YouVersion Logo
Search Icon

Еврейсене 11:24-27

Еврейсене 11:24-27 CHB

Моисей те ӗненнӗ, ӳссе ҫитӗнсессӗн, Моисей хӑйне фараон хӗрӗн ывӑлӗ теме пӑрахнӑ; ҫылӑха кӗрсе пӗр авка киленсе пурӑннинчен вӑл Турӑ халӑхӗпе пӗрле асапланса пурӑнма хавасрах пулнӑ; Христос тӳснӗ мӑшкӑла Египетри мулран пысӑка хунӑ — вӑл пулас ырӑлӑха шанса тӑнӑ. Ӗненнипе вӑл патша ҫиллинчен хӑрамасӑр Египетран пӑрахса кайнӑ: Курӑнманскере курса тӑнӑ пек, вӑл тӗреклӗ тӑнӑ.