Skip to content

Йыша шутлани 7

7
1Моисей кӗлӗ чатӑрӗ туса лартса ӑна тата унӑн мӗнпур хатӗр-хӗтӗрне ҫу сӗрсе тасалӑх тивлечӗ кӳрсессӗн, парне вырӑнӗпе унӑн мӗнпур хатӗр-хӗтӗрне те ҫу сӗрсе тасалӑх тивлечӗ кӳрсессӗн, 2унта Израилӗн [вуникӗ] пуҫлӑхӗ, кил-йыш пуҫӗсем, йӑх пуҫлӑхӗсем, халӑха шута илнине йӗркелесе тӑнӑскерсем, пынӑ, 3вӗсем Ҫӳлхуҫа умне хӑйсен парнисене — вителӗклӗ ултӑ кӳме тата вуникӗ вӑкӑр — илсе пынӑ: икӗ пуҫлӑхран пӗрер кӳме, кашни пуҫлӑхран пӗрер вӑкӑр панӑ — ҫакна вӗсем кӗлӗ чатӑрӗ умне кӳрсе тӑратнӑ. 4Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 5ил вӗсенчен; кусем пуху чатӑрӗнчи ӗҫсене туса тӑма юрӑхлӑ пулӗҫ; левитсем тумалли ӗҫсем мӗнлине кура ҫакна вӗсене пар, тенӗ. 6Вара Моисей кӳмесемпе вӑкӑрсене илнӗ те вӗсене левитсене панӑ: 7икӗ кӳмипе тӑватӑ вӑкӑрне Гирсон ывӑлӗсене вӗсем тӑвас ӗҫсем мӗнлине кура панӑ; 8Ифамар — Аарон ывӑлӗ, священник — пӑхса тӑрса ӗҫлеттерекен ӗҫсем мӗнлине кура тӑватӑ кӳмипе сакӑр вӑкӑрне Мерари ывӑлӗсене панӑ; 9Кааф ывӑлӗсене паман, мӗншӗн тесессӗн вӗсен ӗҫӗ — сӑваплӑ вырӑна ҫӗклесе ҫӳресси; вӗсен ӑна хулпуҫҫи ҫинче йӑтса ҫӳремелле. 10Пуҫлӑхсем, парне вырӑнне ҫу сӗрсе, ӑна тасалӑх тивлечӗ кӳмелли кун памалли парнесем илсе пынӑ, хӑйсен парнисене вӗсем парне вырӑнӗ умне тӑратнӑ. 11Вара Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: парне вырӑнне тасалӑх тивлечӗ кӳмешкӗн кунсерен пӗрер пуҫлӑх парне кӳрсе тӑтӑр, тенӗ.
12Пӗрремӗш кунне хӑйӗн парнине Наассон, Иуда йӑхӗнчи Аминадав ывӑлӗ, кӳнӗ; 13вӑл кӳнӗ парнесем ҫаксем: таса сикль виҫипе шутласассӑн, ҫӗр вӑтӑр сикль таякан пӗр кӗмӗл тирӗк, ҫитмӗл сикль таякан пӗр кӗмӗл курка; тырӑ-пулӑ парни кӳмешкӗн ҫак савӑтсене йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарнӑ тулӑ ҫӑнӑхӗ тултарнӑ пулнӑ, 14тӗтӗрмелли тултарнӑ вунӑ сикль таякан пӗр ылтӑн тӗтӗркӗч, 15пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмешкӗн пӗр пӑру, пӗр така, пӗр ҫулхи пӗр путек, 16ҫылӑх парни кӳмешкӗн пӗр качака таки 17тата канӑҫлӑх парни кӳмешкӗн икӗ вӑкӑр, пилӗк така, пилӗк качака таки, пӗр ҫулхи пилӗк путек; Наассон, Аминадав ывӑлӗ, илсе пынӑ парнесем ҫаксем ӗнтӗ.
18Иккӗмӗш кунне Нафанаил — Цуар ывӑлӗ, Иссахар [йӑхӗн] пуҫлӑхӗ — илсе пынӑ; 19вӑл хӑй ятӗнчен ҫак парнесене илсе пынӑ: таса сикль виҫипе шутласассӑн, ҫӗр вӑтӑр сикль таякан пӗр кӗмӗл тирӗк, ҫитмӗл сикль таякан пӗр кӗмӗл курка; тырӑ-пулӑ парни кӳмешкӗн ҫак савӑтсене йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарнӑ тулӑ ҫӑнӑхӗ тултарнӑ пулнӑ, 20тӗтӗрмелли тултарнӑ вунӑ сикль таякан пӗр ылтӑн тӗтӗркӗч, 21пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмешкӗн пӗр пӑру, пӗр така, пӗр ҫулхи пӗр путек, 22ҫылӑх парни кӳмешкӗн пӗр качака таки 23тата канӑҫлӑх парни кӳмешкӗн икӗ вӑкӑр, пилӗк така, пилӗк качака таки, пӗр ҫулхи пилӗк путек; Нафанаил, Цуар ывӑлӗ, илсе пынӑ парнесем ҫаксем ӗнтӗ.
24Виҫҫӗмӗш кунне Завулон ывӑлӗсен пуҫлӑхӗ Елиав, Хелон ывӑлӗ, парне кӳнӗ; 25вӑл кӳнӗ парнесем: таса сикль виҫипе шутласассӑн, ҫӗр вӑтӑр сикль таякан пӗр кӗмӗл тирӗк, ҫитмӗл сикль таякан пӗр кӗмӗл курка; тырӑ-пулӑ парни кӳмешкӗн ҫак савӑтсене йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарнӑ тулӑ ҫӑнӑхӗ тултарнӑ пулнӑ, 26тӗтӗрмелли тултарнӑ вунӑ сикль таякан пӗр ылтӑн тӗтӗркӗч, 27пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмешкӗн пӗр пӑру, пӗр така, пӗр ҫулхи пӗр путек, 28ҫылӑх парни кӳмешкӗн пӗр качака таки 29тата канӑҫлӑх парни кӳмешкӗн икӗ вӑкӑр, пилӗк така, пилӗк качака таки, пӗр ҫулхи пилӗк путек; Елиав, Хелон ывӑлӗ, илсе пынӑ парнесем ҫаксем ӗнтӗ.
30Тӑваттӑмӗш кунне Рувим ывӑлӗсен пуҫлӑхӗ Елицур, Шедеур ывӑлӗ, парне кӳнӗ; 31вӑл кӳнӗ парнесем: таса сикль виҫипе шутласассӑн, ҫӗр вӑтӑр сикль таякан пӗр кӗмӗл тирӗк, ҫитмӗл сикль таякан пӗр кӗмӗл курка; тырӑ-пулӑ парни кӳмешкӗн ҫак савӑтсене йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарнӑ тулӑ ҫӑнӑхӗ тултарнӑ пулнӑ, 32тӗтӗрмелли тултарнӑ вунӑ сикль таякан пӗр ылтӑн тӗтӗркӗч, 33пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмешкӗн пӗр пӑру, пӗр така, пӗр ҫулхи пӗр путек, 34ҫылӑх парни кӳмешкӗн пӗр качака таки 35тата канӑҫлӑх парни кӳмешкӗн икӗ вӑкӑр, пилӗк така, пилӗк качака таки тата пӗр ҫулхи пилӗк путек; Елицур, Шедеур ывӑлӗ, илсе пынӑ парнесем ҫаксем ӗнтӗ.
36Пиллӗкӗмӗш кунне Симеон ывӑлӗсен пуҫлӑхӗ Шелумиил, Цуришаддай ывӑлӗ, парне кӳнӗ; 37вӑл кӳнӗ парнесем: таса сикль виҫипе шутласассӑн, ҫӗр вӑтӑр сикль таякан пӗр кӗмӗл тирӗк, ҫитмӗл сикль таякан пӗр кӗмӗл курка; тырӑ-пулӑ парни кӳмешкӗн ҫак савӑтсене йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарнӑ тулӑ ҫӑнӑхӗ тултарнӑ пулнӑ, 38тӗтӗрмелли тултарнӑ вунӑ сикль таякан пӗр ылтӑн тӗтӗркӗч, 39пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмешкӗн пӗр пӑру, пӗр така, пӗр ҫулхи пӗр путек, 40ҫылӑх парни кӳмешкӗн пӗр качака таки 41тата канӑҫлӑх парни кӳмешкӗн икӗ вӑкӑр, пилӗк така, пилӗк качака таки тата пӗр ҫулхи пилӗк путек; Шелумиил, Цуришаддай ывӑлӗ, илсе пынӑ парнесем ҫаксем ӗнтӗ.
42Улттӑмӗш кунне Гад ывӑлӗсен пуҫлӑхӗ Елиасаф, Регуил ывӑлӗ, парне кӳнӗ; 43вӑл кӳнӗ парнесем: таса сикль виҫипе шутласассӑн, ҫӗр вӑтӑр сикль таякан пӗр кӗмӗл тирӗк, ҫитмӗл сикль таякан пӗр кӗмӗл курка; тырӑ-пулӑ парни кӳмешкӗн ҫак савӑтсене йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарнӑ тулӑ ҫӑнӑхӗ тултарнӑ пулнӑ, 44тӗтӗрмелли тултарнӑ вунӑ сикль таякан пӗр ылтӑн тӗтӗркӗч, 45пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмешкӗн пӗр пӑру, пӗр така, пӗр ҫулхи пӗр путек, 46ҫылӑх парни кӳмешкӗн пӗр качака таки 47тата канӑҫлӑх парни кӳмешкӗн икӗ вӑкӑр, пилӗк така, пилӗк качака таки тата пӗр ҫулхи пилӗк путек; Елиасаф, Регуил ывӑлӗ, кӳнӗ парнесем ҫаксем ӗнтӗ.
48Ҫиччӗмӗш кунне Ефрем ывӑлӗсен пуҫлӑхӗ Елишама, Аммиуд ывӑлӗ, парне кӳнӗ. 49Вӑл кӳнӗ парнесем: таса сикль виҫипе шутласассӑн, ҫӗр вӑтӑр сикль таякан пӗр кӗмӗл тирӗк, ҫитмӗл сикль таякан пӗр кӗмӗл курка; тырӑ-пулӑ парни кӳмешкӗн ҫак савӑтсене йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарнӑ тулӑ ҫӑнӑхӗ тултарнӑ пулнӑ, 50тӗтӗрмелли тултарнӑ вунӑ сикль таякан пӗр ылтӑн тӗтӗркӗч, 51пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмешкӗн пӗр пӑру, пӗр така, пӗр ҫулхи пӗр путек, 52ҫылӑх парни кӳмешкӗн пӗр качака таки 53тата канӑҫлӑх парни кӳмешкӗн икӗ вӑкӑр, пилӗк така, пилӗк качака таки, пӗр ҫулхи пилӗк путек; Елишама, Аммиуд ывӑлӗ, кӳнӗ парнесем ҫаксем ӗнтӗ.
54Саккӑрмӗш кунне Манассия ывӑлӗсен пуҫлӑхӗ Гамалиил, Педацур ывӑлӗ, парне кӳнӗ. 55Вӑл кӳнӗ парнесем: таса сикль виҫипе шутласассӑн, ҫӗр вӑтӑр сикль таякан пӗр кӗмӗл тирӗк, ҫитмӗл сикль таякан пӗр кӗмӗл курка; тырӑ-пулӑ парни кӳмешкӗн ҫак савӑтсене йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарнӑ тулӑ ҫӑнӑхӗ тултарнӑ пулнӑ, 56тӗтӗрмелли тултарнӑ вунӑ сикль таякан пӗр ылтӑн тӗтӗркӗч, 57пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмешкӗн пӗр пӑру, пӗр така, пӗр ҫулхи пӗр путек, 58ҫылӑх парни кӳмешкӗн пӗр качака таки 59тата канӑҫлӑх парни кӳмешкӗн икӗ вӑкӑр, пилӗк така, пилӗк качака таки, пӗр ҫулхи пилӗк путек; Гамалиил, Педацур ывӑлӗ, кӳнӗ парнесем ҫаксем ӗнтӗ.
60Тӑххӑрмӗш кунне Вениамин ывӑлӗсен пуҫлӑхӗ Авидан, Гидеоний ывӑлӗ, парне кӳнӗ; 61вӑл кӳнӗ парнесем: таса сикль виҫипе шутласассӑн, ҫӗр вӑтӑр сикль таякан пӗр кӗмӗл тирӗк, ҫитмӗл сикль таякан пӗр кӗмӗл курка; тырӑ-пулӑ парни кӳмешкӗн ҫак савӑтсене йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарнӑ тулӑ ҫӑнӑхӗ тултарнӑ пулнӑ, 62тӗтӗрмелли тултарнӑ вунӑ сикль таякан пӗр ылтӑн тӗтӗркӗч, 63пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмешкӗн пӗр пӑру, пӗр така, пӗр ҫулхи пӗр путек, 64ҫылӑх парни кӳмешкӗн пӗр качака таки 65тата канӑҫлӑх парни кӳмешкӗн икӗ вӑкӑр, пилӗк така, пилӗк качака таки, пӗр ҫулхи пилӗк путек; Авидан, Гидеоний ывӑлӗ, кӳнӗ парнесем ҫаксем ӗнтӗ.
66Вуннӑмӗш кунне Дан ывӑлӗсен пуҫлӑхӗ Ахиезер, Аммишаддай ывӑлӗ, парне кӳнӗ; 67вӑл кӳнӗ парнесем: таса сикль виҫипе шутласассӑн, ҫӗр вӑтӑр сикль таякан пӗр кӗмӗл тирӗк, ҫитмӗл сикль таякан пӗр кӗмӗл курка; тырӑ-пулӑ парни кӳмешкӗн ҫак савӑтсене йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарнӑ тулӑ ҫӑнӑхӗ тултарнӑ пулнӑ, 68тӗтӗрмелли тултарнӑ вунӑ сикль таякан пӗр ылтӑн тӗтӗркӗч, 69пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмешкӗн пӗр пӑру, пӗр така, пӗр ҫулхи пӗр путек, 70ҫылӑх парни кӳмешкӗн пӗр качака таки 71тата канӑҫлӑх парни кӳмешкӗн икӗ вӑкӑр, пилӗк така, пилӗк качака таки, пӗр ҫулхи пилӗк путек; Ахиезер, Аммишаддай ывӑлӗ, кӳнӗ парнесем ҫаксем ӗнтӗ.
72Вунпӗрмӗш кунне Асир ывӑлӗсен пуҫлӑхӗ Пагиил, Охран ывӑлӗ, парне кӳнӗ; 73вӑл кӳнӗ парнесем: таса сикль виҫипе шутласассӑн, ҫӗр вӑтӑр сикль таякан пӗр кӗмӗл тирӗк, ҫитмӗл сикль таякан пӗр кӗмӗл курка; тырӑ-пулӑ парни кӳмешкӗн ҫак савӑтсене йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарнӑ тулӑ ҫӑнӑхӗ тултарнӑ пулнӑ, 74тӗтӗрмелли тултарнӑ вунӑ сикль таякан пӗр ылтӑн тӗтӗркӗч, 75пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмешкӗн пӗр пӑру, пӗр така, пӗр ҫулхи пӗр путек, 76ҫылӑх парни кӳмешкӗн пӗр качака таки 77тата канӑҫлӑх парни кӳмешкӗн икӗ вӑкӑр, пилӗк така, пилӗк качака таки, пӗр ҫулхи пилӗк путек; Пагиил, Охран ывӑлӗ, кӳнӗ парнесем ҫаксем ӗнтӗ.
78Вуниккӗмӗш кунне Неффалим ывӑлӗсен пуҫлӑхӗ Ахира, Енан ывӑлӗ, парне кӳнӗ; 79вӑл кӳнӗ парнесем: таса сикль виҫипе шутласассӑн, ҫӗр вӑтӑр сикль таякан пӗр кӗмӗл тирӗк, ҫитмӗл сикль таякан пӗр кӗмӗл курка; тырӑ-пулӑ парни кӳмешкӗн ҫак савӑтсене йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарнӑ тулӑ ҫӑнӑхӗ тултарнӑ пулнӑ, 80тӗтӗрмелли тултарнӑ вунӑ сикль таякан пӗр ылтӑн тӗтӗркӗч, 81пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмешкӗн пӗр пӑру, пӗр така, пӗр ҫулхи пӗр путек, 82ҫылӑх парни кӳмешкӗн пӗр качака таки 83тата канӑҫлӑх парни кӳмешкӗн икӗ вӑкӑр, пилӗк така, пилӗк качака таки, пӗр ҫулхи пилӗк путек; Ахира, Енан ывӑлӗ, кӳнӗ парнесем ҫаксем ӗнтӗ.
84Парне вырӑнне ҫу сӗрсе тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ кун Израиль пуҫлӑхӗсем кӳнӗ парнесем ҫаксем: вуникӗ кӗмӗл тирӗк, вуникӗ кӗмӗл курка, вуникӗ ылтӑн тӗтӗркӗч; 85кашни тирӗкре ҫӗр вӑтӑршар сикль кӗмӗл, кашни куркара ҫитмӗлшер сикль кӗмӗл: апла таса сикль виҫипе шутласассӑн, ҫакӑ савӑтсенче мӗнпурӗ икӗ пин те тӑватҫӗр сикль кӗмӗл; 86тӗтӗрмелли тултарнӑ ылтӑн тӗтӗркӗч вуниккӗ; таса сикль виҫипе шутласассӑн, кашни тӗтӗркӗчре вуншар сикль: тӗтӗркӗчсенче мӗнпурӗ ҫӗр ҫирӗм сикль ылтӑн; 87пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмешкӗн шултӑра выльӑхран мӗнпурӗ вуникӗ пӑру панӑ тата вуникӗ така, пӗр ҫулхи вуникӗ путек панӑ, вӗсемпе пӗрле тата тырӑ-пулӑ парни илсе пынӑ; ҫылӑх парни кӳмешкӗн вуникӗ качака таки илсе пынӑ 88тата канӑҫлӑх парни кӳмешкӗн шултӑра выльӑхран мӗнпурӗ ҫирӗм тӑватӑ пӑру панӑ тата утмӑл така, [пӗр ҫулхи] утмӑл качака таки, [айӑпсӑр] пӗр ҫулхи утмӑл путек панӑ; парне вырӑнне ҫу сӗрнӗ хыҫҫӑн ӑна тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ чухне панӑ парнесем ҫаксем ӗнтӗ.
89Моисей пуху чатӑрне Ҫӳлхуҫапа калаҫма кӗрсессӗн, Турӑ ирӗкне пӗлтерекен саккун арчийӗн икӗ херувим хушшинчи хупӑлчи ҫийӗнчен калаҫакан сасӑ илтӗннӗ, ҫав сасӑ Моисее каланӑ.