Сирах 18
18
1Мӗн пуррине пӗтӗмпех ӗмӗр Пурӑнаканӗ пултарнӑ; Ҫӳлхуҫа анчах тӳрӗ. 2Унӑн ӗҫӗсене никам та ӑнланаймасть. 3Унӑн аслӑ ӗҫӗсене кам тӗпчеме пултарайӗ? 4Унӑн аслӑ хӑватне кам виҫме пултарайӗ? Унӑн ырӑлӑхне кам каласа кӑтартайӗ? 5Ҫӳлхуҫанӑн тӗлӗнмелле ӗҫӗсене чакарма та, ӳстерме те, вӗсене тӗпчесе ҫитерме те май ҫук. 6Вӗсене тӗпчесе ҫитернӗ пекех туйӑнать те этеме — анчах вӑл пуҫланӑ ҫеҫ иккен, вара вӑл чарӑнса тӑрать те — тӗлӗнсех каять. 7Этем мӗн вӑл? унӑн мӗн усси? унӑн ырӑлӑхӗ, унӑн усаллӑхӗ мӗн вӑл? 8Этемӗн кунҫулӗ вӑрӑм килсессӗн те — ҫӗр ҫул; ӗмӗрлӗх кунӗнче унӑн кунӗсем — тинӗсри пӗр тумлам шыв пек е хӑйӑр пӗрчи пек. 9Ҫавӑнпа Ҫӳлхуҫамӑр этем тӗлӗшӗнчен вӑрах тӳсӗмлӗ, ҫавӑнпа ӑна хӗрхенет Вӑл. 10Вӑл вӗсен кунҫулӗ асаплӑн вӗҫленессе курса-пӗлсе тӑрать, 11ҫавӑнпа Вӑл ытларах та ытларах каҫарать. 12Этемӗн ырӑлӑхӗ — ҫывӑх ҫынни валли, Ҫӳлхуҫамӑр ырӑлӑхӗ — пӗтӗм чӗрӗ чун валли. 13Кӗтӗвне пӑхакан кӗтӳҫӗ евӗр, Вӑл питлет те, ӑс та парать, вӗрентет те, ҫул та кӑтартать. 14Вӗрентнине ӑша хывакансене, тимлесех Хӑй саккунӗ енне ҫаврӑнакансене Вӑл кӑмӑллать.
15Ывӑлӑм! ырӑ тунӑ чухне ан ӳпкелеш, мӗн те пулин панӑ чухне сӑмахпа ан кӳрентер. 16Шӑрӑха сывлӑм сулхӑнлатмасть-и? ҫавӑн пек ырӑ сӑмах парнерен те лайӑхрах. 17Ҫавӑнпа сӑмах парнерен ирттермест-и? ырӑ кӑмӑллӑ ҫыннӑн вара ку та, тепӗри те пур. 18Ӑссӑр ҫын панӑ чухне тӗртсе-ӳпкелесе парать, кӑмӑлсӑр ҫын парни пит-куҫа ҫунтарать.
19Каласа яриччен шухӑшласа ил, ыйтӑвне ӑнкарма тӑрӑш. 20Сут пуличчен хӑвна ху сӑна, килсе пӑхнӑ чухне вара каҫару тупӑн. 21Халсӑрланнине сисиччен йӑвашлан, ҫылӑх ӑшне путиччен ӳкӗнсе ӗлкӗр. 22Сӑмах панине вӑхӑтӗнче тумашкӑн сана нимӗн те ан чӑрмантартӑр, тӳрре тухасса вилӗм ҫитиччен ан хӑвар. 23Сӑмах париччен хӑвна хатӗрле, Ҫӳлхуҫана сӑнакан ҫын пек ан пул. 24Вилес кунунта ҫитес ҫилле, хӑвӑнтан Турӑ пӑрӑнсассӑн ҫитекен тавӑру вӑхӑтне асӑнтах тыт.
25Тутӑ вӑхӑтра выҫлӑх вӑхӑтне, пуян чухне чухӑнлӑхпа ҫуклӑха аса ил. 26Иртен каҫа ҫитиччен вӑхӑт улӑшӑнать, Ҫӳлхуҫа умӗнче пурте хӑвӑрт иртет. 27Ӑслӑ-тӑнлӑ ҫын пур тӗлӗшрен те асӑрхануллӑ пулать, ҫылӑха кӗрес ҫӗрте ҫӑмӑлттай пуласран сыхланать. 28Кашни тӑнлӑ ҫынах ӑслӑлӑха пӗлет, ӑслӑлӑха тупакана мухтаса ырлать. 29Сӑмаха шухӑшласа калакансем хӑйсем те ӑслӑланаҫҫӗ, ытарӑшӗсене шыв юхнӑ пек каласа параҫҫӗ.
30Ӳтӳ кӗлени хыҫҫӑн ан кай, иртӗнекен шухӑш-кӑмӑлна чар. 31Кӑмӑлна юраса-килентерсе тӑрсассӑн, вӑл сана тӑшманусен кулли тӑвӗ. 32Артакра, иртӗхӳре савӑнӑҫ ан шыра, ӗҫкӗ-ҫикӗпе ан рехетлен. 33Хӑвӑн енчӗкӳ пушӑ пулсассӑн, кивҫен укҫапа ӗҫкӗ-ҫикӗ туса кӗлмӗҫе ан юл.
Currently Selected:
Сирах 18: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.