Ӳлӗмхи 12
12
1Унтан тӳпере хӑватлӑ паллӑ — хӗвел тӑхӑннӑ арӑм — курӑнчӗ: унӑн ури айӗнче — уйӑх, пуҫӗнче — вуникӗ ҫӑлтӑртан тунӑ пуҫкӑшӑль. 2Унӑн ҫийӗнче пурччӗ, ҫӑмӑлланнӑ чухне вӑл ыратнипе асапланса кӑшкӑрчӗ. 3Тӳпере тата тепӗр паллӑ курӑнчӗ: акӑ ҫичӗ пуҫлӑ, вунӑ мӑйракаллӑ темӗн пысӑкӑш хӗрлӗ аҫтаха; пуҫӗсем ҫинче — ҫичӗ пуҫкӑшӑль; 4вӑл тӳпери ҫӑлтӑрсен виҫҫӗмӗш пайне хӳрипе шӑлса илсе ҫӗр ҫине пӑрахрӗ. Ҫак аҫтаха ҫӑмӑлланакан арӑм умне, ҫуратсанах унӑн Ачине ҫисе ярасшӑн, пырса тӑчӗ. 5Арӑм Ывӑл Ача ҫуратрӗ — ҫак Ача пур халӑхсене те тимӗр туяпа пӑхса тӑмалла; арӑмӑн Ачине Турӑ патне, Унӑн аслӑ пуканӗ умне, илсе кайрӗҫ. 6Арӑмӗ хӑй пушхире чупса кайрӗ — унта ун валли Турӑ вырӑн хатӗрлесе хунӑ, ҫавӑнта ӑна пин те икҫӗр утмӑл кун тӑрантарса усрамалла пулнӑ.
7Унтан тӳпере вӑрҫӑ пуҫланчӗ: Михаилпа унӑн ангелӗсем аҫтахана хирӗҫ ҫапӑҫрӗҫ, аҫтахапа унӑн ангелӗсем вӗсене хирӗҫ ҫапӑҫрӗҫ, 8анчах чӑтса тӑраймарӗҫ, вӗсем валли тӳпере вырӑн пулмарӗ. 9Ҫапла вара «шуйттан» теекен, «сатана» теекен аслӑ аҫтахана, авалхи ҫӗлене, пӗтӗм тӗнчене илӗртсе улталакана, ҫӗре сирпӗтрӗҫ, унӑн ангелӗсене те унпа пӗрле сирпӗтрӗҫ. 10Вара эпӗ тӳпере ҫапла хыттӑн калакан сасӑ илтрӗм: паян пирӗн Туррӑмӑрӑн ҫӑлас кунӗ, хӑвачӗ, Патшалӑхӗ ҫитрӗ; Ун Христосӗн ирӗкӗ килчӗ: пирӗн тӑванӑмӑрсем ҫинчен Туррӑмӑр умӗнче кунӗн-ҫӗрӗн элек паракан элекҫӗне сирпӗтрӗҫ. 11Вӗсем ӑна Путек Юнӗпе, хӑйсем каласа пӗлтернӗ сӑмахпа ҫӗнтерчӗҫ, мӗн виличченех вӗсем хӑйсен чунне хӗрхенмерӗҫ. 12Эй тӳпе, эй унта пурӑнакансем, савӑнӑр! Эй ҫӗрпе тинӗс ҫинче пурӑнакансем, сире вара хуйхӑ ҫитӗ: сирӗн патӑра шуйттан анчӗ, хӑйӗн вӑхӑчӗ сахал юлнине пӗлсе, сирӗн патӑра вӑл хаяррӑн анчӗ, терӗ.
13Аҫтаха, хӑйне ҫӗр ҫине пӑрахнине курсассӑн, Ывӑл Ача ҫуратнӑ арӑма хыҫран хӑваларӗ. 14Ҫӗленрен тарса пушхире, хӑй валли хатӗрленӗ вырӑна, вӗҫсе кайтӑр тесе, пӗр вӑхӑт, икӗ вӑхӑт тата ҫур вӑхӑт иртиччен ҫавӑнта тӑранса пурӑнтӑр тесе арӑма пысӑк ӑмӑрткайӑкӑн икӗ ҫунатне пачӗҫ. 15Арӑма шывпа юхтарса ярасшӑн ҫӗлен ун хыҫҫӑн хӑйӗн ҫӑварӗнчен ҫырма пек шыв пӗрӗхтерсе кӑларчӗ. 16Анчах арӑма ҫӗр пулӑшрӗ: вӑл ҫӑварне уҫрӗ те аҫтаха хӑй ҫӑварӗнчен пӗрӗхтерсе кӑларнӑ шыва ҫӑтса ячӗ. 17Ҫӗлен ӗнтӗ арӑма ҫилленсе талӑрсах ҫитрӗ; вара ҫав арӑмӑн ытти ачисемпе — Турӑ ӳкӗчӗсене пурӑнӑҫласа тӑракансемпе, Иисус Христос вӗрентнине уяса тӑракансемпе — ҫапӑҫма кайрӗ.
Currently Selected:
Ӳлӗмхи 12: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.

: