Сирах 40
40
1Этем ҫине питӗ пысӑк йывӑрлӑх хунӑ, Адам ывӑлӗсем ҫинчи ҫӗклем питех те йывӑр, вӗсем, амӑш варӗнчен тухса, ҫӗр ҫинчисен амӑшӗ патне таврӑнас кунчченех асапланаҫҫӗ. 2Этем мӗн пуласси ҫинчен, вилӗм кунӗ ҫинчен шухӑшлать, ҫакӑ ӑна хӑратать, чӗрине сехӗрлентерет. 3Чаплӑ патша пуканӗ ҫинче лараканран пуҫласа ҫӗр ҫумӗнчен, тӑпра ӑшӗнчен хӑпайман ҫын таранччен, 4хӗрхӗлтӗм тум тумланса, пуҫкӑшӑль тӑхӑнса ҫӳрекенрен пуҫласа шӑлапир тумпа ҫӳрекен таранччен — 5пурте вӗчӗхеҫҫӗ, кӗвӗҫеҫҫӗ, пӑтранаҫҫӗ, пӑшӑрханаҫҫӗ, вилӗмрен сехӗрленеҫҫӗ, тарӑхаҫҫӗ, харкашаҫҫӗ, ҫывӑрма выртнӑ вырӑнӗ ҫинче те вӗсен ӑсне тӗлӗк аташтарать. 6Канӑҫӗ сахал унӑн, ҫукпа пӗрех, ҫавӑнпа вӑл ҫывӑрнӑ чухне те, кӑнтӑрлахи пекех, сыхӑ ҫывӑрать: 7вӑрҫӑ хирӗнчен тарса ӳкнӗ ҫын евӗр, хӑй шухӑшӗнчен хӑй шикленекенскер, тӗлӗк тӗлленнӗ чухне чи хӑрушӑ самантра шарт сиксе вӑранать те тӗлӗнсех каять: нимӗн хӑрушши те ҫук иккен. 8Ҫакӑн пек шиклӗх пӗтӗм чӗрӗ чунӑн — этемрен пуҫласа выльӑх таранах — пулать, анчах ҫылӑхлӑ ҫыннӑн вӑл ҫичӗ хут ытларах. 9Вилӗм, юн тӑкни, вӑрҫӑ-харҫӑ, хӗҫ, инкек-синкек, выҫлӑх, хӗн-асап, типшар — 10пурте ҫакӑ — йӗркесӗр ҫынсем валли; талай та ҫавсем пиркиех ҫитнӗ. 11Ҫӗртен пулни пурте ҫӗрех кӗрет, шывран пулни шывах каять. 12Сӗрев илессипе тӗрӗсмарлӑх пӗтӗмпех тӗп пулӗ, тӳрӗлӗх вара ӗмӗр-ӗмӗр тӑрӗ. 13Йӗркесӗр ҫынсен пурлӑхӗ юхӑм шывӗ пек типсе ларӗ, шалкӑм ҫумӑр ҫунӑ чухне хаяр аслати кӗрлесе иртсе кайнӑ пек ҫухалӗ. 14Кам ҫынна пулӑшмашкӑн аллине тӑсать, ҫавӑ савӑнать; усал ҫынсем вара пӗтмеллипех пӗтӗҫ. 15Ҫылӑхлӑ ҫын йӑхӗнчен хунав турат ӗрчемест, юрӑхсӑр тымарсем те — чул хысак ҫинче. 16Шыв-шур таврашӗнчи, ҫыран хӗрринчи хӑяха ытти курӑкран малтан ҫулса тӑкаҫҫӗ. 17Ырӑ тӑвакан — пиллӗхлӗ, ӑна райри пек лайӑх пулӗ, тӳрӗлӗх ӗмӗр-ӗмӗре пырать. 18Мӗн пӳрнипе ҫырлахакан ҫыннӑн, ӗҫлесе пурӑнакан ҫыннӑн кунҫулӗ савӑнӑҫлӑ; мул тупакан вара вӗсенчен иккӗшӗнчен те ирттерет. 19Ача-пӑча урлӑ ӗмӗрлӗхе ят юлать, хула туса лартни ӗмӗрлӗх ят хӑварать, пур тӗлӗшпе те тӗрӗс арӑм вара вӗсенчен иккӗшӗнчен те ирттерет. 20Эрехпе юрӑ-кӗвӗ чуна савӑнтараҫҫӗ, ӑслӑлӑха юратни вара вӗсенчен иккӗшӗнчен те ирттерет. 21Кӗслепе шӑхличӗ юрӑ сассине илем кӳреҫҫӗ, ырӑ чӗлхе-ҫӑвар вара вӗсенчен те ирттерет. 22Чеченлӗхпе илем куҫа сӑхлантараҫҫӗ, калча ешӗллӗхӗ вара вӗсенчен те ирттерет. 23Тус-пӗлӗш вӑхӑтран вӑхӑта пуҫтарӑнать, арӑм — яланах пӗрле, вӗсенчен ирттерет. 24Тӑван-йыш, хута кӗрекен хуйхӑ-суйхӑра пулӑшать, ҫук ҫынна пани вӗсенчен те ытларах ҫӑлать. 25Ылтӑн-кӗмӗл ура ҫине тӑратать, ырӑ канаш вара унран та шанчӑклӑрах. 26Пуянлӑхпа вӑй-хӑват чӗрене ырӑлатаҫҫӗ, Ҫӳлхуҫаран хӑрани вара вӗсенчен те ирттерет: 27Ҫӳлхуҫаран хӑранинче пӗр ҫитменлӗх те ҫук, ҫавӑ пур чухне пулӑшу шырама та кирлӗ мар; 28Ҫӳлхуҫаран хӑрани — пиллӗхлӗ рай пек, Вӑл ӑна тем тӗрлӗ мухтав кӳрет.
29Эй ывӑлӑм! кӗлмӗҫленсе ан пурӑн: ыйткаласа ҫӳриччен вилсе вырт. 30Кам ҫын ҫӑкӑрне ӑмсанать, ҫавӑн пурӑнӑҫӗ те пурӑнӑҫ мар: ҫын ҫӑкӑрне ҫисе, вӑл чунне мӗскӗнлетет; 31чипер ӑнлӑ-пуҫлӑ ҫын, йӗркеллӗ ҫын ҫавӑн пек пуласран сыхланать. 32Намӑса пӗлмен ҫын чӗлхипе ҫӑвӑнса кӗленет, анчах ӑшӗнче унӑн вут ҫунать.
Currently Selected:
Сирах 40: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.

: