Сирах 37
37
1Кирек мӗнле тус та: «эпӗ те унпа туслашрӑм» теме пултарать. Анчах тепӗри ячӗшӗн ҫеҫ тус пулать. 2Тусу, юлташу тӑшмана тухсассӑн, ҫакӑ сана вилесле кулянтармасть-и? 3Эй усал шухӑш! пӗтӗм ҫӗре ултавлӑхпа хупӑрламашкӑн ӑҫтан ҫӗмӗрсе кӗтӗн эсӗ? 4Тусӗ савӑнӑҫлӑ чухне тепӗр тус савӑнса тӑрать, тусӗ хурлӑха юлсассӑн вара ӑна тӳртӗн тӑрать. 5Тус туса хӑй пырӗшӗн анчах пулӑшать, вӑрҫӑ тухас пулсассӑн, ӑна хирӗҫ хулкан тытать. 6Хӑвӑн тусна ӑшунта ан ман, пурлӑху тӗлӗшӗнчен те ӑна манӑҫа ан хӑвар. 7Канаш паракансем пурте хӑйсен канашне мухтаҫҫӗ, анчах хӑшӗ-пӗри хӑйӗншӗн усӑллӑ канаш парать; 8канаш паракантан чунна сыхласа тӑр, малтан ӑна мӗн кирлине пӗл: тен, вӑл хӑйӗншӗн канаш тӑвать; 9тен, вӑл сан пирки шӑпа ярӗ те сана: «ҫулу аван» тейӗ те, хӑй тӗлме-тӗл тӑрса, сана мӗн пуласса пӑхса тӑрӗ. 10Хӑвна ырӑ сунман ҫынпа канаш ан ту, хӑвна ӑмсанаканран шухӑшна пытар. 11Арӑмупа — хӑйӗнпе тупӑшакан хӗрарӑм ҫинчен, хӑравҫӑпа — вӑрҫӑ ҫинчен, сутуҫӑпа — улӑштару ҫинчен, сутӑн илекенпе — сутасси ҫинчен, ӑмсанаканпа — тав тӑвасси ҫинчен, 12хытӑ кӑмӑллӑ ҫынпа — ырӑ тӑвасси ҫинчен, кахалпа — ӗҫ ӗҫлесси ҫинчен, 13ҫулталӑклӑх тара тытнӑ ҫынпа — ӗҫе вӗҫлесси ҫинчен, наян чурапа пысӑк ӗҫ ҫинчен ан канашла. 14Ҫавӑн пек ҫынсене нимӗнле канашлура та ан шан, 15яланах таса чӗреллӗ ҫынпа ҫеҫ канашла, вӑл Ҫӳлхуҫа ӳкӗчӗсене уяса пурӑннине пӗлӗн эсӗ, 16унӑн чунӗ — санӑн чунна ҫывӑх, сана йывӑр килсессӗн, вӑл санпа пӗрле хуйхӑрать. 17Чӗрӳ мӗнле канаш панине тимле: саншӑн унран шанчӑкли ҫук та; 18этем чунӗ хӑш чухне сӑнамалли ҫӳллӗ вырӑнтан сӑнаса ларакан ҫичӗ ҫынран та ытларах пӗлтерет. 19Анчах ҫав вӑхӑтрах Ҫӳлти Турра кӗлту: Ӑна хӑвӑн ҫулна чӑнлӑх патне ҫитерме тархасла.
20Кирек мӗнле ӗҫ те шухӑшран пуҫланать, кирек мӗнле ӗҫ умӗн те канашлас пулать. 21Чӗрери шухӑш-туйӑм пит-куҫра палӑрать. Тӑватӑ япала палӑрать унта: ырӑпа усал, пурӑнӑҫпа вилӗм, чӗлхе вара — яланах пуҫ пулса тӑраканӗ. 22Хӑш ҫын ӑстайлӑ, нумайӑшне ӑс парать, анчах хӑй чунне усӑ кӳреймест. 23Хӑш ҫын темле сӑмах та хайлать, хӑйне вара кураймаҫҫӗ — ун пек ҫын хӑй валли ҫӑкӑр та тупаймӗ: 24ун пек ҫыншӑн Ҫӳлхуҫаран тивлет ҫук, вӑл ӑслӑлӑхран татӑлса юлнӑ. 25Хӑш ҫын хӑй чунӗшӗн ӑслӑ, вӑл мӗн пӗлсе калаҫни пурте тӗрӗс. 26Ӑслӑлӑхлӑ ҫын хӑй халӑхне вӗрентет, вӑл мӗн пӗлни пурте тӗрӗс. 27Ӑслӑлӑхлӑ ҫынна туп-тулли пиллӗх ҫитӗ, ҫакна куракансем пурте ӑна телейлӗ тейӗҫ. 28Этем пурӑнас кунӑн шучӗ пур, Израиль кунӗн шучӗ те ҫук. 29Ӑслӑлӑхлӑ ҫынна хӑй халӑхӗ шанса тӑрать, унӑн ячӗ ӗмӗре пырать. 30Ывӑлӑм! пурӑнан пурӑнӑҫунта чунна тӗрӗслесех тӑр, уншӑн мӗн сиенлине асӑрхаса тӑр, ҫавӑнтан сыхла ӑна: 31пур япала та пуриншӗнех сиплӗхлӗ мар, хӑш-хӑш япалана пур чун та йышӑнмасть. 32Тутлӑ ҫимӗҫ тесе сӑхланса ан ҫи, тӗслӗрен тӗслӗ ҫимӗҫ тесе ан ҫӑткӑнлан: 33ытлашши ҫини чире ярать, иртӗхсе ҫисессӗн, халер та тупӑнать; 34иртӗхсе ҫинӗрен нумайӑшӗ вилӗм тупнӑ, пырне чаракан — кунҫулне малалла тӑсакан.
Currently Selected:
Сирах 37: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.

: