Сирах 38
38
1Эмелҫӗ вӑл — кирлӗ, ӑна хисепле: ӑна Ҫӳлхуҫа пултарнӑ, 2сиплес хастарлӑхне ӑна Ҫӳлти Турӑ парать, вӑл патшаран парне илсе тӑрать. 3Эмелҫӗ хӑй пӗлӗвне пула асла тухать, вӑл аслӑ ҫынсем хушшинче те чыс курать. 4Ҫӳлхуҫа имлӗх-сиплӗхе ҫӗртен тупмалла тунӑ, ӑнлӑ-пуҫлӑ ҫын ҫавӑнпа усӑ курса пурӑнать. 5Вӑл Хӑйӗн хӑватне кӑтартасшӑн шыва йывӑҫ пӑрахса тутлӑлантарман-и? 6Турӑ этеме пӗлӳ панӑ, Хӑйӗн тӗлӗнмелле ӗҫӗсене курса Хӑйне мухтатӑр тенӗ. 7Эмелҫӗ этеме хӑйӗн пӗлӗвӗпе имлет, ӑна чир-чӗртен хӑтарать. 8Эмелҫӗ тӗрлӗ имҫам хутӑштарса эмел тӑвать, унӑн ӗҫӗ ҫавӑнпах вӗҫленмест, ӑна пула ҫӗр пичӗ те ырӑ курать. 9Ывӑлӑм! чир лексессӗн тимлӗ пул, Ҫӳлхуҫана кӗлту, Вӑл сана сыватӗ. 10Ҫылӑхлӑ пурӑнӑҫна пӑрах, аллуна тӳрлет, чӗрӳне пур ҫылӑхунтан та тасат. 11Ырӑ шӑршӑ тӗтӗр, тырӑ-пулӑ парни кӳр, ҫуллӑ-техӗмлӗ парне пар, вӑю ҫитнӗ таран пар; 12эмелҫӗне те ан ман, ӑна та Ҫӳлхуҫа пултарнӑ, сан патӑнтан пӑрахса ан кайтӑр вӑл: сана кирлӗ вӑл. 13Хӑш чухне вӗсен аллинчен те пулӑшу пулать: 14вӗсем те Ҫӳлхуҫана кӗлтӑваҫҫӗ, чирлӗ ҫынна ҫӑмӑллӑх кӳмешкӗн, сыватса кунҫулне тӑсмашкӑн Унран пулӑшу ыйтаҫҫӗ. 15Кам та кам хӑйне Пултараканӗ умӗнче ҫылӑха кӗрет, ҫавӑ эмелҫӗ аллине кӗрсе ӳктӗр! 16Ывӑлӑм! вилнӗ ҫыншӑн куҫҫулӗпе макӑр, тӳсейми хурлӑх ҫитнӗ евӗр, чунтан-вартан ӗсӗкле, хӳхлев пуҫла; ӳтне чипер тирпейлесе, ӑна йӑла-йӗркепе пытар; 17хурлӑхлӑн хӳхле, кӑмӑлупа хуҫӑлса макӑр, ҫыннине кура пӗр кун, икӗ кун кулян уншӑн, — ҫын ан сивлетӗр сана, — вара пусӑрӑн, лӑплан: 18хурлӑха пула вилме пулать, чӗре хурлӑхӗ вӑя ӗмет. 19Инкек-синкекпе пӗрле хурлӑхӗ те ҫитет, мӗскӗн пурӑнӑҫӗ мӗскӗн ҫын чӗрине асаплантарать. 20Чӗрӳне хурлӑх айне ан ту; вӗҫӗнче мӗн пуласса асра тытса хурлӑхна сирсе яр. 21Ҫакна ан ман: вилнӗскерне каялла тавӑраймӑн; ӗнтӗ пулӑшаймӑн ӑна, хӑвна сиен туни ҫеҫ. 22«Мана мӗн ҫитнине асра тыт: вӑл сана та ҫитет — мана ӗнер ҫитрӗ, сана паян ҫитӗ». 23Вилнӗскерӗ лӑпланнӑ ӗнтӗ, эсӗ те лӑплан, ӑна ялан асна ан ил, унӑн чунӗ тухнӑ ӗнтӗ — ӑшна пусар.
