YouVersion Logo
Search Icon

Иоанӑн 1-мӗш ҫырӑвӗ 4

4
1Эй савнӑ тӑванӑмсем! пур сывлӑша та ан ӗненӗр, сывлӑшсене сӑнаса пӑхӑр — Турӑран-и вӗсем: тӗнчене халӗ нумай суя пророк тухнӑ. 2Турӑ Сывлӑшне ҫакӑнтан пӗлӗр: ӳтленсе килнӗ Иисус Христоса ӗненекен кирек хӑш сывлӑш та — Турӑран. 3Ӳтленсе килнӗ Иисус Христоса ӗненмен кирек хӑш сывлӑш та — Турӑран мар, вӑл — антихрист сывлӑшӗ, антихрист килесси ҫинчен эсир илтнӗ, вӑл тӗнчере ӗнтӗ.
4Эй ачамсем! эсир — Турӑран, эсир вӗсене ҫӗнтертӗр; сирӗн ӑшӑрта тӑракан Сывлӑш тӗнчере тӑракан сывлӑшран хӑватлӑрах. 5Вӗсем — тӗнчерен, ҫавӑнпа тӗнчери пек калаҫаҫҫӗ, тӗнче вӗсене итлет. 6Эпир — Турӑран; Турра пӗлекен пире итлет; кам Турӑран мар, вӑл пире итлемест. Чӑнлӑх сывлӑшне тата аташтаракан сывлӑша ҫавӑнтан пӗлетпӗр.
7Эй савнӑ тӑванӑмсем! пӗр-пӗрне юратар, мӗншӗн тесессӗн юрату вӑл — Турӑран, юратакан кирек кам та Турӑран ҫуралнӑ, Турра пӗлет; 8юратман ҫын Турра пӗлмест, мӗншӗн тесессӗн Турӑ — юрату вӑл. 9Ывӑлӗ урлӑ пире чӗрӗлӗх парасшӑн Турӑ Хӑйӗн пӗртен-пӗр Ывӑлне тӗнчене янинчен Турӑ пире юратни палӑрчӗ. 10Юрату вӑл эпир Турра мӗнле юратнинче мар, Турӑ пире мӗнле юратнинче: Вӑл Хӑйӗн Ывӑлне пирӗн ҫылӑхӑмӑрсене каҫарттаракан парне пулма янӑ.
11Эй савнӑ тӑванӑмсем! Турӑ пире ҫапла юратать пулсассӑн, пирӗн те пӗр-пӗрне юратмалла. 12Турра никам та нихӑҫан та курман. Эпир пӗр-пӗрне юрататпӑр пулсассӑн, Турӑ пирӗн ӑшра пулать, вара эпир Вӑл хушнӑ пек юратакан пулса ҫитетпӗр. 13Хамӑр Унӑн ӑшӗнче тӑнине, Вӑл та пирӗн ӑшра тӑнине эпир Вӑл пире Хӑй Сывлӑшӗн ырӑлӑхӗсене панинчен пӗлетпӗр. 14Эпир Атте Турӑ Хӑй Ывӑлне тӗнчене ҫӑлма янине курнӑ, эпир ҫакӑн ҫинчен ҫирӗплетсе каласа паратпӑр. 15Кам Иисуса Турӑ Ывӑлӗ тесе ӗненет, ҫавӑн ӑшӗнче Турӑ тӑрать, вӑл та Турӑ ӑшӗнче пулать. 16Турӑ пире юратса тӑнине эпир пӗлтӗмӗр ӗнтӗ, юратнине ӗненсе ҫитрӗмӗр, Турӑ — юрату вӑл, юратса пурӑнаканӗ Турӑ ӑшӗнче тӑрать, Турӑ та ун ӑшӗнче пулать. 17Пирӗн ӑшӑмӑрта тулли юрату хӑватлӑланса пынипе эпир сут кунӗнче хӑюллӑ пулӑпӑр, мӗншӗн тесессӗн эпир ҫак тӗнчере Ун пек пурӑнатпӑр. 18Юратакан хӑрамасть, чӑн юрату хӑрассине пӗтерет; хӑрани асаплантарать. Хӑраканӗ чӑн юрату мӗнне пӗлмест. 19Турӑ пире малтан юратнӑ, эпир Ӑна ҫавӑнпа юрататпӑр. 20Кам: «эпӗ Турра юрататӑп» тет, хӑй вара тӑванне кураймасӑр тӑрать, ҫавӑ — суеҫӗ: куҫ курса тӑракан тӑванне юратман ҫын хӑй курмасӑр тӑракан Турра епле юраттӑр? 21Турӑ пире ҫакӑн пек ӳкӗт панӑ: Турра юратакан хӑй тӑванне те юраттӑр, тенӗ.

Highlight

Copy

Compare

Share

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in