1
Эфес ҫыннисене 6:12
БИБЛИ
CHB
пирӗн ӳтпе те юнпа — ҫынсемпе — кӗрешмелле мар, пуҫлӑхсемпе, хӑватсемпе, ҫак тӗнче сӗмлӗхне тытса тӑракансемпе, тӳпери усал сывлӑшсемпе кӗрешмелле.
Compare
Explore Эфес ҫыннисене 6:12
2
Эфес ҫыннисене 6:18
Кирек хӑш вӑхӑтра та эсир, хӑвӑра Сывлӑш хистенӗ пек, тӗрлӗ кӗлӗпе, йӑлӑнса чунтан-вартан кӗлтӑвӑр; яланах тӑрӑшса кӗлтӑвӑр; пур сӑваплӑ ҫыншӑн та кӗлтӑвӑр
Explore Эфес ҫыннисене 6:18
3
Эфес ҫыннисене 6:11
Туррӑн вӑрҫӑ кӑралне пӗтӗмпе тӑхӑнӑр — вара шуйттанӑн чеелӗхне хирӗҫ тӑма пултарайӑр
Explore Эфес ҫыннисене 6:11
4
Эфес ҫыннисене 6:13
Ҫавӑнпа ӗнтӗ, йывӑр кун усала хирӗҫ тӑмашкӑн, пурне те ҫӗнтерсе кайран сыхӑ тӑмашкӑн Туррӑн вӑрҫӑ кӑралӗпе авӑрланӑр.
Explore Эфес ҫыннисене 6:13
5
Эфес ҫыннисене 6:16-17
кирек хӑҫан та ӗненӗвӗн хулканне тытса тӑрӑр: унпа эсир шуйттанӑн хӗртсе яракан пур уххине те сӳнтерме пултарӑр; тата ҫӑлӑнӑҫӑн калпакне, Сывлӑш паракан хӗҫе — Турӑ Сӑмахне — илӗр.
Explore Эфес ҫыннисене 6:16-17
6
Эфес ҫыннисене 6:14-15
Хатӗрленӗр, пилӗкӗре чӑнлӑх ҫыхӑр, тӳрӗлӗхӗн ҫапса витерме ҫук тумтирне тӑхӑнӑр, канӑҫлӑх ҫинчен Ырӑ Хыпар пӗлтермешкӗн урӑра сырса хатӗр тӑрӑр
Explore Эфес ҫыннисене 6:14-15
7
Эфес ҫыннисене 6:10
Эй тӑванӑмсем, юлашкинчен ҫапла калам: Ҫӳлхуҫапа, Унӑн хӑватлӑ вӑйӗпе тӗреклӗленӗр
Explore Эфес ҫыннисене 6:10
8
Эфес ҫыннисене 6:2-3-2-3
«Аҫупа аннӳне хисепле, вара хӑвнах ырӑ пулӗ, ҫӗр ҫинчи ӗмӗрӳ вӑрӑм килӗ» — ку ырӑлӑх пама пулнӑ малтанхи ӳкӗт.
Explore Эфес ҫыннисене 6:2-3-2-3
9
Эфес ҫыннисене 6:1
Эй ачамсем, хӑвӑр аҫӑр-аннӗре Ҫӳлхуҫашӑн пӑхӑнса тӑрӑр, ку вӑл — тивӗҫлипе пӑхӑнни.
Explore Эфес ҫыннисене 6:1