Ӳлӗмхи 4
4
1Ҫакӑн хыҫҫӑн эпӗ курах кайрӑм — акӑ алӑк уҫӑлса тӑрать; унччен хам илтнӗ сасӑ, трупа сасси пек хӑватлӑскер, илтӗнсе кайрӗ: улӑх кунта, Эпӗ сана ҫакӑн хыҫҫӑн мӗн пулассине кӑтартӑп, терӗ. 2Мана тӳрех Сывлӑш ҫавӑрса илчӗ; акӑ тӳпере аслӑ пукан ларать; аслӑ пуканӗ ҫинче Ларакан пур; 3ҫав Лараканӑн сӑнӗ ясписпа сардис теекен чул евӗрлӗ; аслӑ пукан тавра — смарагд евӗрлӗ курӑнакан асамат кӗперӗ. 4Аслӑ пукан тавра тата ҫирӗм тӑватӑ аслӑ пукан; ҫак аслӑ пукансем ҫинче эпӗ ҫирӗм тӑватӑ ватӑ ҫын ларнине куртӑм; вӗсем шурӑ тумтир тӑхӑннӑ, пуҫӗ ҫинче — ылтӑн пуҫкӑшӑль. 5Аслӑ пуканран ҫиҫӗм ҫиҫет, аслати авӑтни-кӗрлени илтӗнсе тӑрать. Аслӑ пукан умӗнче ҫичӗ ҫутаткӑҫ ҫунать — Туррӑн ҫичӗ сывлӑшӗ ку. 6Аслӑ пукан умӗнче — кристалл евӗрлӗ кӗленче тинӗс; аслӑ пукан ҫывӑхӗнчех, ун тавра, умӗ-хыҫӗпех темӗн чухлӗ куҫлӑ тӑватӑ чӗрчун. 7Пӗр чӗрчунӗ арӑслан евӗрлӗ; тепӗр чӗрчунӗ пӑру евӗрлӗ; виҫҫӗмӗш чӗрчунӗн сӑнӗ ҫын сӑнӗ пек; тӑваттӑмӗш чӗрчунӗ вӗҫсе пыракан ӑмӑрткайӑк евӗрлӗ. 8Тӑватӑ чӗрчунӑн пуринӗн те ултшар ҫунат, пур тӗлте те, пур тӗлте те, ҫуначӗсем айӗнче те — куҫ; хӑйсем кунӗн-ҫӗрӗн пӗр чарӑнмасӑр мухтавлаҫҫӗ: сӑваплӑ, сӑваплӑ, Пурне те Тытса Тӑракан Ҫӳлхуҫа Турӑ сӑваплӑ, Вӑл яланах пулнӑ, Вӑл халӗ те пур, Вӑл килӗ! тееҫҫӗ. 9Аслӑ пукан ҫинче Ларакана, ӗмӗр-ӗмӗрех Пурӑнакана, чӗрчунсем мухтаса, хисеплесе, тав туса юрланӑ чухне 10ҫирӗм тӑватӑ ватӑ ҫын аслӑ пукан ҫинче Ларакан умне ӳксе ӗмӗр-ӗмӗрех Пурӑнакана пуҫҫапаҫҫӗ; хӑйсен пуҫкӑшӑльне аслӑ пукан умне хурса ҫапла калаҫҫӗ: 11эй Ҫӳлхуҫа, эй Туррӑмӑр, Эсӗ мухтав та, хисеп те, хӑват та илме тивӗҫлӗ: Эсӗ пурне те пултарнӑ, Эсӗ мӗн пултарни пурте Сан ирӗкӳпе тӑрать, тееҫҫӗ.
Currently Selected:
Ӳлӗмхи 4: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.