Bible App logo
Search Icon

Сирах 7

7
1Усал ан ту — хӑвна та усал ҫитмӗ; 2тӗрӗсмарлӑхран пӑрӑн — вӑл та санран пӑрӑнӗ. 3Эй ывӑлӑм! суха кассийӗ ҫине тӗрӗсмарлӑх ан ак — мӗн акнинчен ҫичӗ хут ытларах вырса илмелле пулмӗ. 4Ҫӳлхуҫаран аслӑлӑх ан ыйт, патшаран чаплӑ вырӑн ан ыйт. 5Ҫӳлхуҫа умӗнче тӳрре тухма ан тӑрӑш, патша умӗнче ӑсупа ан курнӑҫлан. 6Тӳре пуласшӑн ан сӑхлан: тӗрӗсмарлӑха ҫӗнтерме халу ҫитменнипе, хӑҫан та пулин чаплӑ ҫынран хӑранипе хӑвӑн тӳрӗлӗхне иккӗленӳллӗ тӑвасси ан пултӑр. 7Хула халӑхӗ ҫинчен усал ан шухӑшла, йыш умӗнче чысна ан ҫухат. 8Пӗр ҫылӑхах икӗ хутчен ан ту, пӗр ҫылӑхушӑн та айӑпран хӑтӑлаймӑн. 9«Вӑл манӑн йышлӑ парнеме кӑмӑл тӑвӗ, эпӗ ҫавна Ҫӳлти Турра кӳрӗп — Вӑл хапӑл пулӗ» тесе ан шутла. 10Кӗлтунӑ чухне шанӑҫа ҫухатса ан кӗлту, мӗскӗне пулӑшассинчен ан пӑрӑн. 11Чунӗ хурланнӑ ҫынран мӑшкӑлласа ан кул: Йӑвашлан-тараканни те, Ҫӗклентерекенни те пур.
12Хӑвӑн тӑвану ҫинчен суя сӑмах ан кӑлар, тусу ҫинчен те суя суйса ан калаҫ. 13Нимӗнле суя сӑмах та сарса ан ҫӳре: ӑна тепӗр хут каланинчен ырӑ пулас ҫук. 14Ваттисен пухӑвӗнче нумай ан калаҫ, кӗлтунӑ чухне пӗр сӑмахах темиҫе хут ан кала. 15Йывӑр ӗҫрен, Ҫӳлхуҫа хунӑ ҫӗр ӗҫӗнчен ан пӑрӑн. 16Ҫылӑхлисен йышлӑ йышне ан хутшӑн. 17Астусах тӑр — Турӑ ҫилли тӑхтамасть, 18чунна витӗрех йӑвашлантар. 19Ҫылӑхлӑ ҫынна хаса — вут-ҫулӑм, хурт — кӗтет.
20Тусна мулпа, варлӑ тӑванна Офир ылтӑнӗпе ан улӑштар. 21Ӑслӑ, ырӑ кӑмӑллӑ арӑмна ан пӑрах: унӑн ырӑлӑхӗ ылтӑнран та хаклӑрах. 22Тӑрӑшса ӗҫлекен чуруна та, тара тытнӑ ҫынна та, хӑвна чунтан парӑннӑскере, ан кӳрентер. 23Чуну ӑслӑ-тӑнлӑ чурана юраттӑр, вӑхӑчӗ ҫитсессӗн — ӑна ирӗклӗх пар. 24Выльӑх-чӗрлӗх пур-и санӑн? ӑна пӑхас пулать, вӑл хӑвна усӑ кӳрет пулсассӑн — ӑна усрас пулать. 25Ывӑлусем пур-и санӑн? вӗрент вӗсене, ачаранпах пуҫ тайма пӗлччӗр. 26Хӗрӳсем пур-и санӑн? вӗсем сывӑ, тӗрӗс-тӗкел ӳсчӗр тесе тӑрӑш, вӗсен куҫне савӑнӑҫлӑ сӑн-сӑпатпа ан курӑн. 27Хӗрне качча парса, эсӗ пысӑк ӗҫ тӑвӑн, ӑна ӑслӑ-тӑнлӑ ҫынна пехилле. 28Чунтан юратнӑ арӑму пур-и санӑн? хӑваласа ан яр ӑна. Арӑмна кураймастӑн пулсассӑн, ан шан ӑна. 29Аҫуна чунтан-чӗререн хисепле, аннӳ хӑвна асапланса ҫуратнине ан ман. 30Ан ман, эсӗ вӗсенчен ҫуралнӑ: вӗсем саншӑн мӗн тунине эсӗ мӗнле тавӑрса парайӑн?
31Ҫӳлхуҫа умӗнче пӗтӗм чунупа савӑнса-хӑраса тӑр, Унӑн священникӗсене хисепле: 32хӑвна Пултаракана пӗтӗм вӑй-халупа юрат, Уншӑн ӗҫлекенсенчен ан сивӗн. 33Ҫӳлхуҫаран хӑра, священника хисепле, йӗрке тӑрӑх хунӑ пайне парса тӑр ӑна: 34малтанхи тырпулран, выльӑх-чӗрлӗхрен, тӗрлӗ ҫимӗҫрен кӳмелли парнене те, ҫылӑхшӑн кӳмелли парнене те, хул пайне те, ӳкӗнӗҫ парнине те — парнесен сӑваплӑ пайне — пурне те тивӗҫлипе парса тӑр. 35Пиллӗхӳ тулли пултӑр тесессӗн, санӑн аллунтан мӗскӗнсем те ырӑлӑх курччӑр. 36Чӗррисене пурне те пулӑшма тӑрӑш, вилнисене те ырӑ кӑмӑлусӑр ан хӑвар. 37Йӗрекенрен ан пӑрӑн, кулянаканпа пӗрле ху та кулян. 38Чирлӗ ҫын патне кайса килме ан вӑрахла, уншӑн эсӗ юратӑва тивӗҫ пулӑн. 39Кирек-мӗн ӗҫленӗ чухне те ху вилессине асра тыт, вара ӗмӗрне те ҫылӑха кӗмӗн.

Currently Selected:

Сирах 7: CHB

Highlight

Copy

Compare

Share

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in