Сирах 33
33
1Ҫӳлхуҫаран хӑракана усаллӑх ҫулӑхмасть, Вӑл ӑна хӑтарать. 2Ӑсчах ҫын саккуна хирӗҫлемест, саккуна ячӗшӗн ҫеҫ тытса пыракан вара — ҫил-тӑвӑла лекнӗ карап пек. 3Ӑслӑ-тӑнлӑ ҫын саккуна шанать, саккун та ун тӗлӗшӗнчен урим хуравӗ пек шанчӑклӑ. 4Калас сӑмахна хатӗрлесе хур — вара итлӗҫ сана; хӑвна ӑс панине чӗрӳ ҫумнех ҫыхса хур та — хуравла. 5Айванӑн кӑмӑлӗ урапа кустӑрми евӗрлӗ, унӑн шухӑшӗ — ҫаврӑнакан тӗнӗл. 6Тӑрӑхлакан тус — шухӑ ут пек: ӑна кам утланать, вӑл ҫавӑн айӗнче кӗҫенет. 7Ҫулталӑкри кашни кун ҫутине пӗр хӗвелех ярса тӑрать пулсассӑн, мӗншӗн-ха пӗр кун тепӗр кунран лайӑхрах? 8Вӗсене пӗр-пӗринчен Ҫӳлхуҫа ӑслӑлӑхӗ уйӑрнӑ; Вӑл хӑш-хӑш вӑхӑта, уявсене палӑртса хунӑ: 9хӑшӗсене Вӑл асла хурса сӑваплӑх панӑ, ыттисене ахаль кун шутӗнче хӑварнӑ. 10Пур этем те тӑпраран пулнӑ, Адама та ҫӗртен тунӑ; 11анчах туп-тулли ӑслӑлӑхӗпе Ҫӳлхуҫа вӗсене пӗрпӗринчен уйрӑлса тӑмалла тунӑ, вӗсене тӗрлӗ ҫулпа кайма пӳрнӗ: 12хӑшне пиллесе асла кӑларнӑ, хӑшне сӑваплӑх парса Хӑй патне ҫывӑхартнӑ, хӑшне тата ылханса кӗҫӗне хӑварнӑ та вырӑнӗнчен ӳкернӗ. 13Чӳлмек тӑмӗ — чӳлмекҫӗ аллинче, аллинчи тӑмран вӑл мӗн тӑвас тет, ҫавна тӑвать, ҫавӑн пекех этем те — хӑйне Пултараканӗн аллинче, этеме Вӑл мӗн кӑтартас тет, ҫавна кӑтартать. 14Усала хирӗҫ — ырӑ, вилӗме хирӗҫ — пурӑнӑҫ, ҫавӑн пекех таса ҫынна хирӗҫ — ҫылӑхлӑ ҫын. Ҫӳлти Туррӑн мӗнпур ӗҫӗ ҫине ҫапла пӑх: вӗсем мӑшӑрӑн, пӗрне хирӗҫ — тепӗри. 15Эпӗ иҫӗм ҫырли татакансем хыҫҫӑн пуҫтартӑм, кайранхи пулса, тӑрӑшсах ӗҫлерӗм, 16Ҫӳлхуҫа пиллӗхӗпе ӗҫӗм ӑнӑҫлӑ пулчӗ: юхтаркӑча иҫӗм ҫырли татса тултартӑм. 17Ӑнланӑр ҫакна: эпӗ пӗр хамшӑн анчах мар, ӑс илме ӗмӗтленекен пур ҫыншӑн та ӗҫлерӗм.
18Эй халӑх тӳрисем, итлӗр мана, эй пуху пуҫлӑхӗсем, тӑнлӑр мана: 19ху пурӑннӑ чухне ывӑлу та, арӑму та, тӑвану та, тусу та хӑвна ан пӑхӑнтарайччӑр — ирӗк ан пар ун пек тума; 20пурлӑхна-хуҫалӑхна ҫынна ан пар — ӳкӗнсе, хӑвӑн пурлӑхушӑн хӑвӑн йӑлӑнмалла ан пултӑр. 21Ху чӗрӗ чухне, сывлан сывлӑшу пур чухне хӑвна ху никампа та ан улӑштар: 22ывӑлусен куҫӗнчен пӑхса пурӑниччен ачусем хӑвӑнтан ыйтни лайӑхрах. 23Пур ӗҫӳнте те хӑв пуҫ пул, хӑвӑн чысна ан варала. 24Кунҫулу вӗҫленсессӗн, вилӗмӳ ҫитсессӗн, ӗнтӗ пурлӑхна халалласа хӑвар. 25Апат, патак, ҫӑк-ҫӗклем — ашак валли; ҫӑкӑр, хаса, ӗҫ — чура валли. 26Чуруна ӗҫлеттер — ху канӑҫ курӑн; аллине ӗҫрен пушат ҫеҫ — вӑл ирӗке пӑхма пуҫлать. 27Вӑкӑр мӑйне сӳсменпе чӗн пушӑ, усал чурана тӑлӑпа суран авать; 28чуруна ялан ӗҫлеттер, ахаль ан тӑтӑр вӑл: ӗҫсӗрлӗх этеме тем тӗрлӗ усала та вӗрентнӗ; 29хӑйне тивӗҫлӗ ӗҫ патне тӑрат ӑна, итлемесессӗн — сӑнчӑрпа сӑнчӑрла. 30Анчах никама та виҫине пӗлмесӗр ан айӑпла, шухӑшламасӑр нимӗн те ан ту. 31Чуру пӗрре пулсассӑн, вӑл ху пекех пултӑр: эсӗ ӑна хӑвӑн юну хакӗпе туяннӑ; 32чуру пӗрре пулсассӑн, ӑна тӑванна усранӑ пек усра: вӑл сана хӑвӑн чуну пекех кирлӗ пулӗ; 33кӳрентерӗн те, ху айккинелле пӑрӑнӑн та — вӑл пӑрахса тарӗ, вара ӑна ӑҫта шыраса ҫӳрӗн?
Currently Selected:
Сирах 33: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.