Сирах 39
39
1Ҫӳлти Турӑ саккунне чунтан парӑнса, ун ҫинчен тимлӗн шухӑшлакан — ун пек мар: вӑл авалхисен ӑслӑлӑхне тӗпчесе йӗрлет, пророксен сӑмахӗсене тишкерет: 2вӑл ятлӑ ҫынсен сӑмахӗсене сӑнаса-астуса тӑрать, ытарлӑ сӑмах-юмахӑн пӗлтерӗшне ӑнланма тӑрӑшать; 3вӑл каларӑшсен тӗп шухӑшне тӗпчет, ытарӑш тупсӑмне шырать. 4Вӑл аслӑ ҫынсем хушшинче ӗҫлӗ, аслӑ пуҫлӑх умне тӑма тивӗҫлӗ пулӗ; 5вӑл ют халӑх ҫӗрне те ҫул хывӗ: вӑл ӗнтӗ ҫынсем хушшинче ыррине те, усаллине те курнӑ. 6Унӑн чӗри ир-ирех Ҫӳлхуҫа умне тӑма хатӗр, Ҫӳлти Турӑ умӗнче кӗлтӑвӗ; ҫылӑхӗсенчен ӳкӗнсе, чунтан-вартан кӗлтӑвӗ. 7Аслӑ Ҫӳлхуҫамӑр кӑмӑл тусассӑн, ӑна ӑслӑлӑх хӑвачӗ кӗрӗ, 8вара ӑслӑлӑх сӑмахӗсем калӗ, хӑйӗн кӗллипе Ҫӳлхуҫана мухтаса тӑрӗ; 9кӑмӑлне те, ӑсне те ырӑлатӗ, Ҫӳлхуҫанӑн вӑрттӑнлӑхӗсем ҫинчен шухӑшлӗ; 10вӑл хӑй вӗрентӗвӗн ӑслӑлӑхне кӑтартӗ, Ҫӳлхуҫа халалӗн саккунне уяса пурӑннипе ырӑ ят илӗ. 11Унӑн ӑсне нумайӑшӗ мухтавлӗ, ӑна ӗмӗрне те манмӗҫ; 12ӑна нихӑҫан та асран ямӗҫ, унӑн ячӗ сыпӑкран сыпӑка сыхланса юлӗ. 13Унӑн ӑслӑлӑхӗ ҫинчен халӑхсем калаҫӗҫ, ӑна пухусенче мухтавлӗҫ; 14пурӑннӑ чухнех унӑн ячӗ пин-пин ҫын ятӗнчен ирттерӗ; вилсессӗн вара унӑн чапӗ тата ҫӳле ҫӗкленӗ.
15Шухӑшласа пӑхсассӑн татах калӑп: эпӗ, тулли уйӑх пек, туп-тулли. 16Эй таса чӗреллӗ ачасем, мана итлӗр-ха, эсир юхӑм шыв хӗрринче ӳсекен кӗлчечек пек ӳсӗр; 17ливан ырӑ шӑршӑ сарнӑ пек, сирӗнтен ырӑ шӑршӑ сарӑлса тӑтӑр; 18лили чечекӗ пек ҫеҫкеленӗр, юрлама пуҫлӑр та пурте пӗрле юрласа мухтӑр; 19пур ӗҫӗрпе те Ҫӳлхуҫана мухтавлӑр; Унӑн ятне аслӑлӑр, мухтавлӑхне кура Ӑна чап кӳрӗр, 20юрӑ юрласа, кӗсле каласа, акӑ ҫапла аслӑлӑр Ӑна: 21Ҫӳлхуҫанӑн мӗн тунӑ ӗҫӗ пурте ырӑ, Вӑл мӗн хушни пурте вӑхӑчӗпе пулса пырать; 22«мӗскер-ши ку? мӗне кирлӗ-ши ку?» теме юрамасть: пурте хӑй вӑхӑтӗнче паллӑ пулӗ. 23Унӑн сӑмахӗпе шыв капан пек купаланса тӑнӑ, Вӑл каланипе шыв пухӑнмалли вырӑнсем пулнӑ. 24Мӗнпур ырӑлӑх Турӑ хушнипе пулать, Унӑн ырӑлӑхне-сиплӗхне никам та иксӗтеес ҫук. 25Унӑн куҫӗ умӗнче — пур чӗрӗ чун ӗҫӗ, Унӑн куҫӗнчен нимӗн те пытанаймӗ. 26Вӑл ӗмӗр витӗр курса тӑрать, Уншӑн нимӗн те тӗлӗнмелли ҫук. 27«Мӗскер-ши ку? мӗне кирлӗ-ши ку?» теме юрамасть: пурне те кирлӗрен пултарнӑ. 28Унӑн пиллӗхӗ тулӑх юханшыв пек сарӑлать, типӗ ҫӗре талай пек шӑварать. 29Вӑл тахҫан шӑваракан ҫӗрсем вырӑнне тӑварак ҫӗр тунине курнӑ пек, халӑхсем Унӑн ҫиллине те кураҫҫӗ. 30Унӑн ҫулӗ сӑваплӑ ҫыншӑн — тӳрӗ, ҫылӑхлӑ ҫыншӑн — такӑнчӑк. 31Малтанласах ыррисемшӗн ыррине, ҫылӑхлисемшӗн усаллине пултарнӑ. 32Этеме пурӑнан пурӑнӑҫра чи кирли — шыв, вут, тимӗр, тӑвар, тулӑ ҫӑнӑхӗ, пыл, сӗт, иҫӗм ҫупкӑмӗн юнӗ, ҫу тата кӗпе-тумтир: 33таса пурӑнакансемшӗн ҫак япаласем пурте усӑллӑ, ҫылӑхлӑ ҫынна вара ҫавӑ сиен кӳме пултарать. 34Хӑш ҫиле этеме тавӑрмашкӑн пултарнӑ, вӑл вӗрнӗҫемӗн хаярланса пырать, тулашать, 35вирхӗннӗҫемӗн кӑраланать, хӑйне Пултараканӗн хаярлӑхне ҫырлахтарать. 36Вут-кӑвара, ҫӑвакан пӑра, выҫлӑха, вилӗме — ҫакна пурне те тавӑрмашкӑн пултарнӑ; 37тискер кайӑк шӑлӗ, ҫӗлен-калта сӑнни, ҫылӑхлӑ ҫынна тавӑрса вилӗм кӳрекен хӗҫ 38Турӑ хушасса анчах хавасланса кӗтсе тӑраҫҫӗ, ӗнтӗ вӗсем кирлӗ вӑхӑта хатӗр, хӑйсен вӑхӑтӗнче Унӑн сӑмахӗнчен иртмӗҫ вӗсем. 39Ҫавӑнпа эпӗ, малтанах шутласа хурса, тӗплӗ шухӑшларӑм, вара кӗнекене ҫырса хӑвартӑм: 40Ҫӳлхуҫанӑн пур ӗҫӗ те ырӑ, мӗн кирлине Вӑл хӑй вӑхӑтӗнче парса пырать; 41«ку лешӗнчен япӑхрах» теме ҫук: хӑй вӑхӑтӗнче пурте ырра тухать. 42Эппин, Ҫӳлхуҫана пӗтӗм чун-чӗререн мухтаса юрлӑр, Унӑн ятне аслӑласа тӑрӑр.
Currently Selected:
Сирах 39: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.

: