Тит патне 3:4-7
Тит патне 3:4-7 CHB
Хамӑра Ҫӑлакан Туррӑмӑр тивлечӗ тата Вӑл этеме юратни ҫитсессӗн, Вӑл пире хамӑр тунӑ тӳрӗ ӗҫӗмӗрсене кура мар, Хӑйӗн хӗрхенекен кӑмӑлӗпе, пире шывпа ҫӗнӗрен ҫуратса, Таса Сывлӑшпа ҫӗнетсе ҫӑлчӗ; Хӑйӗн тивлечӗпе тӳрре тухчӑр, шанса тӑнӑран ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗмелле пулччӑр тесе, Турӑ пире хамӑра Ҫӑлакан Иисус Христос урлӑ Таса Сывлӑшне ытлӑ-ҫитлӗ пачӗ.






