Bible App logo
Search Icon

Сирах 16

16
1Юравсӑр ача нумай пулнине ан хапӑлла, йӗркесӗр ҫынсен ывӑлӗсемшӗн ан савӑн. Вӗсен чӗринче Ҫӳлхуҫаран хӑрани пулмасассӑн, вӗсем йышлӑланнишӗн ан савӑн. 2Вӗсен пурӑнӑҫне ан шан, вӗсен йышӗ ҫине ан тайӑн. 3Ҫылӑхлӑ пин ҫын пуличчен пӗр тӳрӗ ҫын пулни лайӑхрах, 4йӗркесӗр ача-пӑча ӳстериччен ача курмасӑр вилни аванрах: 5пӗр ӑслӑ ҫынранах хула ӗрчесе каять, йӗркесӗр ҫын йӑхӗ пӗтсе ларать. 6Ҫавӑн пек пулнине манӑн куҫӑм нумай курнӑ, илтессе тата нумайрах илтнӗ. 7Пӑхӑнман халӑх хушшинче ҫилӗ хыпса илнӗ пек, ҫылӑхлисен эшкерӗнче те вут-ҫулӑм хыпса илӗ. 8Вӑл авалхи улӑпсене, хӑйсен вӑйне шанса Турӑран уйӑрӑлса кайнӑскерсене, ҫырлахман; 9Лотпа пӗрле пӗр вырӑнта пурӑнакансене те хӗрхенмен: вӗсем Ӑна хӑйсен мӑнаҫлӑхӗпе йӗрӗнтернӗ; 10ҫылӑхӗсемпе каппайланакан халӑха, пӗтмелли халӑха, хӗрхенмен, 11ҫавӑн пекех хаяр чӗреллине пула пӗрлешнӗ ултҫӗр пин ҫынна та каҫарман. Турра пӑхӑнманни пӗр ҫын анчах пулсассӑн та, ҫавӑ хасасӑр юлни тӗлӗнмелле пулӗччӗ: 12ырӑлӑх та, хаярлӑх та — Турӑ аллинче: Вӑл ҫырлахма та, ҫилленме те пултарать. 13Унӑн ырӑлӑхӗ епле аслӑ та вӑйлӑ, тавӑрнӑ чухне те Вӑл ҫапла вӑйлӑ тавӑрать. Вӑл этеме унӑн ӗҫне кура сут тӑвать. 14Вӑрласа ҫылӑха кӗнӗ ҫын Унран тарса хӑтӑлаймӗ, таса ҫыннӑн чӑтӑмлӑхӗ харама каймӗ. 15Ырӑ тунине Вӑл пурне те шута хурӗ, кашнийӗ ӗҫне кура тивӗҫлине илӗ. 16Ҫапла тесе ан шухӑшла: «эпӗ Ҫӳлхуҫаран пытанӑп; ӗнтӗ ҫӳлте мана кам аса илтӗр? 17Тӗрлӗ халӑх хушшинче мана асӑрхамӗҫ: вӗҫсӗр-хӗрсӗр тӗнчере манӑн чунӑм мӗнех вӑл? 18Вӑл килсе пӑхнӑ чухне акӑ тӳпе те, пӗлӗтсем те, тӗпсӗр шывсем те, ҫӗр те чӗтренеҫҫӗ. 19Вӑл тинкернӗ чухне хӑранипе тусем те, ҫӗр никӗсӗ те кисренеҫҫӗ. 20Ҫакна чӗре ӑнланма пултараймасть; 21Унӑн ҫулне вара кам ӑнкарса ҫитерейтӗр? Этем куҫӗ курма пултарайман ҫил евӗр, Унӑн нумай ӗҫӗ курӑнмасӑр тӑрать. 22Тӳрӗлӗх ӗҫӗсем ҫинчен кам пӗлтертӗр? вӗсене кам тума пултарайтӑр? Турӑ халалӗ — инҫетре». 23Ӑсӗ ҫитейменни ҫапла шутлать, ӑссӑр ҫын, аташса кайнӑ ҫын ҫапла айванла шухӑшлать. 24Ывӑлӑм, итле мана, ӑса вӗрен, манӑн сӑмаха пӗтӗм чӗрӳпе тӑнла. 25Тӗплӗ-йӗрлӗ шухӑшланине вӗрентсе калатӑп сана, тӗп-тӗрӗс пӗлӳ паратӑп сана. 26Ҫӳлхуҫа ӗҫӗсем малтанласах Хӑй палӑртса хунӑ пек пулса пынӑ, вӗсене Вӑл пултарнӑ чухнех пайласа уйӑрнӑ. 27Хӑй ӗҫӗсене Вӑл ӗмӗрлӗхех йӗркеленӗ: вӗсем епле пуҫланса кайнӑ, ҫав халлӗнех пыраҫҫӗ. Вӗсем выҫӑхмаҫҫӗ те, ывӑнмаҫҫӗ те, чарӑнса та лармаҫҫӗ. 28Нихӑшӗ те юнашаррине чӑрмантармасть, 29вӗсем ӗмӗрне те Унӑн сӑмахне хирӗҫлемеҫҫӗ. 30Унтан Ҫӳлхуҫа ҫӗр ҫине пӑхнӑ та ҫӗре Хӑйӗн ырӑлӑхне тултарнӑ. 31Пӗтӗм ҫӗр питне чӗрӗ чун хупланӑ, ӗнтӗ пурте каялла ҫӗре кӗрӗ.

Currently Selected:

Сирах 16: CHB

Highlight

Copy

Compare

Share

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in