Bible App logo
Search Icon

Сирах 19

19
1Ӗҫке кӑмӑллакан ҫын нихӑҫан та пуяс ҫук, сахала вырӑна хуман ҫын сахаллӑн-сахаллӑнах ҫука ерет. 2Эрехпеле хӗрарӑм ӑслӑ-тӑнлӑ ҫынсенех пӑсаҫҫӗ, аскӑн арӑмпа ҫыхланакан тата ытларах намӑссӑрланать; 3вӑл ҫӗрӗк-марӑкпа хурт мӑшкӑлӗ пулса юлӗ, чӑрсӑр чун тӗп пулӗ.
4Хӑвӑрт шанса пӑрахаканӗ ҫӑмӑлттай ӑслӑ, ҫылӑх тӑваканӗ хӑй чунӗ умӗнче ҫылӑха кӗрет. 5Усаллӑха хапӑллаканӗ айӑпа тивӗҫлӗ пулӗ, кӑмӑлӗ иртӗннине чараканӗ пурӑнӑҫне чапа кӑларӗ. 6Чӗлхине чараканӗ канӑҫлӑ пурӑнӗ, ҫапла вӑл усаллӑхран сыхланӗ. 7Пӗр сӑмаха икӗ хут ан кала, уншӑн санӑн нимӗн те иксӗлмест. 8Тусна та, тӑшманна та каласа ан пар, ҫакӑншӑн хӑвна ҫылӑх пулмасассӑн ан пӗлтер: 9вӑл сана итлӗ-тӑнлӗ те санран асӑрханма пуҫлӗ, каярахпа сана курайми те пулӗ. 10Илтнӗ сӑмах ӑшӑнтах пӗттӗр: ан хӑра, сана ҫурса пӑрахас ҫук вӑл. 11Ухмах ҫын хӑй калас сӑмахӗшӗн ача ҫуратакан арӑм пекех асапланать. 12Ухмах чӗринчи сӑмах — айӑка тӑрӑннӑ ҫӗмренпе танах.
13Тусунтан ыйтса пӗл: тен, вӑл ун пек туман пулӗ; тунӑ пулсассӑн — ӳлӗмрен ан тутӑр. 14Ҫывӑх ҫыннунтан ыйтса пӗл: тен, вӑл ун пек каламан пулӗ; каланӑ пулсассӑн — урӑх ан калатӑр. 15Тусунтан ыйтса пӗл — тӑтӑшах элек те пулать, 16пур сӑмаха та ан ӗнен. 17Тен, вӑл ҫакна усал тӑвас тесе туман; кам ӗнтӗ чӗлхипе ҫылӑха кӗмен?
18Ҫывӑх ҫыннуна юниччен малтан хӑйӗнчен ыйтса пӗл, Ҫӳлти Турӑ саккунӗ тӗрӗслетӗр ӑна. Кирек епле ӑслӑлӑх та — Ҫӳлхуҫаран хӑрани, кирек мӗнле ӑслӑлӑх та — саккуна пурӑнӑҫлани. 19Начаррине пӗлни ӑслӑлӑх мар вӑл. Ҫылӑхлисен канашӗнче ӑстӑн ҫук. 20Тем тума хатӗр йӑскӑн ҫын та пулать, ирсӗрлӗх ку; ӑссӑрри, ӑсӗ ҫителӗксӗрри те пулать. 21Сахал пӗлекен, анчах Турӑран хӑракан ҫын — нумай пӗлӳллӗ, анчах саккуна пӑсакан ҫынран аванрах. 22Хитрен курӑнакан чеелӗх пулать, анчах вӑл саккуна хирӗҫле; айӑпласшӑнах тӳнтерле сут туни те пулать. 23Пӗкӗрӗлсе, пусӑрӑнчӑк ҫӳрекен чее ҫын та пулать, ӑшӗнче хӑйӗн — каварлӑх. 24Вӑл пуҫне чикнӗ, илтмӗше перет, анчах хӑйне пӗлмен ҫӗрте сана пӳлсех хурать. 25Вӑйӗ ҫитейменнипе сана сиен тӑваймасассӑн — май килсенех сана усал тӑвать. 26Ҫын мӗнлереххи тулашӗнчен пӑхсах курӑнать, тӗл пулсан, ӑслӑ-тӑнлӑ ҫынна пичӗ-куҫӗнченех пӗлме пулать. 27Ҫын мӗнлереххине унӑн тумӗ те, кулли те, утти те кӑтартса парать. 28Хӑш чухне ҫынна куҫӑн калани вырӑнсӑр пулать, тепӗри шарламасть — вӑлах ӑслӑ пулса тухать.

Currently Selected:

Сирах 19: CHB

Highlight

Copy

Compare

Share

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in