Сирах 11
11
1Йӑваш ҫыннӑн ӑслӑлӑхӗ унӑн пуҫне ҫӗклет, ӑна аслӑ ҫынсем хушшине лартать. 2Ҫынна илемӗшӗн ан мухта, сӑнне-пуҫне кура ҫынран ан йӗрӗн. 3Вӗҫен-ҫӳрен хушшинче пыл хурчӗ пӗчӗккӗ ҫеҫ, ҫимӗҫӗ вара — тутлӑран та тутлӑ. 4Капӑр тумтирӳпе ан мухтан, чапа тухсассӑн — ан мӑнаҫлан: Ҫӳлхуҫа ӗҫӗсем тӗлӗнмелле, вӗсем этемшӗн пытанчӑк. 5Мӑшкӑл-асап тӳсекенӗ патшана ларнӑ, ҫынсен асӗнче те пулманскерӗ патша пуҫкӑшӑльне тӑхӑннӑ. 6Вӑйлисем нумайӑшӗ хура мӑшкӑл курнӑ, чапа тухнисем ыттисен аллине кӗрсе ӳкнӗ. 7Тӗпчесе-пӗлсе ҫитмесӗр ан хурла: малтан пӗл — кайран айӑпла.
8Итлесе пӗтермесӗр ан хуравла, ҫын сӑмахне ан пӳл. 9Хӑвна кирлӗ мар ӗҫ пирки ан тавлаш, ҫылӑхлӑ ҫынсен канашӗнче ан лар.
10Ывӑлӑм! нумай ӗҫе ан хапсӑн: нумай ӗҫ тунӑ чухне айӑпа кӗмесӗр юлаймӑн. Вӗсене хыҫран хӑваласассӑн та ҫитеймӗн, вӗсенчен тарсассӑн та — тарса хӑтӑлаймӑн. 11Хӑшӗ ӗҫлет, пӗтӗм вӑйран тӑрӑшать, васкать — пӗрех кая юлса пырать. 12Тепӗри йӑмшак, ҫын пулӑшмасӑр ӗҫлеймест, халсӑр-хевтесӗр, пур тӗлӗшрен те мӗскӗн вӑл; 13анчах Ҫӳлхуҫа ун ҫине хӗрхенсе пӑхать те — ӑна ырӑлӑх парать, кӗҫӗнтен асла кӑларать, ун пуҫне ҫӳлелле ҫӗклентерет, ӗнтӗ нумайӑшӗ ун ҫине пӑхса тӗлӗнсе тӑрать.
14Ыррипе усалли, пурӑнӑҫпа вилӗм, чухӑнлӑхпа пуянлӑх — пурте Ҫӳлхуҫаран килет. 15Ҫӳлхуҫа ырӑлӑхӗ — сӑваплӑ ҫынсемшӗн, Вӑл кӑмӑл тунипе вӗсен пурӑнӑҫӗ ӑнӑҫса пырать. 16-17Хӑшӗ асӑрхануллӑ, перекетлӗ пулнипе пуян пурӑнать, «ӗнтӗ канӑҫлӑх тупрӑм, халӗ мулӑмпа киленсе пурӑнатӑп» тенӗ чухне шӑпах хӑйӗн тивӗҫлӗ пайне курать. 18Хӑй вара пурлӑхне ыттисене парса хӑвариччен, хӑй вилсе выртиччен мӗн чухлӗ вӑхӑт юлнине те пӗлмест. 19Эсӗ вара яланах халала асра тыт, унран вӗрен, мӗн ватӑличчен хӑвӑн ӗҫӳпе пурӑн. 20Ҫылӑхлӑ ҫыннӑн ӗҫӗнчен ан тӗлӗн, Ҫӳлхуҫана ӗнен, хӑвӑн ӗҫне ту: 21Ҫӳлхуҫашӑн чухӑна пӗр кӗтмен ҫӗртен, пӗр самантрах пуйтарса ярасси нимӗн те мар. 22Таса ҫын парнийӗ — Ҫӳлхуҫа пиллӗхӗ, Унӑн пиллӗхӗпе вӑл часах ҫӗкленсе каять. 23«Мана тата мӗн кирлӗ? кунтан ытла ырӑлӑх курассӑм пур-ши?» тесе ан шутла. 24«Манӑн пурте ҫителӗклӗ, тинех мана мӗнле инкек ҫитме пултарӗ?» тесе ан кала. 25Телейлӗ кунсенче телейсӗр вӑхӑт манӑҫать, телейсӗр кунсенче телей аса килмест. 26Этеме вилнӗ кунӗнче ӗҫӗсене кура тавӑрса памашкӑн Ҫӳлхуҫашӑн нимӗн те мар. 27Самантлӑх асап та ӗлӗкхи хаваслӑха манӑҫтарать, вилсессӗн этемӗн мӗнпур ӗҫӗ палӑрать. 28Виличчен никама та телейлӗ тесе ан кала; этем мӗнле пулни унӑн ачисенчен курӑнать.
29Кашни ҫыннах хӑвӑн ҫуртна ан кӗрт: ултавлӑ ҫыннӑн усал меслет нумай. 30Мӑнаҫлӑ ҫыннӑн чӗри — сунар кайӑкӗ пек: кам та пулин ӳкнине сӑнавҫӑлла вӑрттӑн сыхласа тӑрать; 31ырра усала ҫавӑрса, вӑрттӑн сӑтӑр тӑвать, таса ҫын ятне варалать. 32Вут хӗлхемӗнчен кӑвар амаланать, ҫылӑхлӑ ҫын кавар тунипе юн тӑкӑнать. 33Усал ҫынран сыхлан, — вӑл усал шухӑш тытать, — хӑҫан та пулин санӑн ятна ӗмӗрлӗхех ан варалатӑрччӗ вӑл. 34Кил-ҫуртна ют ҫынна кӗрт-ха эсӗ — вӑл кил ӑшчиккине пӑтратса-хӗвӗштерсе пӗтерет, тӑван кил-йышна хӑвӑнтан ютшӑнтарать.
Currently Selected:
Сирах 11: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.