Ӳлӗмхи 6
6
1Унтан эпӗ Путек ҫичӗ пичетрен пӗр пичетне хӑпӑтса илнине куртӑм тата тӑватӑ чӗрчунран пӗри аслати авӑтнӑ пек хӑватлӑ сасӑпа: кил кунта! тенине илтрӗм. 2Пӑхрӑм та — акӑ шурӑ лаша, ӑна ухӑ тытнӑ ҫын утланнӑ, пуҫӗнче — хӑйне тивӗҫнӗ пуҫкӑшӑль; вӑл ҫӗнтерме тухнӑ ҫӗнтерӳҫӗ пек тухрӗ.
3Путек тепӗр пичете хӑпӑтса илсессӗн, иккӗмӗш чӗрчун: кил кунта! тенине илтрӗм. 4Унтан тепӗр лаша тухрӗ — вут-ҫулӑм пек хӗрлӗскер; ҫынсем пӗрне-пӗри вӗлерччӗр тесе, ӑна утланнӑ ҫынна ҫӗр ҫинчи канӑҫлӑха пӗтерме хушнӑ. Ӑна пысӑк хӗҫ панӑ.
5Путек виҫҫӗмӗш пичетне хӑпӑтса илсессӗн, виҫҫӗмӗш чӗрчун: кил кунта! тенине илтрӗм. Пӑхрӑм та — акӑ хура лаша, ӑна аллине виҫе тытнӑ ҫын утланнӑ. 6Унтан тӑватӑ чӗрчун енчен сасӑ илтӗнчӗ, ҫав сасӑ каларӗ: пӗр хиникс#6:6 Хиникс — тырӑ виҫнӗ чухнехи чи пӗчӗк виҫе. тулӑ пӗр динари#6:6 Пӗр динари — тара тытнӑ ҫынна пӗр куншӑн тӳлекен укҫа. тӑрать; виҫӗ хиникс урпа та пӗр динари тӑрать; анчах йывӑҫ ҫӑвӗпе эрехе ан тӗкӗн, терӗ.
7Путек тӑваттӑмӗш пичете хӑпӑтса илсессӗн, тӑваттӑмӗш чӗрчун сассине: кил кунта! тенине илтрӗм. 8Пӑхрӑм та — акӑ шуранка лаша, ӑна Вилӗм ятлӑ юланутҫӑ утланнӑ. Унӑн хыҫӗнчен Тамӑк пырать. Ӑна ҫӗрӗн тӑваттӑмӗш пайне хӗҫпе, выҫлӑхпа, мур чирӗпе, ҫӗр ҫинчи тискер кайӑксемпе вӗлерсе пӗтерме ирӗк панӑ.
9Путек пиллӗкӗмӗш пичете хӑпӑтса илсессӗн, парне вырӑнӗ айӗнче эпӗ Турӑ сӑмахне тата хӑйсем ӗненнине ҫирӗплетсе кӑтартнӑшӑн вӗлернӗ ҫынсенӗн чунӗсене куртӑм. 10Вӗсем хыттӑн кӑшкӑрса каларӗҫ: эй Святой Патша, Чӑн Турӑ, Эсӗ хӑҫанччен ҫӗр ҫинче пурӑнакансене пирӗн юншӑн сут тумасӑр тӑрӑн-ши, хӑҫанччен вӗсене тавӑрмасӑр тӑрӑн-ши? терӗҫ. 11Ӗнтӗ вӗсене пурне те шурӑ тумтир панӑ, тата вӗсене кӑштах — хӑйсен йышӗ хӑйсене вӗлернӗ пекех вӗлерес тӑванӗсемпе, пӗрле ӗҫлекеннисемпе тулса ҫитиччен — тӑхтама хушнӑ.
12Путек улттӑмӗш пичете хӑпӑтса илсессӗн, пӑхрӑм та — акӑ ҫӗр хӑрушла кисренсе кайрӗ, хӗвел хуйхӑ тумтирӗ пек хуралчӗ, уйӑх юн пек хӗрелчӗ. 13Тӳпери ҫӑлтӑрсем ҫӗр ҫине тӑкӑнчӗҫ — ҫил-тӑвӑл тулакан смоква йывӑҫӗсем хӑйсен пиҫмен ҫырлисене тӑкнӑ евӗр тӑкӑнчӗҫ вӗсем. 14Тӳпе те чӗркем пек чӗркенсе ҫухалчӗ; пӗтӗм ту, пӗтӗм утрав хӑйӗн вырӑнӗнчен тапранчӗ. 15Ҫӗр ҫинчи патшасем те, аслӑ улпутсем те, пуянсем те, пинпӳсем те, вӑйлисем те, пур тӗрлӗ чура та, ирӗкри пур тӗрлӗ ҫын та — пурте ҫӗр шӑтӑкӗсене, ту хушӑкӗсене пытанчӗҫ, 16ӗнтӗ тусене, чул хысаксене тархасларӗҫ: пирӗн ҫине ӳкӗр, пире аслӑ пукан ҫинче Ларакан сӑнӗнчен, Путек ҫиллинчен пытарӑр: 17Унӑн ҫиллин аслӑ кунӗ килчӗ, ӑна кам чӑтса тӑрайӗ? терӗҫ.
Currently Selected:
Ӳлӗмхи 6: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.