Bible App logo
Search Icon

Сирах 15

15
1Ҫӳлхуҫаран хӑраканӗ ҫапла пурӑнӗ, саккуна ҫирӗп тытса тӑраканӗ ӑслӑлӑх туянӗ. 2Ӑслӑлӑх ӑна, амӑшӗ пек, хирӗҫ тухса илӗ, савакан арӑм пек, хапӑл тӑвӗ; 3ӑна ӑс-хакӑл ҫӑкӑрӗпе тӑрантарӗ, тӑраниччен ӑслӑлӑх шывӗ ӗҫтерӗ. 4Вӑл ӑслӑлӑхпа тӗреклӗленӗ те — тайӑлмӗ; унӑн ҫумне ҫыпӑҫӑнӗ — намӑс курмӗ. 5Ӑслӑлӑх ӑна ҫывӑх ҫыннисем хушшинче асла кӑларӗ, пухура чӗлхи-ҫӑварне уҫтарӗ. 6Вӑл хаваслӑхпа тулли савӑнӑҫ тупӗ, еткерлӗхе ӗмӗрлӗх ят илӗ. 7Ӑслӑлӑха ӑссӑр ҫынсем ӑнланаймӗҫ, ӑна ҫылӑхлисем кураяс ҫук. 8Мӑнаҫлӑхран инҫе тӑрать вӑл, суя ҫынсен асне те килмест вӑл. 9Ҫылӑхлӑ ҫын мухтани кӑмӑллӑ мар: Ҫӳлхуҫаран килекен мухтав мар вӑл. 10Чӑн мухтав вӑл — ӑслӑлӑх мухтани, ун пек мухтава Ҫӳлхуҫа тӗрӗс ҫулпа ярать.
11«Ҫӳлхуҫана пула пӑрӑнтӑм» тесе ан кала: санӑн Вӑл курайманнине тума юрамасть. 12«Мана Ҫӳлхуҫа йӑнӑштарчӗ» тесе ан кала: Ӑна ҫылӑхлӑ ҫын кирлӗ мар. 13Ҫӳлхуҫа кирек мӗнле ирсӗрлӗхе те кураймасть, ирсӗрлӗх вӑл Турӑран хӑракан ҫынна та йӗрӗнтерет. 14Турӑ этеме пуҫламӑшӗнчех пултарнӑ та ӑна хӑй ирӗкӗпе пурӑнмашкӑн хӑй аллинех панӑ. 15Кӑмӑлу пулсассӑн, ӳкӗтсене уяса пурӑнӑн, Турра юрӑхлӑ пурӑнса, тӳрӗлӗхе сыхласа хӑварӑн. 16Вӑл сана вут-ҫулӑмпа шыв сӗннӗ: хӑшӗ кӑмӑлна каять, ҫавна суйласа ил. 17Этем умӗнче — пурӑнӑҫпа вилӗм, вӑл хӑшне кӑмӑллать, ӑна ҫавӑ пулать. 18Ҫӳлхуҫа ӑслӑлӑхӗ аслӑ, Вӑл — хӑватлӑ, Вӑл пурне те курса тӑрать. 19Унӑн куҫӗ — Хӑйӗнчен хӑракансем ҫинче, Вӑл этемӗн мӗнпур ӗҫне пӗлсе тӑрать. 20Вӑл никама та йӗркесӗр пурӑнма хушман, никама та ҫылӑха кӗме ирӗк паман.

Currently Selected:

Сирах 15: CHB

Highlight

Copy

Compare

Share

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in