анчах уххи унӑн ҫирӗп пулчӗ, алли унӑн тӗреклӗ пулчӗ: хӑватлӑ Туррӑн — Иаков Туррин — алли вӑй панипе, Кӗтӳҫӗ, Израиль тӗрекӗ пулӑшнипе ҫапла пулчӗ. Вӑл — сан аҫунӑн Турри, Вӑл сана пулӑшса тӑтӑр; Вӑл — Пурне те Пултаракан Турӑ, Вӑл сана пиллетӗр, сана ҫӳлтен тӳпе пиллӗхӗпе, аялти тӗпсӗр авӑрсен пиллӗхӗпе, сӗтлӗ кӑкӑр пиллӗхӗпе, вар пиллӗхӗпе