Ҫавӑнпа ӗнтӗ ҫине тӑрсах калатӑп: арҫынсем пӗр ҫилленмесӗр, иккӗленмесӗр, таса аллисене ҫӳлелле ҫӗклесе пур ҫӗрте те кӗлӗ туччӑр; хӗрарӑмсем ӗренкеллӗ, сӑпайлӑ тумланччӑр, хӑйсене вӗсем ҫӳҫне-пуҫне тем тӗрлӗ тирпейленипе мар, ылтӑн та ӗнчӗ ҫакнипе мар, хаклӑ тум тӑхӑннипе мар, ырӑ ӗҫ туса капӑрлатчӑр — Турра юраса пурӑнма пулнӑ хӗрарӑмсене ҫавӑ килӗшет.