Ытарӑшсем 3
3
1Эй ывӑлӑм! эпӗ вӗрентнине ан манӑҫла, чӗрӳнте эпӗ ӳкӗтлени упрантӑр: 2ҫавӑ сана вӑрӑм кунҫулпа тӑнӑҫлӑ пурӑнӑҫ парӗ.
3Ырӑлӑхпа тӳрӗлӗх ан пӑрахчӑр сана: вӗсене мӑйна чӗркесе ҫых, вӗсене хӑвӑн чӗрӳ тӗпнех ҫырса хур — 4вара Турӑ умӗнче те, ҫынсем умӗнче те ырӑлӑхпа ӑшӑ кӑмӑллӑх тупӑн.
5Пӗтӗм чун-чӗрӳпе Ҫӳлхуҫана шанса пурӑн, хӑвӑн ӑстӑнна ан шан. 6Хӑвӑн пур ҫулу ҫинче те Ӑна пӗлме тӑрӑш, вара Вӑл санӑн сукмакна тӳрӗ тӑвӗ. 7Хӑвна ху ӑсчах вырӑнне ан хур; Ҫӳлхуҫаран хӑра, усалтан сыхлан: 8ҫакӑ ӳт-пӗвне сывлӑхлӑ тӑвӗ, шӑмму-шаккуна вӑй хушӗ. 9Ҫӳлхуҫана хӑвӑн пурлӑхунтан, малтан илнӗ пур тупӑшунтан парне кӳрсе хисепле — 10вара санӑн кӗлетӳсем туптулли тулӗҫ, юхтаркӑчусем ҫӗнӗ эрехпе тулса тӑкӑнса ларӗҫ.
11Эй ывӑлӑм, Ҫӳлхуҫа хаса панине ан хирӗҫле, Вӑл питленине йывӑра ан ил: 12Ҫӳлхуҫа кама юратать — ҫавна хаса парать, Вӑл ӑна ашшӗ ывӑлне кӑмӑлланӑ пек кӑмӑллать. 13Ӑслӑлӑха тивӗҫнӗ ҫын, ӑстӑн илнӗ ҫын телейлӗ: 14ӑслӑлӑх тупни кӗмӗл тупнинчен аванрах, унӑн тупӑшӗ ылтӑн паракан тупӑшран пысӑкрах: 15вӑл хаклӑ чулсенчен те хаклӑрах; [нимӗнле усаллӑх та ӑна хирӗҫ тӑраймасть; ун патне ҫывӑхаракансем ӑна пурте лайӑх пӗлеҫҫӗ,] ху мӗн ӗмӗтленни нимӗн те унпа танлашаймӗ. 16Ӑслӑлӑхӑн сылтӑм аллинче — вӑрӑм кунҫул, сулахай аллинче — пуянлӑхпа чап; [унӑн ҫӑварӗнчен тӳрӗлӗх тухать; саккунпа ырӑлӑх — унӑн чӗлхи вӗҫӗнче;] 17унӑн ҫулӗсем — пархатарлӑ ҫулсем, унӑн пур сукмакӗ те — тӑнӑҫлӑх сукмакӗ. 18Хӑйне тупакансемшӗн вӑл — чӗрӗлӗх йывӑҫӗ, ӑна упраса тӑракансем телейлӗ!
19Ҫӳлхуҫа ҫӗре ӑслӑлӑхпа пултарнӑ, ӑс вӑй-хӑвачӗпе тӳпене тӗреклӗ вырӑнаҫтарнӑ; 20Унӑн ӑслӑлӑхӗпе тӗпсӗр авӑрсем уҫӑлаҫҫӗ, пӗлӗтсем сывлӑм тумлатаҫҫӗ. 21Ывӑлӑм, ҫакӑ санран ан пытантӑр, вара чипер ӑстӑнлӑ пулӑн, пулассине ӑнкарӑн, 22санӑн чунушӑн ҫакӑ пурӑнӑҫ пулӗ, мӑю валли илемлӗ эреш пулӗ. 23Вара хӑвӑн ҫулупа пӗр хӑрамасӑр кайӑн, уру та такӑнмӗ санӑн. 24Ҫывӑрма выртсассӑн — шикленмӗн; ҫывӑрса кайсассӑн тӗлӗкӳ те кӑмӑллӑ пулӗ. 25Кӗтмен инкек-синкекрен, усал ҫынсем хатӗрленӗ вилӗм-ҫӗтӗмрен те хӑрамӑн: 26сана Ҫӳлхуҫана шанса тӑни пулӑшӗ, Вӑл санӑн уруна серепене ҫакланма памӗ.
27Аллунта ҫынна пулӑшмалӑх хевте пур чухне ҫитменнипе тертленекене ырӑлӑх тумасӑр ан тӑр. 28Памалли пур чухне тусна: «халӗ каях, тепре кил, ыран парӑп» тесе ан кала. [Мӗншӗн тесессӗн эсӗ ыранхи кун мӗнле пуласса пӗлместӗн.] 29Хӑвна шанса тӑракан ҫывӑх ҫыннуна хирӗҫ усал шухӑш ан тыт. 30Хӑвна усал туман ҫынпа сӑлтавсӑрах ан вӑрҫӑн. 31Пусмӑрлакан ҫынна ан ӑмсан, унӑн пӗр ҫулне те ан кӑмӑлла: 32Ҫӳлхуҫа аскӑнчӑк ҫынран йӗрӗнет, Вӑл тӳрӗ ҫынсемпе хутшӑнать. 33Ҫӳлхуҫа ылханӑвӗ — ҫылӑхлӑ ҫын килӗ ҫинче, тӳрӗ ҫыннӑн кил-ҫуртне Вӑл пиллӗх парать. 34Вӑл мӑшкӑлҫӑсенчен кулать пулсассӑн, йӑваш кӑмӑллисене тивлет парать. 35Ӑслисем мухтава тивӗҫӗҫ, ӑссӑрсем намӑса юлӗҫ.
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.