Сирах 35
35
1Кам та кам Турӑ саккунне уяса тӑрать, ҫавӑ парне шутне ӳстерет; кам Турӑ ӳкӗтне тытса пурӑнать, ҫавӑ канӑҫлӑх парни кӳрет. 2Кам ырӑлӑхшӑн тав тӑвать, ҫавӑ тулӑ ҫӑнӑхӗ хывать; мӗскӗне ырӑлӑх тӑвакан вара мухтав парнийӗ кӳрет. 3Ҫӳлхуҫана юрани — усалтан пӑрӑнни, Ӑна ҫырлахтарни — суяран сивӗнни. 4Ҫӳлхуҫа умне пушӑ алӑпа ан пыр: йӗрке тӑрӑх ҫапла пулмалла. 5Тӳрӗ ҫын парнийӗ парне вырӑнне тулӑх тӑвать, унӑн ырӑ шӑрши — Ҫӳлти Турӑ умӗнче; 6тӳрӗ ҫын парнийӗ кӑмӑллӑ, вӑл нихӑҫан та манӑҫмасть. 7Ҫӳлхуҫамӑра хаваслӑ пит-куҫпа аслӑла, аллу ӳстернӗ малтанхи ҫимӗҫе ан чакар; 8парне кӳнӗ чухне кирек хӑҫан та питӳ-куҫу хаваслӑ пултӑр, вуннӑмӗш пайне савӑнса халалла. 9Ҫӳлти Турӑ Хӑй епле парать, ҫавӑн пек пар, питӳ-куҫу хаваслӑ пултӑр — аллу вӑйне кура парса тӑр: 10Ҫӳлхуҫа тавӑрса парать, Вӑл сана ҫичӗ хут ытла тавӑрса парӗ. 11Нумай парне парса хӑтӑлӑп тесе ан шутла: Вӑл ун пеккине йышӑнмасть; юрӑхсӑр парнене те ан шан: 12Ҫӳлхуҫа Вӑл — тӳре, Вӑл пурне те тивӗҫлипе хисеплет. 13Вӑл пуяна чухӑнран мала хумасть, хурлӑха хӑварнӑ ҫын кӗллине илтет Вӑл; 14Вӑл тӑлӑх ача тархасланине те, тӑлӑх арӑм йӗре-йӗре йӑлӑннине те илтмесӗр хӑвармасть. 15Тӑлӑх арӑм пичӗ тӑрӑх куҫҫулӗ мар-и юхать, куҫҫульпе йӗртекене мар-и вӑл ылханать? 16Хӑйӗншӗн ӗҫлекене Турӑ кӑмӑлласа йышӑнӗ, ун пек ҫыннӑн кӗлли тӳпенех ҫитӗ. 17Йӑвашӑн кӗлли пӗлӗтсем витӗр тухӗ, кӗлли Турӑ умне ҫитиччен ҫав ҫын лӑпланмӗ, 18Ҫӳлти Турӑ куриччен-илтиччен, тӳрӗ сут тӑвиччен, Хӑйӗн ирӗкне пӗлтериччен те чарӑнмӗ вӑл. 19Ҫӳлхуҫа вӑраха ямӗ, чӑтса тӑмӗ, хӗрхенӳсӗр ҫынсенӗн шӑмми-шаккине ҫапса ҫӗмӗрӗ; 20халӑхсене те хирӗҫ тавӑрӗ Вӑл, пусмӑрлакансен эшкерне пӗтерсе тӑкӗ, йӗркесӗр патшасен туйине аркатӗ, 21кашни ҫынна ӗҫне кура, тунӑ ӗҫӗсемшӗн, ӗмӗчӗ-шухӑшӗсемшӗн тавӑрса парӗ, 22Хӑй халӑхне Турӑ тивӗҫлипе сут тӑвӗ, вӗсене Хӑйӗн ырӑлӑхӗпе савӑнтарӗ. 23Хӗн-асап тӳснӗ чухне ҫитнӗ ырӑлӑх — типӗ ҫанталӑкри ҫумӑр пӗлӗчӗсем евӗр вӑхӑтлӑ.
Currently Selected:
Сирах 35: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.