1
Иоанӑн 1-мӗш ҫырӑвӗ 4:18
БИБЛИ
CHB
Юратакан хӑрамасть, чӑн юрату хӑрассине пӗтерет; хӑрани асаплантарать. Хӑраканӗ чӑн юрату мӗнне пӗлмест.
Compare
Explore Иоанӑн 1-мӗш ҫырӑвӗ 4:18
2
Иоанӑн 1-мӗш ҫырӑвӗ 4:4
Эй ачамсем! эсир — Турӑран, эсир вӗсене ҫӗнтертӗр; сирӗн ӑшӑрта тӑракан Сывлӑш тӗнчере тӑракан сывлӑшран хӑватлӑрах.
Explore Иоанӑн 1-мӗш ҫырӑвӗ 4:4
3
Иоанӑн 1-мӗш ҫырӑвӗ 4:19
Турӑ пире малтан юратнӑ, эпир Ӑна ҫавӑнпа юрататпӑр.
Explore Иоанӑн 1-мӗш ҫырӑвӗ 4:19
4
Иоанӑн 1-мӗш ҫырӑвӗ 4:7
Эй савнӑ тӑванӑмсем! пӗр-пӗрне юратар, мӗншӗн тесессӗн юрату вӑл — Турӑран, юратакан кирек кам та Турӑран ҫуралнӑ, Турра пӗлет
Explore Иоанӑн 1-мӗш ҫырӑвӗ 4:7
5
Иоанӑн 1-мӗш ҫырӑвӗ 4:8
юратман ҫын Турра пӗлмест, мӗншӗн тесессӗн Турӑ — юрату вӑл.
Explore Иоанӑн 1-мӗш ҫырӑвӗ 4:8
6
Иоанӑн 1-мӗш ҫырӑвӗ 4:10
Юрату вӑл эпир Турра мӗнле юратнинче мар, Турӑ пире мӗнле юратнинче: Вӑл Хӑйӗн Ывӑлне пирӗн ҫылӑхӑмӑрсене каҫарттаракан парне пулма янӑ.
Explore Иоанӑн 1-мӗш ҫырӑвӗ 4:10
7
Иоанӑн 1-мӗш ҫырӑвӗ 4:11
Эй савнӑ тӑванӑмсем! Турӑ пире ҫапла юратать пулсассӑн, пирӗн те пӗр-пӗрне юратмалла.
Explore Иоанӑн 1-мӗш ҫырӑвӗ 4:11
8
Иоанӑн 1-мӗш ҫырӑвӗ 4:9
Ывӑлӗ урлӑ пире чӗрӗлӗх парасшӑн Турӑ Хӑйӗн пӗртен-пӗр Ывӑлне тӗнчене янинчен Турӑ пире юратни палӑрчӗ.
Explore Иоанӑн 1-мӗш ҫырӑвӗ 4:9
9
Иоанӑн 1-мӗш ҫырӑвӗ 4:20
Кам: «эпӗ Турра юрататӑп» тет, хӑй вара тӑванне кураймасӑр тӑрать, ҫавӑ — суеҫӗ: куҫ курса тӑракан тӑванне юратман ҫын хӑй курмасӑр тӑракан Турра епле юраттӑр?
Explore Иоанӑн 1-мӗш ҫырӑвӗ 4:20
10
Иоанӑн 1-мӗш ҫырӑвӗ 4:15
Кам Иисуса Турӑ Ывӑлӗ тесе ӗненет, ҫавӑн ӑшӗнче Турӑ тӑрать, вӑл та Турӑ ӑшӗнче пулать.
Explore Иоанӑн 1-мӗш ҫырӑвӗ 4:15
11
Иоанӑн 1-мӗш ҫырӑвӗ 4:21
Турӑ пире ҫакӑн пек ӳкӗт панӑ: Турра юратакан хӑй тӑванне те юраттӑр, тенӗ.
Explore Иоанӑн 1-мӗш ҫырӑвӗ 4:21
12
Иоанӑн 1-мӗш ҫырӑвӗ 4:1-2
Эй савнӑ тӑванӑмсем! пур сывлӑша та ан ӗненӗр, сывлӑшсене сӑнаса пӑхӑр — Турӑран-и вӗсем: тӗнчене халӗ нумай суя пророк тухнӑ. Турӑ Сывлӑшне ҫакӑнтан пӗлӗр: ӳтленсе килнӗ Иисус Христоса ӗненекен кирек хӑш сывлӑш та — Турӑран.
Explore Иоанӑн 1-мӗш ҫырӑвӗ 4:1-2
13
Иоанӑн 1-мӗш ҫырӑвӗ 4:3
Ӳтленсе килнӗ Иисус Христоса ӗненмен кирек хӑш сывлӑш та — Турӑран мар, вӑл — антихрист сывлӑшӗ, антихрист килесси ҫинчен эсир илтнӗ, вӑл тӗнчере ӗнтӗ.
Explore Иоанӑн 1-мӗш ҫырӑвӗ 4:3