Вӑл Иосифа пиллесе каланӑ: манӑн Авраампа Исаак аттемсем Турӑ умӗнче ҫӳренӗ, ҫав Турӑ, мана мӗн ҫуралнӑранпа ҫак кунччен пӑхса усракан Турӑ, мана пур тӗрлӗ усалтан хӑтарса тӑракан Ангел ҫак ачасене пиллетӗр; манӑн ятӑмпа Авраампа Исаак аттемсен ячӗсем вӗсем ҫинче пулччӑр, вӗсем ҫӗр ҫинче темӗн чухлӗ ӗрчесе-хунаса кайччӑр, тенӗ.