсан суйланисене те илӗртсе улталас тесе, паллӑсемпе хӑватсем кӑтартӗҫ.
Explore Марк ҫырнӑ Евангели 13:22
13
Марк ҫырнӑ Евангели 13:24-25
Ҫав кунсенче, ҫав асап хыҫҫӑн, хӗвел тӗттӗмленӗ, уйӑх та хӑй ҫутине кӑтартмӗ, тӳперен ҫӑлтӑрсем тӑкӑнӗҫ, ҫӳлти вӑй-хӑватсем хускалӗҫ.
Explore Марк ҫырнӑ Евангели 13:24-25