YouVersion Logo
Search Icon

Сирах 36

36
1Эй Патшамӑр, эй мӗн пуррийӗн Турри, хӗрхенсем пире, ан пӑрахсам пире, 2Хӑвӑнтан хӑрассине пур халӑхсене те ҫитер. 3Аллуна ют халӑхсем ҫине тӑс, вӗсем Санӑн хӑватна пӗлсе ҫитчӗр. 4Вӗсене пирӗн урлӑ Хӑвӑн сӑваплӑхна кӑтартнӑ евӗр, Хӑвӑн хӑватна пире вӗсен урлӑ кӑтарт — 5эпир епле пӗлсе тӑратпӑр, вӗсем те пӗлччӗр ҫакна: эй Ҫӳлхуҫамӑр, Сансӑр пуҫне урӑх Турӑ ҫук. 6Авалхи пек паллӑсем кӑтартсам, ҫӗнӗ кӗтретсем пултарсам; 7аллуна, хӑватлӑ сылтӑм аллуна, чапа кӑларсам; хаярлӑхна кӑтартсам, ҫиллӳне ҫитерсем; 8хирӗҫ тӑракана пӗтер, тӑшмана аркат; 9вӑхӑта хисте, тупа тунине аса ил — Санӑн аслӑ ӗҫӳсем ҫинчен пӗлтерччӗр. 10Хӗҫрен таракана вут-ҫулӑм хаярлӑхӗ пӗтертӗр, Санӑн халӑхна пусмӑрлакансем тӗп пулччӑр. 11Тӑшман пуҫлӑхӗсенӗн пуҫне ҫапса салат, вӗсем ӗнтӗ: «пирӗнсӗр пуҫне никам та ҫук!» тееҫҫӗ. 12Иаковӑн мӗнпур ӑрӑвне пӗрле пух та, авалхи пекех, вӗсене Хӑвӑн еткерӳ ту. 13Эй Ҫӳлхуҫамӑр, Хӑв ятупа ят хунӑ халӑхна, малтанхи ывӑлу вырӑнне хунӑ Израиле ҫырлахсамччӗ. 14Хӑвӑн сӑваплӑ хулуна — Иерусалима, Хӑвӑн канӑҫлӑ вырӑнна — хӗрхенсемччӗ. 15Сион ҫинче Санӑн аслӑлӑху, Хӑвӑн Ҫуртӑнта Санӑн мухтавлӑху тӑтӑр. 16Пуҫламӑшӗнчех Хӑвӑн еткерӳ пулнӑскерсене ырӑлӑх парасса пӗлтер, Хӑвӑн яту ячӗпе пророксене ҫӗнӗрен ҫӗклентер. 17Хӑвна шанса тӑракансене ырӑлӑх пар, Санӑн пророкусем калани вырӑна килтӗр. 18Эй Ҫӳлхуҫамӑр, Хӑвӑн халӑхушӑн Аарон пиллӗхӗпе кӗлтӑвакан чурусенӗн кӗллине илтсемччӗ, 19вара ҫӗр ҫинче пурӑнакансем пурте Эсӗ Ҫӳлхуҫа иккенне, ӗмӗрсенӗн Турри иккенне, пӗлӗҫ.
20Ӑшчик кирек мӗнле ҫимӗҫе те хапӑллать, анчах пӗр ҫимӗҫӗ тепӗр ҫимӗҫрен лайӑхрах: 21карланкӑ кайӑк ашӗн тутине, ӑслӑ ҫын суя сӑмаха уйӑрса илет. 22Ултавлӑ чӗре хурлӑх кӳрет, анчах пурӑнӑҫ тути-масине пӗлекенӗ ҫав хурлӑха ун ҫинех ҫавӑрать. 23Хӗрарӑм кирек мӗнле арҫынна та йышӑнать, анчах пӗр хӗрӗ тепӗр хӗртен лайӑхрах: 24арӑм илемӗ ар пит-куҫне ҫутатать, упӑшкине ҫак илем пуринчен ытла сӑхлантарать; 25арӑмӗ ӑшӑ кӑмӑллӑ, ҫемҫе чӗлхеллӗ пулсассӑн, упӑшки — этем ывӑлӗсенчен чи телейли. 26Арӑм илнӗ ҫын пурлӑх никӗсне хывать, вӑл ӗнтӗ хӑй валли тивӗҫлӗ пулӑшакан, канлӗх тӗрекӗ тупать. 27Ӑҫта карта ҫук, унта ҫурт-йӗре тустараҫҫӗ; камӑн арӑм ҫук, ҫавӑ кулянса ҫапкаланса ҫӳрет: 28кӑралпа авӑрланнӑ вӑрӑ-хураха, хуларан хулана ҫапкаланса ҫӳрекенскере, кам ӗнентӗр? 29Ҫавӑн пекех килсӗр-ҫуртсӑр, ӑҫта каҫа юлнӑ унта чарӑнакан ҫынна та шанма ҫук.

Currently Selected:

Сирах 36: CHB

Highlight

Copy

Compare

Share

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in