Bible App logo
Search Icon

Сирах 17

17
1Ҫӳлхуҫа этеме ҫӗртен пултарнӑ, ӑна каялла ҫӗре кӗртнӗ. 2Вӗсене Вӑл шутлӑ кун, шутлӑ вӑхӑт панӑ, ҫӗр ҫинче мӗн пуррине вӗсен аллине панӑ. 3Хӑйсене кура вӗсене вӑй-халлӑ тунӑ, вӗсене Хӑй сӑнарлӑ пултарнӑ, 4вӗсем тискер кайӑка, кайӑк-кӗшӗке пуҫ пулччӑр тесе, мӗнпур чӗрчуна этемрен хӑраса тӑмалла тунӑ. 5Вӑл вӗсене ӑс-ирӗк, чӗлхе, куҫ-пуҫ, хӑлха панӑ, шухӑшламашкӑн чун-чӗре панӑ, 6вӗсене ӑс-хакӑл вичкӗнлӗхӗ панӑ, ырӑпа усала кӑтартнӑ. 7Хӑйӗн ӗҫӗсен аслӑлӑхне пӗлччӗр тесе, Вӑл вӗсенӗн чӗрине куҫ хывнӑ, 8Хӑйӗн сӑваплӑ ятне аслӑламалла тунӑ, Хӑйӗн ӗҫӗсен хӑватне мухтамалла тунӑ. 9Вӗсене Вӑл пӗлӳлӗх пӳрнӗ, вӗсене еткерлӗхе пурӑнӑҫ саккунӗ халалланӑ; 10вӗсемпе ӗмӗрлӗх халал хывнӑ, Хӑйӗн сучӗсене кӑтартнӑ. 11Вӗсен куҫӗ мухтавлӑх аслӑлӑхне курнӑ, вӗсен хӑлхи Ун сассийӗн хӑватне илтнӗ. 12Вӑл вӗсене: «пур йӗркесӗр ӗҫрен те сыхланӑр» тенӗ; ҫынсем пӗр-пӗринпе мӗнле пурӑнма тивӗҫлине вӗрентнӗ. 13Вӗсен ҫулӗсем яланах — Унӑн умӗнче, Унӑн куҫӗнчен пытарӑнса юлас ҫук. 14Вӑл кашни халӑха ҫулпуҫ лартса панӑ, 15Израиль вара — Ҫӳлхуҫанӑн пайӗ. 16Вӗсен мӗнпур ӗҫӗ Унӑн умӗнче хӗвел пек курӑнса тӑрать, Унӑн куҫӗ — яланах вӗсен ҫулӗ ҫинче. 17Вӗсен йӗркесӗр ӗҫӗсем Унран пытанса юлайман, вӗсен пӗтӗм ҫылӑхӗ — Ҫӳлхуҫа умӗнче. 18Этемӗн ырӑ ӗҫӗ Уншӑн — пичет пек, Вӑл этемӗн ырӑ ӗҫне куҫ шӑрҫине сыхланӑ пек упраса хӑварать. 19Кайран Вӑл ҫӗкленет те вӗсене тивӗҫлине тавӑрса парать, хӑйсем мӗн тунине хӑйсен пуҫӗ ҫинех ӳкерет. 20Ӳкӗнекенсене Вӑл тӳрленме май панӑ, чӑтӑмлӑх ҫитейменнисене хунтӑланӑ. 21Ҫӳлхуҫа енне ҫаврӑн, ҫылӑхусене пӑрах; 22Унӑн умӗнче кӗлту, ҫылӑхпа такӑнни чакса пытӑр санӑн. 23Ҫӳлти Турӑ патне таврӑн, тӗрӗсмарлӑхран пӑрӑн, ирсӗрлӗхе чунтан курайми пул. 24Ҫӳлти Турра чӗррисем аслӑлаҫҫӗ, тамӑкра Ӑна кам мухтатӑр? 25Вилнӗ этемрен, ҫуккинчен, мухтасси пулас ҫук: 26Ҫӳлхуҫана чӗрри, сывви мухтать. 27Ҫӳлхуҫа мӗн тӗрлӗ хӗрхенет, Хӑй енне ҫаврӑнакансемпе епле килӗштерет! 28Этемре пурте пулма пултараймасть: 29этем ывӑлӗ — вилӗмсӗр мар. 30Хӗвелтен ҫутӑраххи мӗн пур? анчах вӑл та тӗксӗмленет. Ӳтпе юн усаллӑх ҫинчен шухӑшлать. 31Ҫӳлти тӳпери вӑйсене Вӑл Хӑй пӑхса тӑрать, этем вара — тӑпра та кӗл.

Currently Selected:

Сирах 17: CHB

Highlight

Copy

Compare

Share

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in