Ытарӑшсем 2
2
1Эй ывӑлӑм! эсӗ манӑн сӑмахӑма хапӑл туса, эпӗ вӗрентсе каланине асӑнта тытса 2хӑлхуна ӑслӑлӑха тимлеме тайсассӑн, чӗрӳне шухӑшлама вӗрентсессӗн, 3пӗлӳшӗн ӑнтӑлсассӑн, ӑстӑна йӑлӑнсассӑн, 4ӑна кӗмӗле шыранӑ пек шырасассӑн, ӑна мул тупнӑ пек тупсах тӑрсассӑн 5эсӗ Ҫӳлхуҫаран хӑрама тытӑнӑн, Турра пӗлме пуҫлӑн. 6Мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа ӑслӑлӑх парать; пӗлӳпе ӑс-хакӑл — Ун сӑмахӗнче; 7Вӑл тӳрӗ ҫынсем валли ҫӑлӑнӑҫ хатӗрлет; Вӑл — таса пурӑнакансенӗн хулканӗ; 8Вӑл тӳрӗлӗх ҫулӗсене сыхлать, Хӑйӗн сӑваплӑ ҫыннисенӗн сукмакне сыхӑ усрать. 9Ун чухне эсӗ чӑнлӑха, тӗрӗс сута, тӳррӗн каланине, пур ырӑ ҫула ӑнланӑн. 10Чӗрӳне ӑслӑлӑх кӗрсессӗн, чунушӑн пӗлӳлӗх кӑмӑллӑ пулсассӑн, 11сана ыррипе усаллине уйӑрма пӗлни хӳтӗлӗ, сана ӑс-хакӑлу сыхӑ усрӗ; 12ҫакӑ сана усал ӗҫсен ҫулӗнчен, суя суйса калаҫакан ҫынран ҫӑлса хӑварӗ, 13сӗмлӗх ҫулӗсемпе ҫӳремешкӗн тӳрӗ ҫула пӑрахакансенчен, 14усал ӗҫ туса савӑнакансенчен, усал асӑхпа киленекен ҫынсенчен — 15кукӑр ҫулпа ҫӳрекенсенчен, хӑйсен сукмакӗ ҫинче аташса ҫӳрекенсенчен — ҫӑлса хӑварӗ; 16-17сана ӑслӑлӑх урӑх ҫын арӑмӗнчен — хӑй ҫамрӑклӑхӗн тусне пӑрахнӑ, хӑй Туррийӗн саккунне маннӑ, илӗртмелле калаҫакан ют арӑмран — хӑтарӗ. 18Ют арӑм ҫурчӗ вилӗм патне илсе ҫитерет, ют арӑм сукмакӗсем вилӗсем патне илсе тухаҫҫӗ; 19ун патне кӗнӗ ҫын пӗри те каялла таврӑнмасть, пурӑнӑҫ ҫулӗ ҫине те тӑмасть. 20Ҫавӑнпа ыррисенӗн ҫулӗпе ҫӳре, тӳрӗ ҫынсенӗн сукмакӗнчен ан пӑрӑн: 21ҫӗр ҫинче тӳрӗ ҫынсем пурӑнӗҫ, унта таса чӗреллисем юлӗҫ; 22йӗркесӗр ҫынсене вара ҫӗр ҫинчен пӗтерӗҫ, шанчӑксӑррисем тӗппипех кӑкланӗҫ.
Currently Selected:
Ытарӑшсем 2: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.