24Кӗнеке тӑрӑх ӑслӑлӑх пухасси ерҫӳ вӑхӑтра пулса пырать, кам ерҫӳллӗ, ҫавӑ ӑслӑлӑх пухма пултарать. 25Акапуҫ тытса пыракан, чӑпӑрккипе мухтанакан, ӗҫ ӗҫлеттерсе, вӑкӑрне хӑваласа пыракан, пӑрусемпе вӑкӑрсем ҫинчен ҫеҫ калаҫакан ӑҫтан ӑслӑлӑх пухайтӑр? 26Унӑн мӗнпур хуйхи-суйхи те — ака-суха анчах, мӗнпур шухӑшӗ те — тынасене тӑрантарасси анчах. 27Ҫавӑн пекех йывӑҫ каскалакан та, унӑн пуҫлӑхӗ те каҫа кӑнтӑр кунӗ пек ӗҫлесе ирттерет: чул каскалаканӗ хӑйӗн эрешне тӗрлӗ-тӗрлӗ тума тӑрӑшать; 28вӑл пӗтӗм чун хавалӗпе ӳкерчӗкне тӗрӗс ӳкересшӗн тимлет, вӑл хӑйӗн ӗҫне пахаран та паха туса ҫитересшӗн. 29Тимӗрҫӗ те ҫавӑн пекех — сунтал умӗнче тимӗртен мӗнле япала тӑвасси ҫинчен шухӑша кайса ларать: унӑн ӳт-тирне тӗтӗм ҫиет, вучахран вӗри ҫапнине те тӳсет вӑл; 30ҫапкӑч сассисӗр пуҫне нимӗн те илтмест, хӑй савӑт ӗлки ҫинчен куҫне илмест; 31пӗтӗм чун хавалӗпе вӑл ӗҫне пӗтересшӗн тӑрӑшать, вӑл ӑна пахаран та паха туса ҫитересшӗн. 32Чӳлмекҫӗ те ҫавӑн пекех — хӑйӗн ӗҫне тимлет, урипе кустӑрма ҫавӑрса ларать, 33ялан хӑйӗн ӗҫӗшӗн тӑрӑшать, мӗн-мӗн тумалли уншӑн пӗтӗмпе паллӑ: 34вӑл тӑм йӑвалать, ӑна урипе ҫӑрса ҫемҫетет; 35пӗтӗм чунтан тӑрӑшать — савӑтне ҫиелтен сӑрласа пахаран та паха туса ҫитересшӗн, ӗнтӗ часрах кӑмакине тасатасшӑн. 36Пурте вӗсем хӑйсен аллине шанаҫҫӗ, харпӑр хӑй ӗҫӗнче ӑста вӗсем; 37вӗсемсӗр хула та лартас ҫук, вӗсем урӑх вырӑна, унта-кунта куҫса ҫӳрес ҫук; 38ҫапах та ҫав ҫынсемпе канашланмаҫҫӗ, вӗсем пухура та чыслӑ вырӑн йышӑнмаҫҫӗ, тӳре вырӑнӗнче лармаҫҫӗ вӗсем, сут ӗҫӗсем ҫинчен шухӑшламаҫҫӗ, вӗрентсе те каламаҫҫӗ, хурламаҫҫӗ те; 39вӗсем пурӑнан пурӑнӑҫра мӗн кирлине туса тӑраҫҫӗ, кӗлтӑвасса та вӗсем хӑйсен ӗҫӗ валли ӑнӑҫлӑх ыйтса кӗлтӑваҫҫӗ.
Currently Selected:
Сирах 38: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.