1
Тимофей патне 2-мӗш ҫыру 1:7
БИБЛИ
CHB
Турӑ пире хӑравҫӑлӑх сывлӑшне паман, вӑй-хӑват сывлӑшне, юрату тата ҫирӗп ӑстӑн сывлӑшне панӑ.
Compare
Explore Тимофей патне 2-мӗш ҫыру 1:7
2
Тимофей патне 2-мӗш ҫыру 1:9
Турӑ пире ҫӑлнӑ, тасалма чӗннӗ, пирӗн ӗҫӗмӗрсене кура чӗнмен, Хӑй кӑмӑл тунипе тата ӗмӗрхи вӑхӑтсенчен малтанах пире Иисус Христос урлӑ панӑ тивлетне кура чӗннӗ.
Explore Тимофей патне 2-мӗш ҫыру 1:9
3
Тимофей патне 2-мӗш ҫыру 1:6
Ҫавӑнпа эпӗ сана ҫакна астутарасшӑн: хам алӑ хунипе Турӑран илнӗ хастарӑн ҫулӑмне сӳнме ан пар.
Explore Тимофей патне 2-мӗш ҫыру 1:6
4
Тимофей патне 2-мӗш ҫыру 1:8
Ҫавӑнпа ӗнтӗ Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр ҫинчен Ырӑ Хыпар пӗлтермешкӗн ан вӑтан: эпӗ, Унӑн ҫынни, тӗрмене ларнӑшӑн та ан вӑтан; ман пекех Турӑ вӑйне шанса, манпа пӗрле Ырӑ Хыпаршӑн асаплан.
Explore Тимофей патне 2-мӗш ҫыру 1:8
5
Тимофей патне 2-мӗш ҫыру 1:12
Эпӗ ҫавӑнпа ҫапла асапланатӑп та. Анчах эпӗ вӑтанмастӑп, мӗншӗн тесессӗн хам Кама ӗненнине пӗлетӗп; тата хама шанса панине Вӑл ҫав кун ҫитиччен шанчӑклӑ упрасса шансах тӑратӑп.
Explore Тимофей патне 2-мӗш ҫыру 1:12