Ӳлӗмхи 13
13
1Унтан эпӗ тинӗс хӗрринчи хӑйӑр ҫине тӑтӑм; тинӗсрен ҫичӗ пуҫлӑ, вунӑ мӑйракаллӑ тискер кайӑк тухнине куртӑм: мӑйракисем ҫинче — вунӑ пуҫкӑшӑль, пуҫӗсем ҫинче — Турра хурлакан сӑмахсем. 2Эпӗ курнӑ тискер кайӑк барс евӗрлӗччӗ; ури — упа ури пек, ҫӑварӗ — арӑслан ҫӑварӗ пек. Ӑна аҫтаха хӑйӗн хӑватне, хӑйӗн аслӑ пуканне, хӑйӗн аслӑ ирӗкне пачӗ. 3Тата ҫакна куртӑм: унӑн пӗр пуҫне вилмеллех суранлатнӑччӗ, анчах ҫав вилмеллех суранлатни тӳрленчӗ. Пӗтӗм ҫӗр тискер кайӑкран тӗлӗнсе тӑчӗ; вара тискер кайӑка хӑват панӑ аҫтахана ӳксе пуҫҫапрӗҫ, 4унтан тискер кайӑкне хӑйне те пуҫҫапрӗҫ: ҫак тискер кайӑк пекки кам пур? унпа кам ҫапӑҫма пултарайӗ? терӗҫ. 5Ӑна мӑнаҫлӑн калаҫакан, Турра хурласа калаҫакан чӗлхе-ҫӑвар панӑччӗ, ӑна хӗрӗх икӗ уйӑх хушши хӑй ӗҫне тума ирӗк панӑччӗ. 6Турра хурлама, Унӑн ятне, Вӑл пурӑнакан вырӑна, тӳпере пурӑнакансене те хӑртма ҫӑварне уҫрӗ вӑл. 7Ӑна сӑваплисемпе вӑрҫӑ вӑрҫма, вӗсене ҫӗнтерме ирӗк панӑччӗ; тата ӑна пур тӗрлӗ йӑха, пур тӗрлӗ халӑха, тӗрлӗ чӗлхеллӗ ҫынсене, ӑрусене тытса тӑма ирӗк панӑччӗ. 8Тӗнчене пултаричченех парне пулма палӑртнӑ Путекӗн чӗрӗлӗх кӗнекине ячӗсем ҫырӑнман ҫынсем, ҫӗр ҫинче пурӑнаканскерсем, пурте ӑна пуҫҫапӗҫ. 9Илтме хӑлха пурри илттӗр. 10Тыткӑна илсе каяканни хӑй тыткӑна кайӗ; хӗҫпе касса вӗлерекене хӑйне те хӗҫпе касса вӗлерӗҫ. Кунта сӑваплӑ халӑх пек чӑтни, вӗсем пек ӗненни кирлӗ.
11Унтан эпӗ ҫӗр ӑшӗнчен тухакан тепӗр тискер кайӑка куртӑм; унӑн путек мӑйраки евӗрлӗ икӗ мӑйрака, хӑй аҫтаха пек калаҫать. 12Вӑл аҫтаха умӗнче малтанхи тискер кайӑкӑн мӗнпур ирӗкӗпе ӗҫлет, пӗтӗм ҫӗре, ун ҫинче пурӑнакансене ӗнтӗ вилмеллех сурантан тӳрленнӗ малтанхи тискер кайӑка пуҫҫаптарать; 13вӑл ҫынсем умӗнче хӑватлӑ паллӑсем туса кӑтартать, тӳперен ҫӗр ҫине вут-ҫулӑм та антарать. 14Малтанхи тискер кайӑк ятӗнчен тума ирӗк панӑ тӗлӗнмелле ӗҫсемпе вӑл ҫӗр ҫинче пурӑнакансене илӗртсе улталать, ҫӗр ҫинче пурӑнакансене ҫав тискер кайӑкӑн — хӗҫпе вилмеллех суранланнӑ пулсан та чӗрӗ юлнӑскерӗн — сӑнне тума хушать. 15Ҫав тискер кайӑк сӑнӗ калаҫтӑр, хӑйне пуҫҫапманнисене пурне те вӗлерсе пӗтертӗр тесе, иккӗмӗш тискер кайӑка ун ӑшне сывлӑш кӗртме ирӗк панӑ. 16Ҫапла вӑл пурне те — кӗҫӗннине те, аслине те, пуяннине те, чухӑннине те, ирӗклине те, чурана та — палӑртса тухӗ: вӗсен сылтӑм алли ҫине е ҫамки ҫине паллӑ лартӗ, 17вара камӑн ҫав паллӑ — пӗрремӗш тискер кайӑкӑн ячӗ е унӑн ячӗн шут паллийӗ — ҫук, вӑл сутма та, туянма та пултараймӗ. 18Кунта ӑслӑлӑх кирлӗ. Камӑн ӑс пурри тискер кайӑкӑн шут паллине шутласа кӑлартӑр: ку вӑл — этем шучӗ-хисепӗ; вӑл — ултҫӗр утмӑл улттӑ.
Currently Selected:
Ӳлӗмхи 13: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.

: